Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтесре (тĕпĕ: кӗтес) more information about the word form can be found here.
Левентей, унта Ятман чӗннипе пынӑскер, кӗтесре ҫамрӑксен ушкӑнӗнче ларать.

Help to translate

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шавланине юратман ваттисем кӗтесре хӗвӗшекен ҫынсем ҫинелле канӑҫсӑррӑн пӑха-пӑха илеҫҫӗ те ҫавӑнтах вӗсене чараҫҫӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата темиҫе кунран кремльти йышӑнура Алексей Федорович Адашев таҫта кӗтесре кӑна хӗсӗнсе тӑчӗ, калаҫӑва хутшӑнмарӗ те.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нургали килӗнчи пекех лутра та пӗчӗк сӗтел пур кӗтесре, вырӑн ҫинче ястӑк текен пысӑк минтер, стена ҫумӗнче турра кӗл тунӑ чух илсе сармалли намазлыксем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак кӗтесре ман паллӑ.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван», - тет вӑл тӗл пулнӑ вӑхӑтра.

Help to translate

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Тӗттӗм кӗтесре чукмарпа ҫапса пӑрахас-и?

Help to translate

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсана илсе тухса кайнӑ самантра ун икӗ тӗкӗрҫи крепоҫри чи аякри кӗтесре, туса пӗтермен ҫуртра, вучах умӗнче хӗртӗнсе тӑратчӗҫ.

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл вӑхӑтра Аспар кӗтесре тӗттӗмрех ҫӗрте ларчӗ ҫав.

Help to translate

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

(Манӑн килте, вӑрттӑн кӗтесре, Мускаври тӗнче литературин институчӗн А.М. Горький ячӗпе хисепленекен библиотекинчен Шупашкара кӗнеке издательствине каялла ярса панӑ «Писательпе паллашни» кӗнекен зкземплярӗ упранать.

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Сулахай кӗтесре — фанерӑран тунӑ ширма, ун хыҫӗнче — умывальник, кантӑк умӗнче — ҫыру сӗтелӗ, юнашарах — инструментсемпе эмелсем усрамалли пӗчӗк шкап.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре урапа ҫине ҫӗклесе хурӗҫ те, кашкӑр ҫӑвӑр путеке йӑтса кайнӑ пек, таҫта вӑрман варрине турттарса кайӗҫ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асту, вӗсем сана хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ, пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре аяк пӗрчинчен пекӗпе яш тутараҫҫӗ акӑ, — мӗнле яш тутарнине аллипе туса кӑтартрӗ улан.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай вӑл кӑтартнӑ еннелле пӑхрӗ те тата ытларах тӗлӗнчӗ — кӗтесре тӗттӗмре сӗрме купӑссемпе кӗслесем тата тренчӗлсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗтесре — тимӗр бак, ун ҫумне тимӗр кружка сӑнчӑрланӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Икӗ саспалли пур ун хуплашкин шал енчи кӗтесре, — ӗнентерчӗ Эльгеев.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пулӑ урамӗнчен Некрасов урамӗ еннелле пӑрӑнса каяс кӗтесре пысӑк саспаллипе ҫырнӑ хут аякранах курӑнса кайрӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пысӑк переменӑра эпир апат ҫиетпӗр, вӑл пӗр-пӗр кӗтесре урок хатӗрлесе ларать.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗтесре — турӑш, йӑхран йӑха куҫнӑ кӗмӗл ризӑллӑ Христос.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗтесре

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed