Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мастакарсене, тухтӑра пыма ӳкӗте кӗртрӗҫ; ӳсӗр джентльмен хӑй килчӗ.Уговорили ехать Мастакаров, доктора; пьяный джентльмен пришел сам.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Хӑрушлӑхра тата паллӑ марлӑхра хамӑр кӑна юласран «Рикшӑна» хӑйсемпе лартса каймашкӑн ыйтма сӗнекенсем те пулчӗҫ, анчах хӑравҫа ҫийӗнчех вырӑна лартрӗҫ, тӑна кӗртрӗҫ те ӑнлантарчӗҫ: кунти паллӑ марлӑх паян пысӑк ҫӗр-шывсенче пулса иртнинчен аванрах.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Вӗсем, нимӗн ӑнланмасӑр пӑхса тӑракан Тӑвӑла чӗлпӗртен ҫавӑтса, тӗп киле мар, Антунсем патне кайрӗҫ, ҫӑвӑнса тасалкаларӗҫ, ҫипуҫа пултарнӑ таран йӗркене кӗртрӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Районсене пысӑклатрӗҫ, Чурачӑк районӗ пӗтрӗ, яла Красноармейски район территорине кӗртрӗҫ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Паллӑ «йытӑ аҫи» — меньшевик Марусин, — пысӑк ҫӑварлӑ, хулӑн ураллӑ, лутра кӑна этем, сӗтел ҫине хӑпарать те питне-куҫне — те кулнӑ пек, те йӗнӗ чухнехи пек — пӗркелесе пӑрахса: — Паянхи пек чысласа хӑналанӑшӑн ӳксе пуҫҫапсах тавтӑвар, спасибо теер коммунистсене. Хуҫалӑха йӑлтах юхӑнтарса ҫитерчӗҫ… Ялтан тырӑ илсе килмеҫҫӗ ӗнтӗ пирӗн валли, илсе килес те ҫук… Социализма пурнӑҫа кӗртрӗҫ пулать ӗнтӗ, ҫакна ҫеҫ кӑтартса памалла пулнӑ… Влаҫа ӑҫта коммунистсем илеҫҫӗ — унта ҫӑкӑр ҫук… Урӑх нимӗн те хушса калаймастӑп эпӗ… — тет вӑл кӑшкӑрса.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн манпа пӗрле килнӗ ҫамрӑк тӑлмача илсе кӗртрӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Чӑнласах та, вырӑна ҫитнӗ хыҫҫӑн икӗ кун иртсен, мана его величество патне илсе кӗртрӗҫ, чи малтанах мана трон патне хырӑмпа шуса пыма тата урайне чӗлхепе ҫулама хушрӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак вӑхӑтра ӑна аллинчен ҫавӑтса тухтӑр кабинетне илсе кӗртрӗҫ.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Лагерьте юлнӑ «ҫараурансем», пуҫӗсене усса, «килти хуҫалӑх» ӗҫне тытӑнчӗҫ — палаткӑсене йӗркене кӗртрӗҫ.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Унтан тухнӑ жандарм хыҫҫӑн Вагранкина тӗксе кӗртрӗҫ.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Козаксем таврари ялсене, турттарса кӗмен ҫӗмелсене вут тӗрте-тӗрте ячӗҫ, ҫурла тӗкӗнмен тырӑ пуссисене хӑйсен лаша кӗтӗвӗсене хӑваласа кӗртрӗҫ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тепӗр кун боецсем мана пухура «тӑн кӗртрӗҫ».
Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Хоуна та списока кӗртрӗҫ.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Дасаоцзапа Лю Гуй-лань ҫак хушӑра помещик ҫемйинчи хӗрарӑмсене ҫуртӑн хӗвелтухӑҫ пайне хӑваласа кӗртрӗҫ.Дасаоцза и Лю Гуй-лань уже согнали всех женщин семьи помещика на кан в восточной половине дома.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫынсем, туясемпе тата чул татӑкӗсемпе хӑмсарса, йытӑсене карташне хӑваласа кӗртрӗҫ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пурте кӗпи-йӗмӗсене ҫуса тасатса тирпее кӗртрӗҫ, ҫӗтӗк тумтирсемпе атӑ-пушмаксене сапласа тӳрлетрӗҫ.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӗсем ӑна пӗр ҫуртпа ун умӗнчи пӗчӗк сад хӳми хушшинчи кӗтессе хӑваласа кӗртрӗҫ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Юлашкинчен ҫапах та ӗҫе йӗркене кӗртрӗҫ.
2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Ӳкӗте кӗртрӗҫ ҫав!
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Парома ҫавӑнтах шыва тӗртсе кӗртрӗҫ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.