Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Даниил, ҫавнашкал хушу тухнине пӗлсессӗн те, пӗрех килне кайнӑ; унта ҫӳлти пӳлӗмӗн Иерусалим енчи чӳречисем уҫӑ тӑнӑ; вӑл унта унчченхи пекех кунне виҫӗ хутчен кӗлтунӑ, чӗркуҫленсе ларса хӑй Туррине аслӑласа мухтанӑ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем эрех ӗҫнӗ тата хӑйсен туррисене — ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ, чул кӗлеткесене — мухтанӑ.4. Пили вино, и славили богов золотых и серебряных, медных, железных, деревянных и каменных.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Вара ҫак ҫынсем виҫҫӗшӗ те, пӗр ҫын пек пулса, кӑмакара юрласа янӑ, Турра мухтанӑ та аслӑланӑ.51. Тогда сии трое, как бы одними устами, воспели в печи, и благословили и прославили Бога:
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана мӗн каларӗ — ҫапла турӗ те Вӑл. Чунӑмри хурлӑха асра тытса, юлашки пурӑнӑҫӑма сапӑр пурӑнса ирттерӗп. 16. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана та чӗм кӗртрӗ; Эсӗ мана сыватӑн, мана пурӑнӑҫ пиллӗн. 17. Маншӑн ырра пулчӗ ҫак пысӑк хуйхӑ, Эсӗ манӑн чунӑма вилӗм шӑтӑкне лекесрен хӑтартӑн, манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн. 18. Сана ҫӗр тӗпӗ мухтамасть, Сана вилӗм те аслӑламасть, Санӑн тӳрӗлӗхне шанакансем — виле шӑтӑкӗ мар. 19. Эпӗ паян мухтанӑ пек, Сана чӗрри, чӗрри ҫеҫ мухтавлӗ: ашшӗ ачисене Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ. 20. Ҫӳлхуҫа ҫӑлӗ мана; эпир вара хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӗлӗхӗме янӑратса, аслӑласа юрлӑпӑр».
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне хӑйсен шанӑҫӗ пулнӑ Эфиопишӗн, хӑйсем мухтанӑ Египетшӑн сехӗрленӗҫ те намӑсланӗҫ.5. Тогда ужаснутся и устыдятся из-за Ефиопии, надежды своей, и из-за Египта, которым хвалились.
Ис 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫине, Пурне те Тытса Тӑракана, Ҫӳлти Турра, пуҫҫапмашкӑн пӗтӗм халӑх пӗр харӑс ҫӗре ӳкнӗ; 20. псалом юрлакансем вара Ӑна янӑравлӑн мухтанӑ; сӑваплӑ Ҫурт талккӑшӗпе ытарайми юрӑ хӑватлӑн янӑранӑ, 21. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланӑ вӑхӑтра пӗтӗм халӑх Ырӑлӑхлӑ Ҫӳлти Турра кӗлтуса тӑнӑ, кӗлӗ пӗтичченех ҫапла тунӑ вӗсем.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа ӑна вуншар-вуншар пин ҫын аслӑланӑ, мухтав пуҫкӑшӑлӗ пиллесе, Ҫӳлхуҫана тав туса мухтанӑ ӑна.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Аякра пурӑннӑран ҫыннине хӑйне пуҫҫапма май пулманнипе ҫынсем унӑн инҫетри сӑнне касса кӑларнӑ: хӑйсем хисеплекен патшанӑн курӑнакан сӑнарне ӳкернӗ, лешӗ умра ҫук пулсассӑн та, ӑна пур пекех шутласа мухтанӑ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудифе курма пӗтӗм Израиль арӑмӗ чупса тухнӑ, вӗсем ӑна мухтанӑ, унӑн ячӗпе юрӑ ушкӑнӗ йӗркеленӗ; Иудифь вара аллине иҫӗм ҫулҫисемпе яваланӑ туясем илнӗ те вӗсене хӑйпе пӗрле пулнӑ хӗрарӑмсене салатса панӑ, 13. вӗсем, — Иудифь тата унпа пӗрле пыракансем, — ҫу йывӑҫӗн ҫулҫисенчен тунӑ пуҫкӑшӑльсем тӑхӑннӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ахиора йӑпатнӑ вӗсем, ӑна питех те мухтанӑ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иерусалима пухӑннӑ Израиль ывӑлӗсем вара тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявне ҫичӗ кун хушши савӑнса-хӗпӗртесе уявланӑ; левитсемпе священниксем кашни кунах Ҫӳлхуҫана кӗвӗ сӑпрайӗ каласа мухтанӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Езекия патшапа пуҫлӑхсем левитсене Ҫӳлхуҫана Давид сӑмахӗсемпе тата Асаф витӗркуран сӑмахӗсемпе мухтама хушнӑ, лешӗсем ӗнтӗ савӑнсах-хӗпӗртесех мухтанӑ, чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗтӗм пуху вара ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине тав туса мухтанӑ, Ҫӳлхуҫана тата патшана ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.- И благословило все собрание Господа Бога отцов своих, и пало, и поклонилось Господу и царю.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Еманпа Идифун вӗсемпе пӗрле пулнӑ, вӗсем трупа кӑшкӑртнӑ, кимвал ҫапса янӑраттарнӑ тата ытти тӗрлӗ сӑпрай каласа Турра мухтанӑ; Идифун ывӑлӗсене вара хапха умне тӑратнӑ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӑна курсан, халӑх та хӑй туррине мухтанӑ: туррӑмӑр хамӑр тӑшмана — пирӗн ҫӗре аркатакана, пирӗн ҫынсене пӗтерекене — пирӗн аллӑмӑра пачӗ, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫаплах пулнӑ: Аврам Египета ҫитсессӗн, Египет ҫыннисем Сара питӗ илемлӗ хӗрарӑм иккенне курнӑ; 15. ӑна фараонӑн аслӑ улпучӗсем те курнӑ та ӑна фараон умӗнче мухтанӑ; вара ӑна фараон ҫуртне илсе пынӑ.
Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.