Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мучи the word is in our database.
мучи (тĕпĕ: мучи) more information about the word form can be found here.
Услантӑр мучи, табак енчӗкне кӗсйинчен ытла та вӑраххӑн кӑларса, ӑна васкамасӑр умне салтса хурать, кӗсйисене хыпашласа ларсан-ларсан, малтанлӑха яхӑнне тупӑнман ҫулуне пур-пӗрех шыраса тупать; чӗлӗме шаккаса тасатнӑ чух мӗн-мӑн кирлине малтанах пӗлсе тӑракан шӗвӗрсем аслашшӗне мӑк пӗрчисем сӗнеҫҫӗ; Услантӑр мучи чӗлӗмне тасатнӑ хушӑра чӑтӑмсӑр ачасем иккӗн-виҫҫӗн те енчӗкрен илнӗ табака чӗптӗмӗн-чӗптӗмӗн тытса тӑраҫҫӗ, чӗлӗмӗн пушаннӑ хырӑмне кашнин хӑвӑртрах тултарас килет; хырӑмне тултарнипех ҫырлахмасть тата, мур илесшӗ, йӳҫӗ тӗтӗм ашшӗ — чунне хыптармалла унӑнне, чӗлӗмӗнне; пуҫлать вара мучи аллинчи ҫулу чӑлтӑр-чалтӑр хӗм сирпӗтме; Услантӑр мучин йӗс шлепкеллӗ чӗлӗмӗ йӑсӑрланма пуҫличчен тул ҫутӑлса каяссӑнах туйӑнать, анчах та урамра тин ҫеҫ тӗттӗмленсе ҫитнӗ иккен-ха; ҫил-тӑман Пушкин сӑввинчи пекех улать, хӑйне юмах итлеме кӗртменшӗн нӑйкӑшать:

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

… Мукуҫ мучи, ферма тавралла витесене-мӗнсене пӑхкаласа, ют сас-чӗв пуррипе ҫуккине тимлесе ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн (Мукуҫ мучи — ӗне фермин каҫхи хуралӗ) пӳрте кӗчӗ те, хӑйӗнчен саманта та вӗҫертмен кукӑр пуҫлӑ самаях хулӑн туйине алӑк кутне сӗвентерсе хӑварса, каланкка ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫине пырса ларчӗ, шӑлаварӗн шалпар кӗсйинчен тутӑр татӑкӗпе чӗркенӗ чӗлӗмне васкамасӑр кӑларчӗ те, енчӗкӗнчен махоркипе чӑпӑкне пӳрнипе пуса-пуса тултарса (енчӗкне мучи шӑлаварӗн тепӗр кӗсйине чиксе ҫӳрет), ҫӑра та йӳҫӗ тӗтӗме сипетлӗн паклаттарма тытӑнчӗ.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мучи, тетӗп, мучи, — терӗ Ваҫҫа аппа Ваҫукӗ старик умне пырса тӑрса, — юмах ярса пар-ха.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Шухӑша кайнӑ мучи, мучи те мар пуль халь, сиплӗ шыв тултарнӑ канистрине ҫӗклерӗ те ҫӑмӑллӑн кӑна килӗ еннелле утса кайрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӗлимун мучи те, Нихватти мучи те, Савин Сантӑрӗ те, Куян Павӑлӗ те, Арӑслан Ваҫҫи те, Патшалӑх Иванӗ те, Кусар Микки те, Айтар та…

Help to translate

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мучи тетӗп, мучи, тӑхтӑр-ха, — чупса ҫитрӗ ҫав вӑхӑтра пӗр ҫамрӑк Трахвин Якурӗ патне.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

— Хӗл Мучи ҫитмест, Хӗл Мучи! — каллех ачасем пек савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрчӗҫ ҫынсем.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халь Хӑйма мучи мар, ахаль мучи анчах, — терӗ те вӑл, хаш! сывласа ячӗ.

Help to translate

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Ялта ят час тухать, пирӗн Михала мучи те Хӑйма мучи пулса тӑчӗ.

Help to translate

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

«Мучи! — янӑрать хӑлхара. — Мучи

Help to translate

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Вихтӑр мучи (ун чухне мучиех пулман пуль-ха вӑл) таврӑнсанах тӑлӑха юлнӑ пӗр салтак арӑмне илсе пычӗ.

Help to translate

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Твиккапа Квикка малтанхи кунсенче Палюк мучи пынӑ чух, хӑраса, юпасем ҫинчен йывӑҫсем ҫине улӑхса ларатчӗҫ, ашне кайран, Палюк мучи кайсан, анса ҫиетчӗҫ.

Help to translate

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ахальрен мар ӗнтӗ ку таврари ҫынсем Палюк мучи пирки сӑмах пуҫарсан: «Палюк мучи вӑл кайӑксен чӗлхине пӗлет», — теҫҫӗ.

Help to translate

Утарта // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49 с.

Мучи! Мучи! — тесе кӑшкӑрчӗ Опанас пичче.

Дядя Опанас стал кричать: — Диду! Гей, диду!

Мучи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Мучи мана кӑтартать: — Авӑ, куратӑн-и, пӗр мучи тӑрать? Ку вӑл, станцӑ начальникӗ. Вӑл хӗрлӗ ҫӗлӗкпе, — тет.

А дядя мне показывает: — Вон, видишь, дяденька стоит. Это начальник станции. Он в красной шапке.

Пире кофе илсе килсе пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Ах, мучи, мучи! — тарӑн сывласа, куҫҫульпе каларӗ Сергей.

— Ах, дедушка, дедушка! — глубоко, со слезами в груди вздохнул Сергей.

V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Мучи хӑяккӑн тӑрса шарманка ҫаккине хывнӑ хушӑра вӑл, чӑтаймасӑр, тӑватӑ урипех сиккелерӗ, тытӑнкӑллӑн, тикӗс мар тухакан сассипе мучине вӗрме тытӑнчӗ.

И уже давно скакал в волнении всеми четырьмя лапами на дедушку, вылезавшего боком из лямки, и лаял на него отрывистым, нервным лаем.

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

— Лодыжкин мучи, мучи тетӗп, пӑх-ха, фонтанра ылтӑн пулӑсем!..

— Дедушка Лодыжкин, а дедушка, глянь-кось, в фонтане-то — золотые рыбы!..

II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

— Эс, ара, мӗн, Шӗшлӗ мучи (ҫамрӑксем ӑна хӑйсемхушшинче чӑн ячӗпе мар, «Шӗшлӗ мучи» тесе чӗнеҫҫӗ), ма мана пит кураймастӑн?

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Миките мучи, мучи, — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл хӑйӗн ҫӳхе сассипе.

— Дядя Микит, дядюшка, а дядюшка! — закричал сзади его тоненьким голоском.

I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed