Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрӳ the word is in our database.
кӗрӳ (тĕпĕ: кӗрӳ) more information about the word form can be found here.
Кӗрекерен пӑлтӑра Пӗрмай хутлать мӑн кӗрӳ, Чӗкеҫ унта пит хӗрӳ Хӗр ҫумсемпе халапра.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗҫен кӗрӳ такмаклать, Сарӑ хӗре пӑркалать, Ташламашкӑн сӗтӗрет, Хӗре ташша илтерет.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туйсарпала ӗҫкӗшсем, Хӑйматлӑхлӑ ывӑлсем, Кӗҫӗн кӗрӳ — мӑн кӗрӳ Пурте пулччӑр ӗҫтерӳ.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑҫал кӗр те килмесен Юпа тӑвап асӑнса, Килес ҫура тур пӳрсен Кӗрӳ кӳртӗп туй туса…»

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗрӳ пулмастӑп эпӗ, — тавӑрать хирӗҫ Ваҫҫа.

Help to translate

Ҫавӑн пек вӗсем, ачасем // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 61–62 с.

— Эпӗ сана, — тет Праски аппа Ваҫҫана, — ҫитӗнсен кӗрӳ тӑватӑп.

Help to translate

Ҫавӑн пек вӗсем, ачасем // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 61–62 с.

«Пӗрмай саншӑн, сана курасшӑн тӗмсӗлет», — терӗҫ те хӗрӗмпе кӗрӳ

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Хӗрӗм те, кӗрӳ те, мӑнукӑм та ӳкӗтлесех пурӑнма хӑйсен хулине, хӑйсем патне куҫса пыма чӗнеҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӗрӳ каччи пек тумланнӑ Ула Тимӗр хӑш еннелле тапранмаллине пӗлмесӗр алтӑклӑ-путӑклӑ ҫул юппи-сыппинче тӑрать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр палт каялла ҫаврӑнса тимлерӗ — ун патнелле, пӗрре шӑкӑлти-макӑлти, лӑнк-ланк, тӑкӑр-такӑр туса, тепре тӗкӗлтура — «мӑн кӗрӳ» такмакланӑ пек нӑрӑлтатса, сулӑнкӑсене сулӑнкаласа, симӗс нитролакпа сӑрланӑ уҫӑ кузовлӑ «уазик» ҫӗмӗрттерсе килет иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Пур ҫӗре те ӗлкӗрет сирӗн кӗрӳ, Владимир Сергеевич, пӑхӑр-ха, еплерех хитрен утса пырать вӑл ҫамрӑк хӗрпе, — ихӗлтетсе кулчӗ Мокин.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Шумилов ҫемйи те ӑна кӑмӑллать пулас, анчах пулас кӗрӳ ӗҫме юратакан вӑрман хуҫине хӑйӗн хыткукарлӑхӗпе тарӑхтарать.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ку пӗтӗмпех сан пирки, кӗрӳ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Акӑ мӗнле кӗрӳ иккен эсӗ ман!

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрӳ тесе хамӑн тӑхӑнтартмаллаччӗ пулӗ те, пултараймастӑп.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун арӑмӗ, ҫармӑс мӑрсине тахҫантанпах пӗлекенскер, ӑна пулас кӗрӳ тесе шутлаканскер, вӑл кӗрсе тӑрсан чунтан хӗпӗртесе ӳкрӗ.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пулас кӗрӳ Илтепипе мӗнле калаҫнине ҫӗрпӳ тӑнласшӑн пулмарӗ.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Беззубов — ман кӗрӳ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайбулла шӑллӑм, эс хӑвна чӑн кӗрӳ тесе шутлама пултаратӑн.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Анчах атте килсен ҫӗнӗрен пуҫлатӑп, кӗрӳ.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed