Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Уйӑх та хӑй вӑхӑтӗнче тухать, вӑхӑта кӑтартса тӑрать, вӑл — ӗмӗр палли: 7. уйӑх хӑҫан уяв ҫитессине пӗлтерет; тулса ҫитсессӗн, вӑл чакма пуҫлать; 8. ҫулталӑкри уйӑха унӑн ятне панӑ; хушӑнса пынӑҫемӗн вӑл туп-тулли тулса ларать; 9. уйӑх — ҫӳлти ҫутӑсенчен пӗри; вӑл тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫуталса тӑрать; 10. вӑл — тӳпе илемӗ, ҫӑлтӑрсенӗн мухтавӗ, Ҫӳлхуҫа тӳпинчи йӑлтӑркка эреш!
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ мухтавӗ — ӗҫе вӑрттӑнлӑхпа витесси, патшасен мухтавӗ вара — вӑрттӑнлӑха уҫса парасси.2. Слава Божия - облекать тайною дело, а слава царей - исследывать дело.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Яш ачасенӗн мухтавӗ — вӗсенӗн вӑйӗ-халӗ, ватӑсенӗн илемӗ — кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын час ҫилленсе ӳкмест, унӑн мухтавӗ — ҫын айӑпне каҫарма пӗлни.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӑслисен мухтавӗ — вӗсен пуянлӑхӗ, ухмаххисен пурлӑхӗ — ухмахлӑх.24. Венец мудрых - богатство их, а глупость невежд глупость и есть.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун аслӑ вӑйӗн, ун хӑвачӗн ӗҫӗсене тата патша чапа кӑларнӑ Мардохей мухтавӗ ҫинчен Миди ҫӗрӗпе Перси ҫӗрӗн патшисен Ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иудифь патне кӗрсенех вӗсем ӑна пурте пиллӗх панӑ та каланӑ: эсӗ — Израиль мухтавӗ, эсӗ — Израилӗн аслӑ савӑнӑҫӗ, эсӗ — пирӗн йӑхӑн аслӑ чапӗ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Езекиян пуянлӑхӗ те, мухтавӗ те шутсӑр пысӑк пулнӑ; вӑл ылтӑн-кӗмӗл, хаклӑ чул, ырӑ шӑршӑлӑх, хулкан тата тӗрлӗрен савӑт-сапа упрамалли ҫурт тунӑ, 28. ҫӗр паракан ҫимӗҫе, тырра-пулла, эрехпе ҫу таврашне упрама кӗлетсем, выльӑх-чӗрлӗх усрама витесем, кӗтӳ тапӑрӗсем валли картасем тунӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосафатӑн пуянлӑхӗ те, мухтавӗ те пысӑк пулнӑ; вӑл Ахавпа хурӑнташланнӑ.1. И было у Иосафата много богатства и славы; и породнился он с Ахавом.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа вара патшалӑха ун аллинче шанчӑклӑ тӑмалла ҫирӗплетнӗ; иудейсем ӑна пурте парне парса тӑнӑ, унӑн пуянлӑхӗпе мухтавӗ пысӑк пулнӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Савея ҫӗрӗн майра патши, Соломон мухтавӗ ҫинчен илтсе, ӑна тупмалли юмахсемпе сӑнаса пӑхмашкӑн Иерусалима килнӗ; вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем ӑна каланӑ: санӑн чурусем Ҫӳлхуҫа Турру ячӗпе питӗ инҫетрен килчӗҫ: эпир Унӑн мухтавӗ ҫинчен, Египет ҫӗрӗнче Вӑл мӗн-мӗн туни ҫинчен илтнӗ, 10. Иордан леш енче [пурӑннӑ] аморрейсен икӗ патшине — Есевон патшине Сигона тата Астарофпа [Едреи] хулисенче [пурӑннӑ] Васан патшине Ога — мӗн туни ҫинчен те пӗтӗмпех илтнӗ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Ача амӑшӗн мухтавӗ», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе пӗрле упрать ӑна.Она его хранит вместе с медалями «Материнская слава», «Ветеран труда».
101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772