Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лаши (тĕпĕ: лаша) more information about the word form can be found here.
Хӑла лаши типӗ вутӑ лавне сисмен пекех ҫӑмӑллӑн туртать, пуҫне уха-уха утать.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Лаши ялтан ҫичӗ ҫухрӑмри тапунра ҫӳренӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Сасартӑк лаши ҫухалать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Патнерех ҫывхарнӑ май ку пар лаши вулӑс кантурӗн иккенне палласа илчӗҫ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши витерен тухса хуҫи хыҫҫӑн пычӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ йӗр ҫулпа кайнине курса: «Иккӗленмелли ҫук, кумӑн лаши йӗрӗ ку, урӑх пӗр лаша та ҫӳреме пултарайман кунта», — тесе шухӑшларӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, хӳшӗрен сирпӗнсе тухса, урапа патне чупса пычӗ те, лаши чӑнах та ҫуккине курсан; «Мӗнрен те пулин хӑраса, вӗрене татса кайрӗ пуль», — тесе шухӑшларӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыв ӑсма кайма хӳшӗ хыҫнелле тухсан, урапа еннелле сӑнаса пӑхрӗ те лаши ҫуккипе ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун лаши лайӑххинчен ялйыш та тӗлӗнет.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн лаши, тилхепене кӑшт турткаласанах, вырӑнтан тапса сикет.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн йӑли ҫакнашкал: аякри ҫултан таврӑнсан ҫеҫ мар, кӳршӗрен таврӑнсан та лаши мӗнле тӑнине пӑхмасӑр е апатне кӑмӑртаттарса ҫинине итлемесӗр пӳрте кӗмен вӑл.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши пулсан, ӗнине туянма вӑй ҫитерӗп.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши хуллен юртнӑ май, иккӗшӗ икӗ тӗрлӗ шухӑша путрӗҫ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши те кунтах.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ҫынсене сире-сире, лаши умне пырса тӑчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр улшуҫӗ хыҫалтан чӗн чӑпӑрккапа ӑшаланипе лаши, ниҫта кӗрсе кайма аптраса, енчен енне сирпӗнсе кӑна пырать.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Йӗксӗк лаши темерӗн, чыхма ҫеҫ! — лашине ҫилленсе мар, ятлаҫма йӑли пуршӑн ҫатракланса илчӗ те Макҫӑм, урапа ҫинчен анса, Ҫтаппанпа юнашар утрӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм тилхепе вӗҫӗпе ҫапса хӑвалама хӑтланчӗ, анчах лаши ҫав-ҫавах уттипе пычӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши мӗншӗн чарӑннине пӑхма малалла ӳпӗнейнӗччӗ — ун пуҫӗ ҫине йывӑр кӳсек персе анчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши чӑн та ҫухалма пултарасса ӗненме пуҫланӑ кӑмӑлӗ йывӑр шухӑша ячӗ ӑна: «Кил хушшинче тупайман лашана пасарта шырани уй-хирти ҫиле хӑваланӑ пекех пулмӗ-ши?»

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed