Шырав
Шырав ĕçĕ:
Музыкӑна пирӗн пурте, пӗчӗкҫӗ Валерикрен, Николай пичче ывӑлӗнчен пуҫласа, хам анне таранах, юрататчӗҫ.Музыку у нас любили все, начиная с маленького Валерика, сына дяди Николая, и кончая бабушкой Верой.
Донбасри сивӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Эпӗ ҫавӑн ятлаҫнине, музыкӑна итленӗ пек, итлерӗм, эпӗ хурланнипе тата ӑшра Наталине тав тунипе чӗреме вӗри куҫҫуль вӗтелентерсе тӑратчӗ, ӑна чарма хӑтланнипе эпӗ чӑнтӑхсах каяттӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ун ҫине пӑхса хурлӑхлӑ музыкӑна итлесе, аташса лараттӑм: ӑҫта та пулин ҫӗр айне пытарса хунӑ укҫа тупам та пӗтӗмпех ӑна парам, — вӑл пуян пултӑрччӗ!
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл час-часах пулкаламастчӗ, анчах вӗсем киле ҫурҫӗр иртсен тавӑрӑнатчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ темиҫе сехет хушши крыльцара е ун тӗлӗнче, пӗрене купи ҫинче лараттӑм, хам дама хваттерӗн чӳречи ҫине пӑхса, савӑнӑҫлӑн калаҫнипе музыкӑна сӗмсӗрӗн итлесе лараттӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ хӑвӑрт квартал йӗри-тавра чупса ҫавӑрӑнтӑм та каллех чӳрече патне ҫавӑрӑнса килтӗм, анчах ҫуртӗнче музыка каламастчӗҫ, форточкӑран урамалла савӑнӑҫлӑн шавлани тӑвӑллӑн янраса тухатчӗ, ку ӗнтӗ пӗртте хурлӑхлӑ музыка пек марччӗ, ҫав музыкӑна эпӗ тӗлӗкре илтнӗ темеллеччӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун сӑмахӗсене Марыся халь лайӑх музыкӑна аса илнӗ пек асне илчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫав майра музыкӑна пикенсех итлерӗ, Сергей акробатла упражненисем тунине, Арто кулӑшла вылянине темӗнччен пӑхса тӑчӗ, ун хыҫҫӑн ачаран: вӑл миҫе ҫултине, мӗн ятлӑ иккенне ыйтрӗ, гимнастикӑна ӑҫта вӗренни ҫинчен, ашшӗ-амӑшӗ мӗн ӗҫпе пурӑнни ҫинчен тата ытти ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ; вара вӗсене кӗтсе тӑма хушрӗ те хӑй пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Пьесисем пит аванччӗ вӗт, ӗлӗк вӗсене пит килӗштеретчӗҫ, анчах хальхи господасем пирӗн музыкӑна юратмаҫҫӗ.А ведь пьесы были очень хорошие, модные, но только нынешние господа нашей музыки совсем не обожают.
I // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Мана тата ҫакӑ пушшех вӑйлӑ тӗлӗнтерчӗ: Оперов сӗрме купӑс калама пӗлет иккен, пирӗнпе пӗрле хатӗрленекен тепӗр студент виолончельпе те, фортепьянӑпа та калать, иккӗшӗ те университет оркестрӗнче тӑраҫҫӗ, музыкӑна аванах пӗлеҫҫӗ, лайӑх музыкӑна пысӑк хака хураҫҫӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Музыкӑна пӗлессипе те эпӗ хама вӗсенчен мала хураймастӑп.В знании музыки я тоже не имел перед ними никакого преимущества.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ӑҫта та пулин вырнаҫса ларса, ҫав музыкӑна е вуланине итлетӗп, фортепьяно умне хама ларма май килсе тухасса кӗтетӗп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакна пула, классикла музыка ҫӑмӑлтарах тесе шутласа тата хама урӑхларах йышши ҫын пек кӑтартасшӑн тӗмсӗлсе, эпӗ сасартӑк нимӗҫ композиторӗсем ҫырнӑ музыкӑна килӗштерсе пӑрахрӑм, «Sonate Pathétique» мана, тӗрӗссипе калас-тӑк, тахҫанах чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулин те, ҫав сонатӑна Любочка каланӑ чух ытла та хаваслантӑм, хам та Бетховенӑнне каларӑм, тата ку ята Беетховен текелерӗм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ музыкӑна е, тӗрӗсрех каласан, фортепьяно калассине хамӑн туйӑмсемпе хӗрсене сӑхлантармалли меслет вырӑнне хутӑм.Для меня музыка, или скорее игра на фортепьяно, была средство прельщать девиц своими чувствами.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам талантлӑ пулни, музыкӑна хытӑ юратни пирки ним иккӗленмесӗр, эпӗ вӗренме тытӑнтӑм.Вследствие этой мысли, убедившись, что я имею талант и страсть к музыке, я принялся учиться.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халь вӑл гусара качча тухасси ҫинчен ӗмӗтленмест ӗнтӗ, юрӑҫӑ е музыканта качча каясшӑн, ҫак тӗллевпе пикенсех музыкӑна вӗренет.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл музыкӑна юрататчӗ, хӑй фортепьяно каланӑ май, А… тусӗ хывнӑ романссене, цыгансен юррисене тата оперӑсен хӑшпӗр кӗввисене юрлатчӗ; анчах вӗреннӗ ҫынсем хывнӑ музыкӑна юратмастчӗ, ытти ҫынсем мӗн каланине пӑхмасӑрах: Бетховен соначӗсем ҫывратса яраҫҫӗ, кичемлентереҫҫӗ, Семенова юрлакан «Ан вӑратӑр мана, ҫамрӑка» тата цыган хӗрӗ Танюша юрлакан «Хӗр пӗччен мар» юрӑсенчен лайӑхраххине эпӗ урӑх нимӗн те пӗлместӗп, тетчӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗвеланӑҫӗнчи ӑс-тӑн ҫав тери ҫивӗч пулсан та, эсир ӑнланма пултарас ҫук япаласем пур; сӑмахран, хӑлхасӑр ҫын музыкӑна ӑнланмасть, анчах та ку ӑна живописец е хуть те кам пулма пӗртте кансӗрлемест, — ҫавӑн пекех вӑл.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Вӑл ирхи музыкӑна паян итленӗ.
Ялсемпе хуласем тӑрӑх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Володьӑпа ашшӗ кӗтесе вырнаҫса лараҫҫӗ те нумайччен ҫав музыкӑна итлеҫҫӗ.
Гимназист // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хӗр каҫсерен рояльпе Вангер хунӑ музыкӑна каланӑ, Гёте сӑввисене нимӗҫле вуланӑ.По вечерам она играла на рояле Вагнера, читала по-немецки стихи Гёте.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.