Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнекине (тĕпĕ: кӗнеке) more information about the word form can be found here.
Аллинчи кӗнекине малалла тӗпчерӗ Липа.

Help to translate

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Акӑ мӗншӗн ярса тытнӑ та ӗнтӗ вӑл хулари телефонсен кӗнекине:

Help to translate

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

— Ятне Гиннесӑн рекорд кӗнекине ҫырмалли качака таки вӗт ку! — ӑш-пиллӗ куллине «хӑлхисенчен ҫаклатса», айран ирӗлчӗ милиционер, унтан, тул картаран тухнӑ май, хушса хучӗ:

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑл ӗҫ хакӗсен кӗнекине илсе ӑна уҫса пӑхрӗ.

Help to translate

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Михаил Тимофеевич кун кӗнекине ҫырса пынӑ.

Михаил Тимофеевич вел ежедневник.

Вӑрҫӑ ветеранӗ Михаил Наташкин 102 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34344.html

Унӑн чи лайӑх сӑввисем 1961 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Лирика» кӗнекине кӗнӗ.

Help to translate

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ чӑваш ҫырулӑхне пуҫарса янӑ Иван Яковлев ҫинчен сӑвӑсен кӗнекине кӑларма палӑртса хунӑ.

Союз профессиональный писателей Чувашии намерен издать книгу стихов об Иване Яковлеве, создавшего современную чувашскую письменность.

Иван Яковлев ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34190.html

Валери Туркайӑн «Моя бунтарская карма» кӗнекине вулакан патне ҫитерме 2011 ҫулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Валерий Николаевич Гордеев укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ пулнӑ, хальхинче те ҫак пархатарлӑ ӗҫе вӑлах тунӑ.

В качестве спонсора книги В.Тургая и в 2011г., и сейчас выступил заслуженный строитель Чувашской Республики, лауреат Международной премии имени Михаила Сеспеля Валерий Николаевич Гордеев.

Вуникӗ ҫул иртсен тепӗр хут кун ҫути курнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34114.html

Ҫитменне тата, ку ӗҫе малтан хӑй пуҫарчӗ; мӗн тесен те, чӑваш юррисен пӗрремӗш кӗнекине вӑл хатӗрлесе кӑларчӗ.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Семенов ҫав самантрах сӑвӑ кӗнекине парта ӑшне персе чикрӗ те ун вырӑнне Кӗҫтук умне «закон божий» кӗнекине уҫса хучӗ.

Help to translate

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Юлашки кӗнекине сутса ярсан, хайхи чаплӑ йӗкӗт ман ума пычӗ те: — Паллашар, тӑванӑм, эпӗ — «Хунар ҫути» сӑвва ҫыраканни, Шупуҫҫынни, Николай Васильевич, — тет.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл «Тавӑт, Шураҫ, Мӗлӗш юррисем» кӗнеке пирки каланине Пазухин ӑнланчӗ те хӑйӗн кӗнекине аса илчӗ.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Уй урлӑ каҫнӑ чух вӑл хаклӑ хӑна вӗрентнӗ ҫӗнӗ юрӑсене ҫул тӑршшӗпех юрласа пычӗ, аллинчи кӗнекине ҫӗр хут та уҫӑ-уҫа пӑхрӗ, тӗллӗн-тӗллӗн вуласа савӑнчӗ, чӑвашла та ҫапла ҫыпӑҫуллӑ, янӑравлӑ, илемлӗ ҫырма пултарнинчен хытӑ тӗлӗнчӗ…

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑна карточкине кӑкӑр кӗсйине чикрӗ, кӗнекине Кирука тыттарчӗ.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Тытӑнчӗ ӗнтӗ вулама, кӗнекине уҫрӗ, — йӗрӗнсе те шикленсе шухӑшларӗ Лавр.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар тӳрех каламарӗ, кӗнекине шалт! хупса хучӗ те тусӗ ҫине куҫ айӗн пӑхрӗ.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аслӑ пуҫлӑх сарӑмсӑр персе янӑ сӑмах йӑпӑлти писсӑре питӗ килӗшнӗ, ҫапла вара ҫӗнӗ хушамат ял пуххисен кӗнекине кӗрсе юлнӑ, «саккунлӑ» пулса тӑнӑ.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ку кӗнекине йӑлтах вуласа тухрӑм.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче вӑл умлӑ-хыҫлах прозӑпа ҫырнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн висӗ кӗнекине кӑларчӗ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тиечук, хӑй шӑртланнине палӑртса, метрик кӗнекине ҫатлаттарса хупрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed