Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ те шанмастӑп, — ун хутне кӗчӗ Смион хаджи, — хаҫатҫӑсем вӗсем тикансем пекех халӑха лартаҫҫӗ.— И я не верю, — поддержал его Хаджи Смион, — газетчики врут, как цыгане.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак пьесӑна енчен тепӗр хут лартаҫҫӗ пулсан, кала-ха консула, ӑна вӗлермесӗр ан хӑвартӑр.Если будут опять играть эту пьесу, скажи консулу, чтобы он его не оставлял в живых.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Нумай нуша курнӑ Геновева» драмӑна арҫынсен шкулӗнче лартаҫҫӗ; ҫамрӑк вулакансенчен нумайӑшӗ вӑл драмӑна пӗлмеҫҫӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗлтӗр хӗлле чи ҫывӑх пӗлӗш ҫамрӑксем кӑна пухӑнсан час-часах тӑвакан япала та питӗ лайӑхчӗ; ик хваттерти рояле те пӗр ҫӗре тӗксе лартаҫҫӗ; ҫамрӑксем, шӑпа ярса, икӗ хора пайланаҫҫӗ, кил хуҫисене, хире-хирӗҫ туса, пӗрне — пӗр рояль, теприне — тепӗр рояль патне лартаҫҫӗ; кашни хор хӑйӗн примадонни хыҫне тӑрать те пӗр вӑхӑтрах: Вера Павловна хӑй хорӗпе «La donne é mobile», Катерина Васильевна хорӗпе: «Давно отвергнутый тобою» юрӑсене, е Вера Павловна хӑйӗн хорӗпе Беранжен Лизетти юррине, Катерина Васильевна хӑй хорӗпе «Еремушка ҫинчен хунӑ юррине» юрлаҫҫӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ахальтен ҫеҫ ҫапла шухӑшламасть вӑл: унпа Лопухова пӗлекен йӗркеллӗ ҫынсем пурте вӗсене иккӗшне те пӗр шая лартаҫҫӗ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кондитерски кукӑль пырса лартаҫҫӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла вара, хӑйсем юратнӑ наукӑна усӑ тӑвас тесе, — вӗсем медицинӑна ятлама питӗ юратаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсен мӗнпур вӑйне медицинӑна усӑ кӳрес тесе параҫҫӗ, — пуянлӑх та, ытлӑн-ҫитлӗн пурӑнасси те кирлӗ мар вӗсене, вӗсем госпитальсенче наукӑшӑн интереслӗ сӑнавсем туса лараҫҫӗ, шапасем касаҫҫӗ, ҫулсерен ҫӗршер вилӗ касса уҫаҫҫӗ тата, май килсенех, хими лабораторийӗсем туса лартаҫҫӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав тӗлӗнмелле япаласем ӳссе пысӑклансах пыраҫҫӗ, ун умри ҫулне пӳлсе лартаҫҫӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Юханшыв ҫывӑхне вырнаҫнӑ хресчен пӳрчӗсен мӑрйисенчен мӑкӑрланакан тӗтӗм майӗпенех сирӗле пуҫларӗ, хӗрарӑмсемпе ача-пӑчасем пӳрт умне шыв пӗрӗхсе тусана лӑплантараҫҫӗ, лутра тенкелсемпе пӗчӗк сӗтелсем майлаштарса лартаҫҫӗ: каҫхи апат вӑхӑчӗ ҫитрӗ-ҫке-ха.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Куҫне хӗссе, кӗҫҫеленсе кайнӑ пӗчӗк сухалне яланхи пек якаткаласа, старик тавраналла — хуторти кӑткӑс мар пурнӑҫӑн чӗрене пырса тивекен сӑнарӗсем ҫине пӑхса пырать; пӗр хутчен, ӳркевне сиркелесе, вӑл чӑпӑрккипе урапа айӗнче ҫине тӑрсах ҫапӑҫакан ҫерҫисене те хӑмсарчӗ, анчах, Антип Грач ҫурчӗ умӗпе иртсе пынӑ чух ун сӑмсине кӑмакаран тин ҫеҫ кӑларнӑ ҫӑкӑр тата кӑштах ҫуннӑ купӑста ҫулҫин тутлӑ шӑрши пырса кӗчӗ те — Шырланпуҫри хӗрарӑмсем ҫӑкӑра купӑста ҫулҫи ҫине лартаҫҫӗ — вӑл сасартӑк ӗнерхи кӑнтӑрларанпа апат ҫименнине аса илчӗ, хӑйне ытла выҫӑ туйнипе, шӑлсӑр ҫӑварӗ унӑн ҫавӑнтах сӗлекепе тулса ларчӗ, хул айӗнче темскер туртӑнса ыратнӑ пек пулчӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗҫе лартаҫҫӗ сана, сӑран портфель туянса ярӑн, ӑна хулхушшине хӗстерсе тытӑн та ҫӳрӗн кӑна вара.Дадут тебе должность, купишь кожаную портфелю, возьмешь ее под мышку и будешь ходить.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл район центрне тухса каяс умӗн кӑна ҫине тӑрсах Гремячий хуторӗ тӑрӑх: Банника хӗненӗшӗн Нагульнова судпа айӑплаҫҫӗ, ӑна ӗҫрен кӑларса пӑрахаҫҫӗ, хупсах лартаҫҫӗ пулмалла, тенӗ сӑмах ҫӳретчӗ…
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унтан, ӑна вӑкӑр хӑмпи пекех карӑнтарса ҫитерсен, — хӑмӑш тунине вӑштах туртса кӑлараҫҫӗ, ун вырӑнне, сывлӑш ан тухтӑр тесе, ҫӗтӗк-ҫатӑкран пӑкӑ туса чикеҫҫӗ е кукуруза пуҫне чиксе лартаҫҫӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ватӑ пирки начарланса кайнӑ лашана вӗсем, сутас умӗн, хӳри айне витӗрех хӑвӑллатнӑ хӑмӑш туни чиксе лартаҫҫӗ те, пӗтӗм халӑхӗ-йышӗпе черетленсе тӑрса, хайхискерӗн аяккисем тулса хӑпаричченех, аякран пӑхсан чӑп-чӑмӑр та пысӑк хырӑмлӑ пек курӑнакан пуличченех, вӗрсе хӑпартаҫҫӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав сӑмахсене ӑҫтан илтнине тӗпчеме пуҫларӑм та — пӗлтӗм: виҫӗмкун Войсковойран пӗр манашкӑ килнӗ-мӗн, Тимофей Борщев патӗнче ҫӗр выртса кайнӑ, ҫавӑ вара ҫапла каласа хӑварнӑ: чӑхсене пурне те лапша тума хулана ӑсатма пуҫтараҫҫӗ имӗш, карчӑксене валли вара хӑйне майлӑ пукан пеккисем тӑваҫҫӗ те улӑм сарса параҫҫӗ, ҫавӑнта хайхискерсене вӑйпах ҫӑмартасем ҫине лартса чӗпӗ кӑларттараҫҫӗ, хирӗҫ тӑраканнисене пукан ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ пулать.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Колхозра унта, сана, тӑванӑм, лайӑхах ҫӑварлӑхласа лартаҫҫӗ, кун ҫутине те кураймӑн! — тет те, вара, хуллен кӑна, восстани пуласси ҫинчен, арӑмсене пӗрлештересси ҫинчен малтанах калама вӗренсе хунӑ сӑмахсене калама пуҫлать.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сан куҫусем тухатса лартаҫҫӗ мана…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫӑра ылттӑн ялкӑшу юхать Соломон куҫӗсенчен, хӗре шанках тыткӑнласа лартаҫҫӗ вӗсем, пуҫне те ҫавӑраҫҫӗ, ӑшӑ чӗтӗрев пулса, ун ӳчӗ тӑрӑх та чупкалаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Андрей Иванӑча ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул директорне лартаҫҫӗ.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Арҫын ачасем, Федя ертсе пынипе, пахча картине юсаҫҫӗ: аяккинелле чалӑшнӑ юпасене тӳрлетсе лартаҫҫӗ.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951