Шырав
Шырав ĕçĕ:
66. Петр картишӗнче аялта пулнӑ чухне аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫисенчен пӗри пынӑ та, 67. Петр вут умӗнче ӑшӑнса ларнине курсассӑн, ун ҫине тинкерсе пӑхса: эсӗ те Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ, тенӗ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Иисус каланӑ: Эпӗ; акӑ эсир Этем Ывӑлӗ Пурне те Пултараканӑн сылтӑм енче ларнине курӑр, Вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр, тенӗ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иисус патне пыраҫҫӗ, вӗсем легионӗпех усал ернӗ ҫын ӗнтӗ тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине кураҫҫӗ те сехӗрленсе ӳкеҫҫӗ.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Иисус ӑна каланӑ: эсӗ хӑвах каларӑн; тата калатӑп сире: малашне эсир Этем Ывӑлӗ Пурне те Пултараканӑн сылтӑм енче ларнине, Вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Лешӗсем вара Ӑна ҫапла хуравласа калӗҫ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир хӑҫан Эсӗ выҫҫине е ӑшу хыпнине, е ҫул ҫӳренине, е ҫарамассине, е чирлине, е тӗрмере ларнине курса хӑҫан пулӑшмарӑмӑр Сана?» тейӗҫ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. хӑҫан Эсӗ чирлине е тӗрмере ларнине курса Сан патна пытӑмӑр?» тейӗҫ.39. когда мы видели Тебя больным, или в темнице, и пришли к Тебе?
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Даниил пророк каланӑ пек, сӑваплӑ вырӑнта йӗрӗх ларнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — 16. Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 17. ҫурт тӑрринче тӑракан хӑй килӗнчен пӗр-пӗр япала илес тесе ҫӗре ан антӑр; 18. хирти ҫын та тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине илтсессӗн, унта кайма шикленнӗ; вара тӗлӗкре хыпар илсе, Галилея ҫӗрне кайнӑ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Патша ӗнтӗ ҫилленесси вырӑнне хӗрхеннӗ, хӑй ҫакӑн умӗн анчах-ха мӗн тума шухӑшланӑшӑн куҫҫулӗ тӑкнӑ: 21. иудейсем кӑшкӑрнине илтсессӗн, вӗсем пурте вилме чӗркуҫленсе ларнине курсассӑн, патша, йӗрсе ярса, хӑйӗн тусӗсене хаяррӑн юнаса каланӑ: 22. эсир хӑвӑра панӑ ирӗкпе иртӗхетӗр, хаярлӑхӑрпа эсир тискер пусмӑрҫӑсенчен те иртсе кайнӑ; мана хама вара — хӑвӑра ырӑ тӑвакана — патшаран сирпӗтесшӗн, пурӑнӑҫӑма татасшӑн хыпкаланатӑр, патшалӑхшӑн усӑсӑр ӗҫ тӑвасси ҫинчен вӑрттӑн каварлашатӑр.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл Онияна ҫӗнтерме пултарайман та Фрасейӗн Аполлоний ывӑлӗ патне кайнӑ, лешӗ ҫав вӑхӑтра Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗнче тӑнӑ, 6. Симон ӑна Иерусалимри мул управӑшӗнче пуянлӑх ниҫта шӑнӑҫайми тулса ларнине, ҫавӑн пекех укҫа та шутсӑр нумай пуҫтарӑнса ҫитнине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа вӗсен парнисен тӑкакне те саплаштарма кирлӗ мар, вӗсен мулӗпе патша усӑ курма пултарать тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эфиопи чатӑрӗсем салхуллӑ ларнине куртӑм эпӗ; Мадиан ҫӗрӗнчи хӳшӗсем чӗтренчӗҫ.7. Грустными видел я шатры Ефиопские; сотряслись палатки земли Мадиамской.