Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрнине (тĕпĕ: макӑр) more information about the word form can be found here.
Ак ҫакӑн пек макӑрнине чӑтса тӑрайман та ӗнтӗ Травка, ҫавна илтсе, ҫӗрле, ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче, шӑтӑкран тухнӑ.

Вот этот плач и не могла выносить Травка и, заслышав его, вылезала из ямы в ночь и в полночь.

V // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Унӑн пичӗ вара вилнӗ ҫынӑнни пек тискерленсе кайнӑ, вӑл хӑй килӗнче спальнӑя питӗрӗнсе ларнӑ, горничнӑйӗ вара хӑлхине ҫӑра ҫумне тытса итлесен, хуллен ӗсӗкленине, макӑрнине кӑна илтме пултарнӑ.

Лицо ее принимало выражение мертвенное и дикое; она запиралась у себя в спальне, и горничная ее могла слышать, припав ухом к замку, ее глухие рыдания.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Пысӑк турат патне хӑпарса ҫитсен учительница пуҫне чул ҫине хурса макӑрнине, Катя ӑна ыталаса тӑнине курчӗ.

Добрался до толстого сука и увидел: учительница, уткнувшись лицом в камень, рыдала, а Катя что-то говорила, обняв ее.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Дарья вара старик, аслӑк айӗнчи косилка хыҫне кӗрсе; пуҫне пӗлтӗрхи кизек шаршанӗ ҫине хурса, ӳлесех макӑрнине курчӗ…

Дарья видела, как старик, зайдя под навесом сарая за косилку и припав головой к прикладу прошлогодних кизяков, плакал навзрыд.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Наталья хӑйӗн пӗртен-пӗр упӑшкине сӑмахсӑр ыталарӗ, пӗтӗм кӗлеткипе ун ҫумне тӗршӗнчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем чӗтре пуҫланинчен вара Григорий вӑл макӑрнине тавҫӑрса илчӗ.

А Наталья молча обнимала своего единственного, прижималась к нему всем телом, и по тому, как вздрагивали ее плечи, Григорий понял, что она плачет.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тытса чуптӑвӑр ӑна Христос чӗрӗлнӗ ятпа! — халӑх хушшинче ӳснӗҫем ӳссе пыракан тискер сӗрлевпеле хӗрарӑмсем ҫухӑрашса макӑрнине хупласа, хӑйӑлти сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те вахмистр, конвой начальникӗ, учӗ ҫинчен аллине тӑсса, Иван Алексеевич ҫине кӑтартрӗ.

Похристосуйтеся с ним! — покрывая свирепо усиливающийся дробный говор, бабьи крики и плач, захрипел вахмистр — начальник конвоя — и протянул руку, указывая с коня на Ивана Алексеевича.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗсӗклесе макӑрнине пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе, вӑл ҫатан карта айӗнче сыхланса юлнӑ юра ҫӑварӗпе йытӑ пек хыпа-хыпа ҫӑтрӗ.

Рыдая, сотрясаясь от рыданий, он, как собака, стал хватать ртом снег, уцелевший под плетнем.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Килтен хӗрарӑмсем вилнӗ Петрошӑн хӳхле-хӳхле ӳленине, Дарья ухмаха ернӗ пек ытла та хыттӑн ҫухӑрса макӑрнине тӳсеймесӗр тухса шӑвӑнчӗ.

Выгнали его из дому бабьи причитания по мертвому Петру, дурной плач в голос Дарьи.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ниловна шӑпланчӗ, вӑл ерипен макӑрнине илтрӗ Сергей.

Ниловна умолкла, и Сергей слышал, как она тихонько заплакала.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хуралса ларнӑ мӑрйинчен тӗтӗм палкаса тухма тытӑнатчӗ, ҫав тери ҫӳле ҫӗкленетчӗ, пӑхсан ӗнтӗ — ҫӗлӗк ӳкмелле, ҫӗкленетчӗ те, шӗл-кӑвар пулса, пӗтӗм ҫеҫенхир тӑрӑх сапаланса каятчӗ, шуйттанӗ вара, ӑна ӗнтӗ, пӳтсӗре, асӑнма та кирлӗ марччӗ те-ха, хӑйӗн шӑтӑкӗнче ҫав тери хурланчӑклӑ сасӑпа ӗсӗклесе макӑрма тытӑнатчӗ, вӑл макӑрнине илтнипе хӑраса ӳкнӗ кураксем вара, ҫывӑхри юманлӑхран вӗҫсе хӑпарса, тискеррӗн кӑраклатса, тӳпере явӑнса ҫӳретчӗҫ.

