Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паллах, хӑнасем пур чухне Варенька ман ҫине хӑйӗн тимлӗхне хамӑр кӑна пулнӑ чухнехинчен сахалтарах уйӑрать, — хӑнасем пур чухне кӗнеке вулама та, музыкӑпа йӑпанма та май килмест, музыка итлеме вара эпӗ питӗ юрататӑп.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халь хам аса илни тӑрӑх шутласан, ҫавнашкал пӑтрашупа курнӑҫланура та манӑн талант пекки палӑрнӑ, мӗншӗн тесен мана музыка час-часах куҫҫуль кӑлармаллах пӑлхантарса яратчӗ, тата эпӗ хама килӗшекен япаласене фортепьянӑпа аран-аран та пулин нотӑсемсӗрех шыраса тупма пӗлеттӗм; ун чухне кам та пулин мана музыка ҫине хӑвӑрт тата туйӑмлӑн вылянипе хӗрсене сӑхлантармалли меслет ҫине пӑхнӑ пек мар, ырӑ тӗллев, хӑйӗнпе савӑнтаракан япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхма вӗрентнӗ пулсан, тен, эпӗ чӑнах та лайӑх музыкантах пулнӑ пулӑттӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакна пула, классикла музыка ҫӑмӑлтарах тесе шутласа тата хама урӑхларах йышши ҫын пек кӑтартасшӑн тӗмсӗлсе, эпӗ сасартӑк нимӗҫ композиторӗсем ҫырнӑ музыкӑна килӗштерсе пӑрахрӑм, «Sonate Pathétique» мана, тӗрӗссипе калас-тӑк, тахҫанах чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулин те, ҫав сонатӑна Любочка каланӑ чух ытла та хаваслантӑм, хам та Бетховенӑнне каларӑм, тата ку ята Беетховен текелерӗм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр еннелле каякан ҫулсем ҫинчен янӑравлӑ ҫуркуннехи каҫ Маковей патне — улӑхсем, кӳлӗсем урлӑ! — моторсен музыкине илсе ҫитерет, ҫав музыка пӗр сехет каялла илтӗнместчӗ.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тахӑшӗ, музыка ҫукшӑн кулянса, илтмеллех каларӗ, вара заказ панӑ пекех, музыка та тупӑнчӗ: Махов чаплӑ баянне футляртан туртса кӑларма тытӑннӑ та иккен.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Этемсен тусӗ ӗҫме пуҫласа янӑ промышленниксен ушкӑнӗн кӗтӳҫи тата ертсе пыраканӗ пулнӑ, вӑл хӑйӗн ӳсӗр кӗтӗвӗпе ӑҫта пырса кӗнӗ, ҫавӑнта пур ҫӗрте те музыка кӗмсӗртетнӗ, юрӑсем янӑранӑ, пӗрисем — хурлӑхлӑ, кичем пулнӑ, вӗсем чуна куҫҫуль тухмаллах ыраттарнӑ, теприсем — хаваслӑ та хӗрӳллӗ пулнӑ, вӗсене юрланӑ май урса кайнӑ пек ташланӑ; музыкӑран пысӑк параппана ҫапса янӑравсӑр ухлаттарни тата темле чарусӑр шӑхлич ҫинҫен шӑхӑрни ҫеҫ асра юлнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах тепӗр самантранах ытарайми музыка хӑйӗн илемӗпе пурне те тыткӑна илчӗ, Ставрученкӑн аслӑ ывӑлӗ кӑна, профессилле музыкант, хӑй пӗлнӗ музыкӑна лайӑхрах палласа илес тесе тата пианистӑн хӑйне евӗр вӑййине тӗпчесе чылайччен тимлесе итлесе ларчӗ.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗррехинче Макҫӑм, картишӗпе иртсе пынӑ чухне, ялан музыка урокӗсем иртекен гостинӑйра тахӑшӗ темӗнле ӑнланма хӗн музыка упражненийӗсемпе тӗрмешсе ларнине илтрӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл, ытти вырӑс дворянӗсем пекех, ҫамрӑк чухне музыка калама вӗреннӗ тата, ытти вырӑс дворянӗсем пекех, начар каланӑ; апла пулсан та, музыкӑна чӗререн юратать.