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем хӑйсем мӗн тунинчен пуринчен те намӑсланаҫҫӗ пулсан, эсӗ вӗсене Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине-сӑнне, вӑл мӗнле ларнине, унӑн тухмалли-кӗмелли вырӑнӗсене, унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине, пӗтӗм сӑнарне, унӑн пӗтӗм саккунне кӑтарт, вӗсем унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине сыхла са хӑварччӑр, ҫавсене тытса пурӑнччӑр тесе, ҫакна пӗтӗмпе вӗсен куҫӗ умӗнче ҫырса хур, терӗ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ хӑҫан ларнине те, хӑҫан тӑнине те пӗлетӗн; Эсӗ эпӗ мӗн шухӑшлассине малтанах пӗлсе тӑратӑн.2. Ты знаешь, когда я сажусь и когда встаю; Ты разумеешь помышления мои издали.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та Мардохей иудей паян кун та патша хапхи умӗнче ларнине курсан, мана ҫав тӗрлӗ чыс та ҫырлахтараймасть, тенӗ.13. Но всего этого не довольно для меня, доколе я вижу Мардохея Иудеянина сидящим у ворот царских.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Товит куҫсӑр пулса ларнине пӗлсессӗн вара хурланса йӗнӗ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ хӳме ҫинче ҫерҫисем ларнине асӑрхаман та.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иеровоамӑн ытти ӗҫӗсене — вӑл мӗнле ҫапӑҫнине, патшара мӗнле ларнине — Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.19. Прочие дела Иеровоама, как он воевал и как царствовал, описаны в летописи царей Израильских.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак ҫӗр мӗнле пӗтсе ларнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чир-чӗрпе хавшатнине курсассӑн, килес ӑру — хӑвӑр хыҫҫӑн пурӑнас ачӑрсем — тата инҫетри ҫӗртен килнӗ ют халӑх ҫынни те ҫапла калӗҫ: 23. «пӗтӗм ҫӗрӗ — кӳкӗрт те тӑвар, кӑмрӑк та кӗл; акмаҫҫӗ те, унта нимӗн те ӳсмест, нимӗнле курӑк та шӑтмасть ун ҫинче — Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫиллипе, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Содома, Гоморрӑна, Адмӑпа Севоима пӗтерсе пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пекех» тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аллӑмӗш ҫул сирӗн юбилей пултӑр: ан акӑр, ан вырӑр, ҫӗр ҫинче хӑех ӳссе ларнине те ан вырӑр, касман туратсем ҫинчи иҫӗм ҫырлине те ан татӑр, 12. мӗншӗн тесессӗн ку — юбилей: вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ пултӑр; ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене хиртен илсе ҫийӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ хӑвӑра паракан ҫӗре ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ ҫӗр канса вырттӑр; 3. ултӑ ҫулччен хӑвӑн хирне акса тӑр, ултӑ ҫулччен хӑвӑн пахчунта иҫӗм турачӗсене касса тӑр, вӗсем ӳстернӗ ҫимӗҫе пуҫтар, 4. ҫиччӗмӗш ҫул вара ҫӗршӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ, пултӑр: хӑвӑн хирне ан ак, иҫӗм турачӗсене ан кас; 5. хӑвӑн ану ҫинче хӑех ӳссе ларнине вырса ан ил, касман иҫӗм турачӗсем ҫинчи ҫырлана ан тат; ҫак ҫул ҫӗршӗн канӑҫлӑх ҫулӗ пултӑр; 6. ҫав ҫимӗҫсем сирӗншӗн пуриншӗн те ҫӗр шӑмачӗ иртичченех ҫимелли апат пулӗҫ: саншӑн та, санӑн арҫын чурушӑн та, хӗрарӑм чурушӑн та, тара тытнӑ тарҫушӑн та, сан патна пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та, 7. санӑн выльӑхушӑн та, санӑн ҫӗрӳ ҫинчи тискер кайӑксемшӗн те ҫӗр ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫ ҫимелли апат пултӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.