Шырав
Шырав ĕçĕ:
миххи the word is in our database.
Хӑйӗн япаласене чикмелли миххи ӑҫта тӑрать, супӑнь коробкипе шӑлне тасатмалли щётки ӑҫта выртать — ҫав вырӑна вӑл хӑйӗн тӑван килӗ тесе шутланӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кун валли Горбунов хӑйӗн япала миххи тӗпӗнче кирлӗ вӑхӑта кӗтсе икӗ ҫул хушши выртнӑ тутлӑ шӑршӑллӑ супӑнь татӑкне хӗрхенмерӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ӑна та, ыттисем пекех тирпейлӗн, симӗс плащ-палатка сарнӑ, пуҫ вӗҫӗнче ҫавнашкалах пиртен тунӑ алшӑллипе витнӗ япаласен миххи тӑнӑ; анчах алшӑлли ҫинче виҫкӗтеслӗ икӗ ҫыру тата нумай тӗслӗ сӑрсемпе пичетленӗ «Красноармеец» журналӑн номерӗ выртнӑ, — вӗсене фронтри почтальон Кузьминский ҫук чух илсе пынӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тӑкӑнса кайнӑ миххи те ҫумӗнчех выртать.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив