Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унпа юнашарах директор, Флорида госпожа, Хородничану, Стурза надзиратель, турӑ законӗсене вӗрентекен пуп тата унӑн майри ларчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл санӑн, ҫавӑнпа хӗнет те, — тарӑхса чашкӑрнӑ инҫетри рабочи поселокӗнче пурӑнакан пӗр-пӗр пупӑн шыҫмак майри, Люба пахчаҫӑсем патне тӑтӑшах ҫӳреме пуҫланине курсан.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Ан тив ӑна Фабиан господин майри кӳптӗр!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Ну, ну, катӑк шӑл, мӗн майри пултӑр ман!
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑт, шӳтлесе мар, чӑнласах кин тусанччӗ! — терӗ хуҫа майри, хӗр сӑмахне илтмӗш пулса.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Халь Санюк хулара улпут майри пек ҫӳрет пуль, тутине, питне сӑрлать ӗнтӗ, духи сапать.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Эпӗ сана патша майри пек пуян та чаплӑ тӑвӑп, — кӑшкӑрнине пӑхмасӑр йӑтрӗ те вӑл хӗре — чӑланалла илсе кайрӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Леш, чикан майри пек хӗр учителӗ астарать, тет, вӗсене.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Урисене ҫемҫе тапӑчкӑсем, ҫине чечеклӗ пурҫӑн халат тӑхӑннӑ хуҫа майри хыпалансах ӗҫлеме пуҫларӗ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Калӑр-ха, Петр Петрович, кунашкал культурӑна ӑҫта вӗреннӗ эсир? — тӗлӗнчӗ пуп майри.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Петӗр ҫӗлӗкӗпе пальтине, чуссӑнкки калушӗсене хыврӗ, вара хӑй умӗнче анраса тӑракан хуҫа майри патне пычӗ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Петр Петрович, тен, пире сума суса, чей ӗҫсе каятӑр? — сӗнчӗ пуп майри.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эс хан арӑмӗ пулатӑн, патша майри…
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эс мӗнле килсе тухнӑ, Абдулла? — тӗлӗнсе ыйтрӗ хан майри.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мана хан майри кирлӗ, Сююнбике.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Дервишсемпе ыйткалакансене хӑвалама хушмасть хан майри.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хан майри хӑй улма йывӑҫҫисен айӗнче сарлака тӳшек ҫинче ачипе выляса выртать.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Паллах, ҫавӑн чухлӗ апат ҫинче пуп майри выҫӑ салтака ҫитерсе яма та пултаратчӗ-ха, пӗр ҫынна сӑйланипех чухӑна юлмӗччӗ ун ҫемйи.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Григорьев арҫын, пуп майри хӗрарӑм.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Телейлӗ ҫул! — терӗ те пуп майри вӑрт ҫаврӑнса шалти пӳрте кӗрех кайрӗ.— Счастливого пути! — пожелала та и, проворно развернувшись, скрылась за внутренней дверью.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.