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫамрӑк чухне вӑл питӗ илемлӗ пулнӑ, клавикордӑпа музыка калама пӗлнӗ, кӑштах французла калаҫнӑ; анчах ирӗксӗр качча тухнӑ упӑшкипе нумай ҫулсем куҫкаласа ҫӳренӗ вӑхӑтра ирӗлсе кайнӑ та, музыкӑна та, французла калаҫма та маннӑ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Музыка итлесен, ҫав музыкине ҫыракан ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмӗ мӗнле пулнӑ, манӑн кӑмӑл-туйӑм та тӳрех ҫавӑн пек пулса каять.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Музыка мана хам ҫинчен мантарса ярать, эпӗ хам ҫинчен манса каятӑп, хам пурнӑҫа манатӑп, вӑл мана таҫта урӑх пурнӑҫа илсе каять: музыкӑна пула эпӗ хам туйман япалана туятӑп пек, хам ӑнланман япалана ӑнланатӑп пек, хам тума пултарайманнине тӑватӑп пек.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ тӳрех кураттӑм: ман тӗлӗшпе илес пулсан, арӑмӑн вӗчӗхнисӗр, ҫӗтӗлсе кӑна тӑнисӗр пуҫне урӑх нимӗнле туйӑм та ҫукчӗ, сайра хутра ҫеҫ вӑл хӑнӑхнӑ йӗркепе ҫемҫелетчӗ, ку ҫыннине илес пулсан вара, вӑл ман арӑма килӗшесси ҫеҫ мар, ӑна пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах ҫӗнтересси, лутӑркаса тӑкасси, ӑна пӗтӗрсе пӑрахса унран пӑяв явса хурасси, унпа мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвасси пӗтӗмпех паллӑччӗ, мӗншӗн тесен: вӑл капӑр, пачах та ытти ҫынсем пек мар; музыка енӗпе пӗр иккӗленӳсӗр талантлӑ; пӗрле купӑс калани вӗсене ҫывӑхлатать тата арӑмӑн туйӑмлӑ чунне музыкӑпа, уйрӑмах сӗрме купӑспа, вӑл хускататех.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Венчет тӑваҫҫӗ те киле вӗҫтереҫҫӗ, вара, калас пулать, ӗҫӗ те пӗтрӗ, парти вӑл, хӗрӗм, — ҫавнашал музыка, пӗр сӑмахпа каласан, музыка…
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мускавра тата Нева ҫинчи хулара иртнӗ концертсенче Раҫҫей Композиторӗсен союзӗн вӑл вӑхӑтри правленийӗн секретарӗ, «Музыка академийӗ» журналӑн тӗп редакторӗ Юрий Корев, СССР халӑх артисчӗ, тӗнчипе чапа тухнӑ композитор Андрей Эшпай, ҫӗр-шыври Композиторсен союзӗн правленийӗн ертӳҫисенчен пӗри Олег Галахов, ҫавӑн пекех паллӑ ытти музыка деятелӗ киленсе ларнӑ.
Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02
Вара эпир Аслӑ Елчӗкри Владимир Моисеевпа Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищине ҫул тытрӑмӑр.
Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/
Аслӑ вӗрентекенӗмӗре, И.Я.Яковлева, халалласа литературӑпа музыка композицийӗ йӗркеленӗ.
Иван Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхне кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38019.html
Хӗрсене пултарулӑх конкурсӗсенче палӑрма музыка ертӳҫи Алина Моряшова тата клуб заведующийӗ Вероника Иванова хатӗрлеҫҫӗ.
Мӑкӑр хӗрӗсем — «Кӗмӗл сасӑ» конкурс дипломанчӗсем // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%bca%d ... %b0%d0%bd/
Музыка инструменчӗсен пайӗ
Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)
Музыка чирлӗ ҫынна пушшех кирлӗ пек туйӑнать…
1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.