Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Вӗсем пурте — материалист, — уйларӗ Нок.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Эпикур (пирӗн эрӑчченхи 341 — 270 ҫҫ.) — авалхи Грецири философ — материалист, Демокрит вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн пынӑ ҫын.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Эпӗ ватӑ ҫын ӗнтӗ, профессие улӑштарма кая юлтӑм, чунпа хам материалист пулсан та.Я уж старый человек, мне поздно менять профессию, хотя в душе я и материалист.
Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Чернышевский политикӑпа экономика ыйтӑвӗсене, философие, литературӑпа эстетикӑна, историе, естествознани наукисене лайӑх пӗлнӗ, наукӑсенче кашнинчех ҫӗнӗ шухӑшсем каланӑ, вӑл хӑюллӑ новатор, революционер-мыслитель, материалист пулнӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Ӑнланмалла: материалист вӗт, пӗрмаях тупӑш ҫинчен шухӑшлать.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑна тӳрре кӑларма та юрамасть, мӗншӗн тесен хитре идейӑсене юратакансемпе таса кӑмӑл-туртӑмсене хӳтелекенсем, материалистсене путсӗр те таса кӑмӑллӑ мар ҫынсем тесе пӗлтернӗскерсем, юлашки вӑхӑтра хӑйсене ӑс-пуҫ енчен тата характер енчен те мӗнпур йӗркеллӗ ҫынсем умӗнче, материалистсем-и вӗсем е материалист мар-и — питӗ лайӑх кӑтартса пачӗҫ, ҫавӑнпа вӗсем ятласран кама та пулин хӳтӗлесси ытлашши ӗҫ пулса тӑрать, вӗсем мӗн каланине итлесси лайӑх мар ӗҫ пулса тӑрать.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем, сӑмахран, ӑна каҫарас тесе, вӑл медик пулнӑ естественнӑй наукӑсене тӗпчесе вӗреннӗ, тейӗҫ, кунтан вара вӑл материалист тесе шухӑшлама пулать.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эсӗ, кирек ӑҫта та начар енне ҫеҫ куратӑн… материалист! — хушса хучӗ вӑл йӗрӗнсе.Ты во всем видишь худую сторону… матерьялист! прибавил он презрительно.
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл скептик, пур медиксем пекех, материалист, ҫавӑнпа пӗрлех тата поэт та, кулса мар: — ӗҫре яланах поэт, сӑмахӗпе те час-часах поэт, анчах пӗтӗм пурнӑҫӗнче те вӑл икӗ сӑвӑ та ҫырман.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1