Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Упа ами» тикӗс хумсем ҫинче, йӳнейлӗ ҫилпе, мӗн те пулин япӑххипе тӗл пулас мар тесе ҫыран хӗррипе пырать, — кун пек чухне дозор карапӗ е миноносец парӑнма хушсан экипаж хӑвӑрт тарса пытанаять.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сысна валашкинчен тунӑ тепӗр миноносец ҫеҫ юлчӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Анчах ҫапӑҫас тӗлӗшрен пирӗн флот тӑшманӗнчен нумай вӑйсӑртарах, — вӗсен кив хапхан ҫур пайӗ йывӑр крейсер вырӑнне шутланнӑ, кунсӑр пуҫне ҫӑмӑл миноносец пулнӑ, — вӑл выльӑхсене апат паракан йывӑҫ сырӑшран тунӑ кимӗ пекскерччӗ.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пиртен чылай инҫе-ха, ҫапах та вахта начальникӗ командира пӗлтерчӗ, карапӑн курсне улӑштарчӗ — миноносец ҫав минӑна тупӑпа персе аркатас тӗллевпе аяккалла каять.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Пирӗн миноносец дозорта ҫӳрет.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Пирӗн миноносец ҫинче ҫапла пӗр ӗҫ пулса тухрӗ…
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Батальонпа «Гроза» ятлӑ миноносец ҫинче пулнӑ шуртарах уссиллӗ матрос командовать тунӑ.Батальоном командовал рослый сивоусый матрос с миноносца «Гроза».
6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Виҫӗ эскадронлӑ миноносец, хум ӑшне чӑма-чӑма, пире хӳтӗлесе пырать.Три эскадренных миноносца, зарываясь в свежей волне, сопровождали нас.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пирӗн килнӗ хӑна аслӑраххисемпе калаҫнинчен эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: вӑл службӑра «Керчь» миноносец ҫинче минер пулнӑ иккен, 1918 ҫулта ҫав миноносец Владимир Ильич Ленин приказӗ тӑрӑх, эскадрӑна нимӗҫсен аллине парас мар тесе, Цемесски бухтӑра Хура тинӗс флочӗн пысӑк ҫар карапӗсене торпедӑланӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Малта мӑнаҫлӑн мачта ҫине хӗрлӗ ялав ҫакнӑ «Грозный» крейсер пырать, ун хыҫҫӑн миноносец шӑвать.Впереди гордо шел «Грозный» с красным флагом на мачте, за ним тащился миноносец.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫеруш кивӗ валашкаран миноносец туса хатӗрленӗ, Якурккапа Ҫтяпукӑн транспорт суднисем — хӑмасемпе пӗренесене пӗрле ҫыхса тунӑ сулӑсем — пур.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Хамӑн миноносец ҫине яма ыйтас шухӑш пур-ха ман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав кунах Володя сӗтелӗ ҫинчен чи лайӑх миноносец ҫухалчӗ.В тот же день с Володиного стола исчез один из лучших миноносцев.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ашшӗ миноносец ҫинче Италие кайсан, Горькипе тӗл пулни ҫинчен каласа панине Володя темиҫе хут та илтнӗ.Он уже много раз слышал от отца рассказ о встрече с Горьким в Италии, куда отец ходил на миноносце.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пирӗн «Незаможник» миноносец ҫинчеччӗ вӑл.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Миноносец кубрикӗнче ӑна тепӗр стакан спирт панӑ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Ҫӗнӗ конструкцисемпе тунӑ хурансем шанчӑклӑрах, темиҫе миноносец ҫинче ҫакна курса ӗнентӗмӗр ӗнтӗ», — тет вӑл.Котлы новой конструкции надежны, уже показали себя на нескольких миноносцах.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Николаевски кӗпер ҫывӑхӗнче Алексей Николаевич хӑйне кӗтсе тӑракан миноносец ҫине кӗрет, Кронштадта ҫул тытать.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Николаевски кӗпертен аяларахри пристаньре сире миноносец кӗтсе тӑрать, — тесе пӗлтерет офицер, ҫарти йӗркепе чыс парать те хӑвӑрт каялла ҫаврӑнса тухса утать.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Японецсем миноносец ҫинчи ҫынсене парӑнма сӗнеҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
- 1
- 2