Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрни (тĕпĕ: макӑр) more information about the word form can be found here.
Хӗрарӑм макӑрни чӗрине пӑлхатса ярать.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Макӑрни килӗшӳллӗрех!

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ӗнтӗ урам хушшинче ӗнесем мӗкӗрни, сурӑхсем макӑрни, кӗтӳҫсем вӑрӑм чӑпӑрккисене шартлаттарнисем илтӗнеҫҫӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инҫетри ют кил хушшинче ҫӗр каҫнӑ путек, халь урама хӑваласа кӑларса янӑскер, уҫӑ сассипе макӑрни илтӗнчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсем ҫӗр ҫине ӳксе йӑвалана-йӑвалана макӑрни, кӗтӳрен аннӑ выльӑх-чӗрлӗх килӗсене тупаймасӑр ял тӑрӑх мӗкӗрсе-макӑрса ҫӳрени Палас ҫийӗн мӗн ҫӗрлечченех чуна ыраттарса янӑраса тӑчӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта та кунта ҫынсем ӗсӗклесе макӑрни илтӗнет.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп макӑрни ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, каласан та ӳкӗте кӗмерӗ.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Килкартинче сурӑхсем макӑрни, аппапа анне калаҫни илтӗнчӗ.

Help to translate

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав самантра ача макӑрни илтӗннӗ.

Help to translate

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Йытӑсем татса хыпас пек вӗреҫҫӗ; ача макӑрни, алӑк сасси…

Собаки охрипли от лая, слышен детский плач, скрип дверей…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тулта кушак макӑрни илтӗнет.

За дверью послышалось мяуканье кошки.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Такам шӑппӑн макӑрни илтӗнчӗ.

Кто-то негромко всхлипнул.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳртре кӑшкӑрашни, темскер шанкӑртатса ӳкни, ача макӑрни илтӗнет.

Из избы доносились крики, стук падающей утвари, детский плач.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Чӑвашпа вырӑс макӑрни пӗр пекех пулӗ вӑл?» — тет Ухтиван кулкаласа.

— А разве русский да чуваш по-разному плачут? — усмехнулся Ухтиван.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юнашарах ӗсӗклесе макӑрни илтӗнчӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялта ӗне-сурӑх макӑрни илтӗнет — кӗтӳ хӑвалама вӑхӑт.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темле чуна ҫурса хӗрача сассипе макӑрни илтӗнчӗ.

Help to translate

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах ҫав самантра сцена хыҫӗнче пӗчӗк ача шари! ҫухӑрса макӑрни илтӗнсе каять.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Иштерекпе юнашар тепӗр пӗчӗк пӳртре иккӗмӗш кун ӗнтӗ тӑршшӗпе хӗрарӑм макӑрни илтӗнсе тӑрать.

Help to translate

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑ хӗрсем тархасланипе унӑн килне кайса хӑйӗн шӑпӑрне те илсе пымалла пулчӗ, каҫхине вара пахчари ҫӗр пӳртре чылайччен шӑпӑр макӑрни тата хӗрсем хурлӑхлӑн юрлани илтӗнсе тӑчӗ.

Help to translate

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed