Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! тӑр та Израиль халӑхӗ патне кай, вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала; 5. сана уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑх патне мар, Израиль килӗ патне яратӑп, терӗ, 6. уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑхсем патне мар — эсӗ вӗсен сӑмахне ӑнкарайман пулӑттӑн; ахӑртнех, Эпӗ сана вӗсем патне янӑ пулсассӑн та, вӗсем сана итленӗ пулӗччӗҫ; 7. Израиль халӑхӗ вара сана итлесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлесшӗн мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫирӗп ҫамкаллӑ, хаяр чӗреллӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Тӑшманӑмсем мана, ним сӑлтавсӑрах, кайӑка тытнӑ пек ярса тытасшӑн темӗнле те тӑрӑшрӗҫ; 53. мана шӑтӑка пӑрахрӗҫ те мана чулпа пере-пере пӗтерчӗҫ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй халӑхсем, пур халӑх, итлӗр-ха мана, манӑн чирӗме курсамӑр: манӑн хӗрӗмсемпе ҫитӗннӗ ывӑлӑмсене тыткӑна илсе кайрӗҫ.Послушайте, все народы, и взгляните на болезнь мою: девы мои и юноши мои пошли в плен.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл ҫӳлтен манӑн шӑммӑм-шаккӑма вут ячӗ те халӗ ӑна ҫунтарса тӑрать; серепе карса урана тӑллантарчӗ, ҫавӑрса ӳкерчӗ мана, мана кӗлмӗҫе тӑратса хӑварчӗ, кашни кун асапланмалла турӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй патша хуҫамӑм, халӗ мана итле, эпӗ йӑлӑнни сан умна ӳктӗр; мана каялла Ионафан ҫыруҫӑ ҫуртне ан яр, унта вилес марччӗ манӑн.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мана тархаслатӑр та, Ман патӑма пырса кӗлтӑватӑр та — Эпӗ сире илтӗп; 13. Мана шыратӑр та, пӗтӗм чун-чӗрӗрпе шырасассӑн — Мана тупатӑр.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мана вара, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пӗлетӗн, мана куратӑн, Эсӗ манӑн чӗреме сӑнанӑ: вӑл — Санпа пӗрле.3. А меня, Господи, Ты знаешь, видишь меня и испытываешь сердце мое, каково оно к Тебе.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа Турӑ Мана, халран кайнине сӑмахпа хунтӑлатӑр тесе, ӑсчахсен чӗлхине парнеленӗ: Вӑл Мана ирсерен вӑратать, вӗренекен итленӗ пек итлетӗр тесе, Манӑн хӑлхама вӑратать.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӗ вара Ҫӳлхуҫа калать, Иакова Хӑй енне ҫавӑрас тесе, Израиль Ун патне пухӑнтӑр тесе, Мана варта чухнех Хӑйӗн чурийӗ тунӑ Ҫӳлхуҫа калать; Эпӗ Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче хисеплӗ, Манӑн Туррӑм — Манӑн хӑватӑм.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иаков, Израиль, ҫакна асту: эсӗ — Манӑн чурам; сана Эпӗ пӑхса ҫитӗнтернӗ; Манӑн чурам эсӗ, Израиль, Мана манса ан кай.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кӗмӗл парса эсӗ Маншӑн тутлӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш туянмарӑн, Мана парнӳсен ҫӑвӗпе савӑнтармарӑн; анчах Мана хӑвӑн ҫылӑхусемпе чӑрмавларӑн, Мана хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсемпе пӑшӑрхантартӑн.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каларӑм эпӗ: хуйхӑ ҫитрӗ мана! хуйхӑ ҫитрӗ мана! ах, мӗнле хурлӑхлӑ мана! усалсем усал ӗҫ тӑваҫҫӗ, усалсем усалланса кайсах усал ӗҫ тӑваҫҫӗ.И сказал я: беда мне, беда мне! увы мне! злодеи злодействуют, и злодействуют злодеи злодейски.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Йӗри-тавра сӗм тӗттӗм, пӳртре хӳтӗ, мана никам та курмасть: камран хӑрас манӑн? Ҫӳлти Турӑ манӑн ҫылӑхсене аса илмӗ».
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мана хула тӑрӑх ҫӳрекен хуралҫӑсем тӗл пулчӗҫ, хӗнерӗҫ мана, суранлатса пӗтерчӗҫ мана; хӳме хураллакансем пӗркенчӗкӗме сӳсе илчӗҫ.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Мӗншӗн тесессӗн мана тупаканӗ пурӑнӑҫ тупнӑ, вӑл Ҫӳлхуҫа тивлетне тивӗҫлӗ пулӗ; 36. мана хирӗҫ тӑрса ҫылӑха кӗрекенӗ хӑйӗн чунне сиен кӳрӗ: мана курайманнисем пурте вилӗме юратаҫҫӗ».
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн ирӗкне тума вӗрентсем мана: Эсӗ — манӑн Туррӑм; Санӑн ырӑ Сывлӑшу мана тӳрӗлӗх ҫӗрне ертсе пытӑр.
Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эй Турӑҫӑм, сӑна мана, чӗреме пӗлсе ҫит; сӑна мана, шухӑшӑмсене пӗлсе ҫит; 24. эпӗ усал ҫул ҫинче мар-ши — пӑхсамччӗ, мана ӗмӗрлӗх ҫул ҫине тӑратсамччӗ.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ҫапла калатӑр: мана ҫамрӑкранпах нумай хӗсӗрлерӗҫ; 2. мана ҫамрӑкранпах нумай хӗсӗрлерӗҫ, ҫавах мана ҫӗнеймерӗҫ.
Пс 128 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
116. Хӑвӑн сӑмахупа тӗреклӗлентер мана, чӗрӗ пулам; ӗмӗтӗме ҫитермесӗр намӑса ан хӑварсам мана; 117. хунтӑла мана — вара ҫӑлӑнӑп; Санӑн йӗркӳсем тӗлӗшӗнчен тимлӗрен тимлӗ пулӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
86. Санӑн пур ӳкӗтӳ те — чӑн; мана вырӑнсӑрах хӗсӗрлеҫҫӗ: пулӑшсам мана; 87. мана ҫӗрӗм ҫинче кӑшт ҫеҫ пӗтермерӗҫ, эпӗ ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесене пӑрахмарӑм.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.