Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑпах яваплӑ тапхӑра кӗске вӑхӑтра ирттерсе ярасси, ҫавӑн пекех ялсене аталантарасси пирки хускатрӗ те юнкун, мартӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов бизнес-центрта район активӗпе, районти депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсемпе, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура.
Районта — ял хуҫалӑх министрӗ // Авангард. «Авангард», 2016, пуш, 11
Сӑлтавне ҫанталӑк кӗске хушӑра ӑшӑтассипе ӑнлантараҫҫӗ.
Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Тухса каланӑ сӑмахӗсем кӗске пулчӗҫ пулин те вырӑнлӑччӗ.
Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html
Пурнӑҫ питӗ хаклӑ та кӗске, вӑя ирсӗрлӗхпе усал ҫине тӑкакламалла мар.Жизнь очень дорога и коротка, не стоит тратить силу на подлость и зло.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Ҫамрӑк тренер кӗске самантрах команда пухнӑ, тренировка ирттерме пуҫланӑ.Молодой тренер за короткий срок собрал команду, начал проводить тренировки.
«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№
Ултавӑн ури кӗске.
Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
Инҫетри тӑрӑх патриотлӑхне вӑратма пулать (паянхи пурнӑҫ ҫакна лайӑх кӑтартса парать), анчах вӑл ытла та кӗске вӑхӑта тӑсӑлӗ, ҫын пуҫӗнчен хӑвӑрт сӗвӗрӗлӗ.
Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html
Уйрӑммӑн палӑртатӑп: ял ҫӗрӗнчи таса уйра кӗске вӑхӑт хушшинче производство культури ҫӳллӗ шайра шутланакан ку чухнехи хӑватлӑ заводсем туса лартнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Вӗсен ырми-канми ӗҫне пула ҫутҫанталӑк инкекӗн сиенӗсене кӗске вӑхӑтра пӗтерме май килчӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Професси пӗлӗвӗ паракан ҫав заведенисемпе кӗске вӑхӑтлӑх курссем йӗркелемешкӗн килӗшӳсем тума май пур».
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Пӑлапуҫ Пашьельте ӗҫленӗ чухне те трахомӑллӑ участока вӑл кӗске вӑхӑтрах чиртен тасатнӑ.
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771
— «Ун пек ҫынсем ытла нумаях мар; хуласем ӗлӗкхинчен сахалрах халӗ, — вӗсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма тата таварсем кӳрсе тӑма уйрӑм центрсем пулччӑр тесе ҫеҫ хӑварнӑ, чи лайӑх гаваньсем патӗнче те ытти тӗрлӗ сообщени центрӗсенче ҫеҫ халӗ хуласем, анчах халӗ вӗсем пысӑкрах та, чаплӑрах та; ҫынсем унта пурте пӗр вырӑнта пурӑнса йӑлӑхнӑ пек пулнӑран ҫеҫ темиҫе кунлӑха пыра-пыра каяҫҫӗ; унра пурӑнакансем улшӑнсах тӑраҫҫӗ, унта ӗҫлеме ҫеҫ, кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ пыраҫҫӗ.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑна вӑхӑт ҫуратнӑ, вӑл вӑхӑт палӑрсах каймӗ, — калас-ши? — вӑл хӑйӗн вӑхӑчӗпе, кӗске вӑхӑчӗпе пӗрлех ҫухалӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ мастерскойӑн виҫӗ ҫул хушшинчи кӗске историйӗ, ҫак ҫулсенче мастерской Вера Павловнӑн пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнса тӑнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак тӗп япала, вӗсен час-часах пулман вӑрӑм калаҫӑвӗсенче вырӑн питӗ сахал йышӑнса тӑраканскер, кӗске калаҫӑвӗсенче те кӑшт ҫеҫ палӑрса тӑраканскер, ҫак япала вӑл вӗсен пӗр-пӗрин хушшинчи туйӑм пулман, — ҫук, уяв каҫхине хӑйсен пӗрремӗш калаҫӑвӗнче пуҫласа паллӑ мар сӑмахсем калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем туйӑм ҫинчен пӗр сӑмах та каламан: ун ҫинчен калаҫма вӗсен вӑхӑт пулман; итлессинчен хӑрамасӑр калаҫмалли 2–3 минут хушшинче вӗсем урӑх япала ҫинчен калаҫса илме аран кӑна ӗлкӗрнӗ, — туйӑм ҫинчен калаҫмалӑх вӑхӑт та пулман, калаҫас та килмен, — ку вӑл Верочка хӑйӗн хӑрушӑ пурнӑҫӗнчен хӑҫан тата мӗнле хӑтӑлса тухасси пирки шухӑшлани, ҫавӑн пирки тӑрӑшни пулнӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов, теорие пӗлекенскер, фактсенчен выводсем тума пултарнӑ, Марья Алексевна йышши ҫынсем, кулленех хӑйсемшӗн тӑрӑшнисӗр тата халӑх хушшинче ҫӳрекен сӑмахсемсӗр: пословицӑсемсӗр, поговоркӑсемсӗр тата ҫавӑн йышши ӗлӗкхи тата чи авалхи кӗске сӑмахсемсӗр пуҫне нимӗн те пӗлмен ҫынсем, выводсем тӑвайман.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйӗн кӗске пурнӑҫӗнче хӗр хутортан нумайлӑха пӗр хут та кайман-ха, станицӑра ҫеҫ темиҫе хут пулнӑ, чугун ҫул та курман-ха вӑл, ҫавӑнпа хулана пирвайхи хут кайни унӑн чӗрине савӑнтарса, хурлантарса хыттӑн таптарнӑ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл аялти койкӑ ҫинче тӑнсӑр, пӗр кӗске йӗм вӗҫҫӗн кӑна выртнӑ, кӳршӗре тӑракан тральщик ҫинчи икӗ тусӗ вара — татуировка ӑстисем — хӑйсен ӳсӗр фантазийӗпе чи намӑс япала шутласа кӑларасшӑн ӑмӑртсах, Давыдова тӗрленӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хамӑн хулӑн пӳ-сипе, кӗске урасемпе эпӗ юр ҫинче ҫӳрейместӗп, такӑр вырӑнтах юр ӑшне лакса ларма пултаратӑп.При моей толщине и коротких ногах я по снегу не ходок, на ровном месте могу в снегу застрять.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ахӑртнех, Лушка кӗске вӑхӑтрах Давыдовӑн юрату тертне тӳссе курман уҫӑ чӗрине тӳрӗ сукмак тупнӑ пулмалла…
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.