Шырав
Шырав ĕçĕ:
Культурӑллӑ революци совет халӑхне ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен пачах улӑштарса ҫӗнетрӗ, ҫак революци халӑха моральпе культурӑ тӗлӗшӗнчен ҫӳле ӳстерчӗ, политикӑ тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ турӗ, коммунизм обществи тӑвассишӗн яланах активлӑн та ҫирӗппӗн кӗрешме туптаса хатӗрлерӗ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Анчах ҫынна ҫын хӗснипе, пусмӑрланипе, улталанипе, ҫӗршывӑн тулашри тата шалти тӑшманӗсемпе кӗрешме те, хӑвна «тӑп-тӑп тытса» активлӑ пурӑнма та сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен моральпе ҫеҫ авӑрланни ҫителӗксӗр (ку тӗлелле те «коммунизм тӑваканӑн мораль кодексне» системӑласа, «пӗҫерсе кӑларма» ӗлкӗрейменччӗ-ха) — чӗрӗ, ырӑ тӗслӗхсем (идеалсем) те кирлӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫавнашкал таксистсем саккуна право, налук тата моральпе этика тӗлӗшӗнчен пӑснипе пӗрлех, тӗп хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ, ку вӑл — пассажирсене турттармалли хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑсни.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Вӑл кӗнеке яланах Глюмдалькличӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнче выртатчӗ, вӑл унӑн гувернанткинччӗ; ку хӗрарӑм ватӑрах чаплӑ дамӑччӗ, моральпе тӗн тӗлӗшпе нумай кӗнеке вуланӑскер хӑй.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тен, эсир мана моральпе килӗштерме пултаракан пӗр-пӗр япала каласа парӑр? — сӗнтӗм эпӗ ӑна.Может быть, вы скажете что-нибудь такое, что может помирить меня с нею? — предложил я ему.
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Сирӗн чӗре моральпе, ырӑ ӗмӗтсемпе тулнӑ, анчах вӑл сирӗн — мамӑк тӳшек пек ӑшӑ та ҫемҫе, ун ҫинче творчество сывлӑшӗ канӑҫлӑн, хыттӑн ҫывӑрать, вӑл — сирӗн чӗре — тапмасть, сӑпка пек ерипен силленсе тӑрать»…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗншӗн тесен, общество тени пур енчен те йӗркеллех маррине курса тӑраканскер, хӑй пуҫне ҫавӑракан шухӑшсене, обществӑллӑ стройӑн юхан-суранӗсене пӗтерес тӗлӗшпе реформӑсем тума кирли ҫинчен шухӑшланисене вӑл моральпе политика наукисен шкулӗнче вӗрентекен профессор пекех ҫӑмӑллӑн та уҫҫӑн каласа пама пултарайман, ҫитменнине шухӑшӗсем те йӗркеллех пулман ун, йӑлт пӑтрашӑнса кайнӑ.
VII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Ҫак пай обществӑра пуҫпулса тӑракан, ҫын хӑйне мӗнле тытмаллин нормине йӗркелекен моральпе тачӑ ҫыхӑннӑ.В ее основе лежит господствующая в обществе мораль, определяющая нормы человеческого поведения.
1. Йӗрке-тирпей культури тата уйрӑм ҫын // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пӗлӗтри самолета ҫирӗплӗхпе персе антараймастӑн, — моральпе мӗн тесен те танка ҫӗмӗрейместӗн…Стойкостью самолет не собьешь в небе, моралью танк не раздавишь.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫакӑн пек, хӑй ирӗксӗр ҫӳрени ӑна анратса ҫитерет, ку вара моральпе суту-илӳ тӑвакансене те, аскӑнлӑх сутакансене те пӗр пекех усӑллӑ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Эпӗ моральпе кӑмӑл-сипетӗн тӗп паллисем – чӗре ӑшши, ырӑ кӑмӑллӑх, тимлӗх, ыттисене хисеплени, тӳрӗ кӑмӑллӑх, хӑйӗн пурнӑҫне ыттисемшӗн пама хатӗр пулни – ҫинче никӗсленсе тӑракан «чун экологине» сыхласа упрасси пирӗншӗн кашниншӗн, ҫавӑн пекех пӗтӗм обществӑшӑн та уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Физкультурӑпа спорта хакламанни вара малашлӑхра ҫынсен сывлӑхӗн шайӗ, ӗмӗр вӑрӑмӑшӗ, обществӑри моральпе психологи климачӗ ҫинче лайӑх палӑрать.
Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13
- 1