Из закоптевшей трубы столбом валил дым и, поднявшись высоко, так, что посмотреть — шапка валилась, рассыпался горячими угольями по всей степи, и черт, — нечего бы и вспоминать его, собачьего сына, — так всхлипывал жалобно в своей конуре, что испуганные гайвороны стаями подымались из ближнего дубового леса и с диким криком метались по небу.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Лена хӑй мӗншӗн макӑрнине ӑнлантарма хӑтланса пӑхрӗ:

Лена попыталась объяснить свои слезы:

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл вара Юргин панӑ пӗр ыйту ҫине ответленӗ май кӗтмен ҫӗртен хӑйӗн Мускаври пурнӑҫӗ ҫинчен: строительнӑй техникумра вӗреннине, ашшӗ халӑх ополченине кайнине, амӑшӗ чирлине, вӑл ун ҫинчен аса илсе час-часах макӑрнине, вӑрҫӑ пуҫланнӑ кунхине тантӑшӗсемпе хула тулашӗнче ҫӳренине каласа пачӗ…

И она, отвечая на какой-то вопрос Юргина, вдруг стала рассказывать о своей жизни в Москве; об учебе в строительном техникуме, о вступлении отца в народное ополчение, о больной матери, которая, наверное, часто плачет, вспоминая о ней, о том, как в день начала войны она гуляла с подругами за городом…

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл чӳречерен нумайччен пӑхнӑ, анчах выльӑха мӗнле хӑваланин картинине куҫпа курса палӑртайман-ха, тӗрӗссипе картинӑна ҫеҫ мар, утса пыракан чӗрӗ выльӑхсен йышне те, геройсен сӑн-пичӗсене курма май пур ҫынсене те — ҫураннисене, юланутлисене курса палӑртайман; вӑл вырӑн пейзажне — тусене те, кӗрхи ҫутӑ тӗспе сӑрланнӑ ту хушшисене те; кӗпӗрленсе пыракан ӗне, сурӑх, лаша кӗтӗвӗсене те курма пултарайман; выльӑх кӗтӗвӗсем хӑваланӑ чухне янӑраса тӑракан сасӑсене: ҫӗр айӗнчен тухнӑ пек илтӗнекен пиншер ура сассисене, кӗтӳҫӗсен савӑнӑҫлӑ та кӑштах тытӑнчӑклӑ сассисене, сурӑхсем макӑрнине, ӗнесем вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн мӗкӗрнине, хӑйӗн кӗтӳне ертсе пыракан ӑйӑр пӑшӑрхануллӑ тулхӑрнине, йытӑсем вӗрнине, пушӑсем шартлатнине, ту ҫинчен юхакан шывсем шавланине, ту хушшисенче янӑракан сасӑсене Илья курман та, илтмен те.

Он смотрел в окно, но еще зрительно не представил себе всю картину перегона, вернее — не просто картину, а живую, движущуюся массу скота, людей, где бы можно было увидеть и лица пастухов — пеших и конных, и пейзаж местности — горы, ущелья уже в осенних красках, и идущие стада, отары, табуны, и не только увидеть, но и услышать те характерные звуки, которые всегда сопутствуют перегону: глухой, точно идущий из-под земли топот тысяч копыт, немного охрипшие голоса, блеяние овец, протяжное и грустное мычание коров, тревожное ржание жеребца, ведущего свой табун; лай собак, хлопки кнутов, шум горных рек и эхо, плывущее по ущелью.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Амӑшӗ патне пырсан, Сергей Ирина куҫӗсемпе тӗл пулчӗ, вара ӑна унӑн куҫҫульпе йӗпенсе типнӗ сивӗ куҫӗсем ҫапла каланӑн туйӑнчӗҫ: шел, Ниловна чирлӗ, ун пек пулман пулсан, эпӗ мӗншӗн макӑрнине, халӗ те манӑн чӗрере мӗн вӗресе тӑнине сана тахҫанах каланӑ пулӑттӑм, эпӗ пурпӗрех калатӑп-ха ӑна…

Подходя к матери, Сергей встретился коротким взглядом с Ириной, и ему показалось, что ее суровые, с высохшими слезами глаза говорили: «Жаль, что Ниловна больна, а то бы я давно высказала тебе все, отчего я плакала и что кипит сейчас у меня на сердце, и я все одно это выскажу…»

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эпӗ, Степа, хам та пӗлместӗп мӗншӗн макӑрнине

— Я и сама, Степа, не знаю отчего…

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка вара сасартӑк пӗр вӑхӑтра хӑй шута хуманнисене пурне те: Фая илемлӗрех тумланма тӑрӑшнине те, пӗррехинче, ҫӗр варринче пӗр сӑлтавсӑрах макӑрнине те, тӑтӑшах пӗччен юлма тӑрӑшнине те, яланах темшӗн вӑтаннӑ пек хӗрелсе ҫӳренине те аса илчӗ.

Марийке вдруг припомнилось многое, чему она в свое время не придавала значения: и то, как Фая старалась одеваться нарядно, и то, как однажды беспричинно плакала среди ночи, и то, что частенько стремилась к уединению, была всегда немного грустной и чем-то смущенной.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ерофей Кузьмич макӑрнине тӳсме пултараймасть, ҫавна пула арӑмне вӑл урӑх чӑрмантармарӗ.

Ерофей Кузьмич не мог терпеть слез и по этой причине оставил жену в покое.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗрарӑмсем макӑрнине курсан, Марийка та йӗрсе ячӗ.

Увидев, что женщины плачут, заплакала и Марийка.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ну, эсир унта! — хыттӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ Ерофей Кузьмич хӗрарӑмсене, хӑй арӑмӗ макӑрнине кӑна илтрӗ пулин те.

— Ну, вы там! — загремел Ерофей Кузьмич на женщин, едва только услышав плач жены.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл хӑйӗн ачи макӑрнине илтрӗ те ҫапла шухӑшларӗ:

Прислушиваясь к плачу девочки, он думал:

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed