Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартнӑ (тĕпĕ: ларт) more information about the word form can be found here.
Кану вырӑнӗсем йӗркелетпӗр (3 беседка ӑсталанӑ), шлагбаумсем вырнаҫтаратпӑр (2 лартнӑ).

Help to translate

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Ҫав вӑхӑтрах малтан лартнӑ лаптӑксене ҫӗнӗ хунавсемпе пуянлатса тӑрассипе те тимлет.

Help to translate

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Мероприяти ҫемье командисен ӑмӑртӑвӗ пулса тӑнӑ, ӑна ҫемье ҫине хисеппе пӑхассине ӳстересси, ҫемье хутшӑнӑвӗсенче лайӑх опыт йӗркелесси, пӗрлехи пултарулӑх ӗҫ-хӗлӗ патне туртӑнасси, ачасемпе ҫитӗннисем пӗр-пӗрне ӑнланасси, пӗр-пӗрне пулӑшасси, хӑйшӗн тата команда членӗсемшӗн явап тытасси, ҫемьери хутшӑнусене ҫирӗплетесси, обществӑн культурине ӳстересси ҫине тӗллев лартнӑ.

Help to translate

Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗ тӗлне // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ne-3765204

Ҫапла, ертӳҫине Антон Вайнона лартнӑ.

Help to translate

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн администрацийӗн командине йӗркеленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... en-3766535

Общественниксем, районти активлӑ ҫынсем тата ӗҫ коллективӗсем ҫирӗплетнӗ территорисенче йӗрке тунӑ, йывӑҫ лартнӑ.

Help to translate

Пушкӑртри Белокатай районӗнчи общественниксем йывӑҫсем лартнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3766632

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ аграрисем умне пысӑк тӗллевсем лартнӑ: «симӗс ылтӑн» чапне ӳстермелле, хӑмла пахчисен лаптӑкне пысӑклатмалла.

Help to translate

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Унсӑр пуҫне транспорт хатӗрӗн управленийӗн 78 фактне тупса палӑртнӑ, унта машина кантӑксем ҫине хупламаллисем лартнӑ, вӗсем ҫутта кӑларасси саккунлӑ требованисене тивӗҫтермеҫҫӗ.

Кроме того, выявлены 78 фактов управления транспортным средством, на котором установлены стёкла, светопропускание которых не соответствует законным требованиям.

Уфара патшалӑх автоинспекторӗсем талӑк хушшинче ҫичӗ ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3761470

Паян Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ Вӑрмар поселокӗнчи шкулти вӗрентекенсемпе кунтан вӗренсе тухнисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнче кашни ҫулах пулакан торжествӑлла мероприяти иртрӗ.

Help to translate

Алла указка вырӑнне хӗҫ-пӑшал тытнисене асӑнса // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11959-alla-u ... ene-as-nsa

Ҫӗнтерӳҫӗ-салтак ячӗпе хисеплесе лартнӑ палӑк умӗнче митинг иртрӗ.

Help to translate

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

Сергей Тямин гвардин аслӑ сержанчӗ ӗҫе тӗрӗс йӗркеленипе тата унӑн йышӗнчи салтаксем те ҫар ӗҫне тӗрӗс туса пынипе ума лартнӑ задачӑна пурнӑҫланӑ.

Help to translate

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Ватӑ асаттесен йӑхӗ пекех, хальхи ӑру та ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑрлӑх кӑтартать, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса ҫӗршыв хӑй умне лартнӑ ответлӑ задачӑна пурнӑҫлать, мӑнаҫлӑ Раҫҫее юратасси нихӑҫан та иксӗлменнине ҫирӗплетет.

Help to translate

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Шырасан-шырасан, стена ҫумне, ӑшӑтмалли батарейӑпа юнашар, ҫын куҫне курӑнмалла мар ӑсталаса ҫапса лартнӑ кассӑна, стена тӗслӗ фанертан майлаштарнӑскерне, уҫать те унта тӗркемӗ-тӗркемӗпе укҫа арканса выртнине курать, Малтан укҫа тӗркемӗсене васкавар йӑта-йӑта машина ҫине куҫарать, унтан заместителӗн пӳлӗмне канистрӑри бензинпа лӗчӗр-лӗчӗр пуличчен сапса тухать.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юртан тасалнӑ саплӑксенче чи малтан, хура кӗрӗк ҫине шурӑ тӳмесем ҫӗлесе лартнӑ пек, ҫеҫпӗлсем курӑнаҫҫӗ, кайран, юр тасалса ҫитсен, тӗрлӗ чечек-курӑк хӑлхаран тӳпенелле тытса туртнӑн ӑмӑртса ҫӗкленме тытӑнать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пылчӑклӑ чух ура хырма тесе пусма картлашки ҫумне ҫапса лартнӑ урлӑ тимӗре унччен вӑрманҫӑ асӑрхасах та кайман — халӗ юлашки икӗ-виҫӗ кун хушшинче кӑна сахалтан та пилӗк-ултӑ хутчен такӑнса кайрӗ.

Help to translate

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Паянах кӗпе арки ҫумне тӳмене ҫӗлесе лартнӑ пек ҫӗлесе лартап сана.

Help to translate

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аллине-урине, пӗтӗм хул-ҫурӑмне кантрапа шӑтӑр-шӑтӑр ҫыхса лартнӑ чухнехи евӗр туйса, вӑрманҫӑ Маруҫ енне ҫаврӑнать.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шарламасть шӑлне шатӑртаттарса ҫыртса лартнӑ вӑрманҫӑ.

Help to translate

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑлне шатӑртаттарса ҫыртса лартнӑ лешӗ, пичӗсене чӑх ҫӑмарти хыпнӑ чухнехи пекех вӗрсе хӑпартнӑ.

Help to translate

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑ хӑлхи, унччен мамӑк чиксе хупласа лартнӑ пек пулса кайнӑскер, янках уҫӑлса каять, чунри тӑвӑну та иртенҫи пулать.

Help to translate

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Варманҫӑ, тин кӑна лартнӑ шӑн-шӑн юман юпа пек, вырӑнтан та хускалмасть лаштра хурама умӗнче.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed