Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах капан пек выртакан сысна умӗнче тӑнинчен усси пулас ҫуккине часах туйса илчӗ вӑл, ҫавӑнпа машинӑна хӑпӑл-хапӑл кӗрсе ларчӗ те, вӗҫтере пачӗ хӑйсен ялнелле.
«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.
Унӑн йӑва тупмалла, Анчах мӗн-ха тумалла! — Хакла ларчӗ пулмалла Хайхи кӗмӗл ҫӑпала.
Кӗмӗл ҫӑпала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 21–22 с.
Заведующие ларчӗ те халиччен пулнӑ пӗтӗм йӗркесене улӑштарчӗ.
Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.
Ухтеринов вара Семен Сергеевича парне — ҫухипе ҫанни вӗҫӗсене тӗрленӗ кӗпе тыттарчӗ те каллех ман ҫумма пырса ларчӗ.
Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.
Хӗрарӑм халтан кайиччен кӑшкӑрашнӑ хыҫҫӑн Ятманов сӗтелӗ патне пырса ларчӗ.
Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.
Вӑл ҫуйхашнӑ вӑхӑтра манӑн юлташ Ятманов ҫумне пырса ларчӗ.
Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.
Анатолий Семенович чӑтаймарӗ, машина чарӑнсассӑнах кабинӑна кӗрсе ларчӗ, хӑй аллипе темиҫе хыр касса пӑхрӗ.
56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Степановпа пӗрле Хӗлимун та пӳрте кӗчӗ, халӗ хӑйӗнчен никам та кулма хӑймасса сиссе, директор ҫумне кӗрсе ларчӗ.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Темиҫе утӑмран тин пурте хӑй вырӑнне ларчӗ, вара васкасах сцена ҫинчи сӗтел патнелле ҫывхарчӗ ҫын, секретарӗн хӑйӗн еннелле тӑснӑ аллине тытса чӑмӑртарӗ.
54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Раман кӑштах шухӑша кайса ларчӗ те сӑмахне каласа пӗтерчӗ:
52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӗррехинче Рамансем патне Яков Кашкин пырса ларчӗ.
52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Раман вӑштах тӑрса ларчӗ.
48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Ордера тетӗн-и? — вырӑн ҫинчен тӑрса ларчӗ Анюта.
48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Раман, пушартан таврӑнсан, питӗ шухӑша кайса ларчӗ.
48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Пирӗн те, Лука Палыч, сирӗн пек пуласчӗ, — ӑна хирӗҫ пукан ҫине ларчӗ Раман, — ҫав тачанка хӑвӑртлӑхӗпе пулеметчиксен хӑюлӑхне ҫапса кӗртесчӗ халь пирӗн кӑкӑрсене…
47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Самантрах ҫӑварӗ типсе ларчӗ Раманӑн.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫулӑм, авӑ, хире-хирӗҫ пулса, пӗр-пӗринпе тытӑҫса пӗтсе ларчӗ, — кӑмӑллӑн калаҫрӗ Хӗрӳ Хӗветӗр.
44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Унтан сасартӑк ура ҫине сиксе тӑчӗ, ашшӗн сӑнӳкерчӗкӗ умне чӗркуҫленсе ларчӗ.
43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кабинӑран тухнӑ Степнов унталла куҫ айӗн пӑхса шӑл йӗрчӗ те, ним пулман пекех, апата кӗрсе ларчӗ.
42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӗр кунхипе Хурашыва таврӑннӑ чух автобус ҫӗмӗрӗлсе ларчӗ.
36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.