Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларакан (тĕпĕ: лар) more information about the word form can be found here.
— Ыльӑм, тӑванӑм, тав сана! — тенкел ҫинче пуҫне усса ларакан Ваҫука пуҫӗнчен пырса ыталарӗ Пӑлаки аппа.

Help to translate

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Пулчӗ-и? — хӗвел ҫинче тин ҫунӑ евӗр ҫуталса ларакан чашӑксене иккӗшне те Ваҫука парать аслашшӗ.

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Аслашшӗ тимлӗ итлет мӑнукӗ каласа панине: — Ах, тур-тур, — тет, вара, ассӑн сывласа, чӗркуҫҫийӗ ҫинче ларакан Кулинейкка сухалне турткалани ҫине пӑхмасӑрах пуплет шӑппӑн, — темле пулӑшмалла ӗнтӗ Сӑпани мӑнаккуна…

Help to translate

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Лар ҫинче ларакан кункӑрана та вӗри шывпах, мунчалапах ҫуса тасатнӑ тейӗн.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч умӗнче ҫуталса ларакан амӑшӗн куҫӗнчен савӑнӑҫ куҫҫулӗ чалтӑрах сирпӗнет.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хускалмасӑр ларакан аслашшӗн сухалне турткаласа илмесӗр тек-тек тӳсеймест Кулинейкка: — Асатте, капла ҫывӑйса каятӑн-иҫ, — тет.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Прожекторсене «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче тата Ленин проспектӗнче ларакан «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» стелла патӗнче вырнаҫтарӗҫ.

Help to translate

Салют пулмӗ, тӳпене прожекторсем ҫутатӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38011.html

Эпир ларакан пӳлӗме кӗҫех чипер хӗр пырса кӗчӗ.

Help to translate

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Уҫса пӑрахнӑ чӳречесенчен сӗтел хушшинче ларакан ҫынсене куратӑп, ҫӑра та вӗри яшка-шӳрпе шӑршине туятӑп…

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Сирӗн умра ларакан Самарина юлташ лайӑх врач кӑна мар, вӑл хӑюллӑ салтак, хӑюллӑ партизан пулнӑ, — пуҫларӗ военком хӑйӗн сӑмахне.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна пӗлес тесессӗн, кӑнтӑралла вӗҫекен кайӑк хур ӗмӗлкисемлӗ хирсемпе ҫарансене, пилеш пайӑркисемпе ҫунса ларакан вӑрмансене, темле шухӑша кайса хуллен-хуллен кӑна хумӗсене шӑмпӑлтаттарса юхакан шывсен хӗррине тухмалла.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Манӑн Куславккана ҫитмеллеччӗ, унтан вара Атӑл хӗррипе утмаллаччӗ те кӑвак хумсем ҫине тӗлӗнсе пӑхса ларакан йӑмраллӑ-хурӑнлӑ яла кӗмеллеччӗ; ҫав ялта, пӗр пысӑк садра, Светлана палӑкӗ умне пырса тӑмаллаччӗ…

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шухӑша кайса ларакан Петр Семенович ҫине пӑхатӑп та тепӗр ҫынна, Сергей Тихонович Воронцова, аса илетӗп.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӳпӗнтернӗ кимӗ ҫинче ларакан ҫын сасартӑках ура ҫине сиксе тӑчӗ, тумтирӗпех Атӑла сикрӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Больницӑра Светланӑн нумаях кӗтмелле пулмарӗ, Николай Ананьевич палатӑсенчи чирлисене пӑхса пӗтерчӗ те Светлана кӗтсе ларакан пӳлӗме пычӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Курӑнман кӗтесре шӑппӑн ларакан хӗрсем текех чӑтаймарӗҫ, чӑхлатса,кулма пуҫларӗҫ, Валентина вара: — Кравул! — тесе ҫухӑрса ячӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара председатель те, Гриша та кӗтмен япала килсе тухнӑ: Светлана сӗтел умӗнче ларакан тайӑнмалли пукан патне пырса тӑнӑ та, ӑна, кайри уринчен тытса, малтан сылтӑм аллипе, унтан сулахай аллипе ҫӗклесе кӑтартнӑ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Плита ҫинче унӑн апачӗпе ҫатӑртатса ларакан ҫатмана ярса илтӗм те урайне ҫавӑрса ҫапрӑм.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Пуҫӗсене усса ларакан хӗрсене пӑхса илчӗ секретарь.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӗнче илемлӗ, вӑл хӑйӗн хӗллехи тӑманӗсемпе, кӗрхи ҫумӑрӗсемпе, пиҫсе ҫитнӗ панулмийӗсемпе, кашласа ларакан хир-вӑрманӗсемпе, шӑпчӑк юрриллӗ, сирень ҫеҫкиллӗ ҫурхи каҫӗ-кунӗсемпе илемлӗ.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed