Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑйӗн тӑлпан кӗлеткине ҫӑмӑллӑн ҫӗклесе, сӑран атӑ кӗллисемпе таплаттарса утса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.Он пошел в дом, с неожиданной легкостью неся свое могучее тело, шаркая подошвами простых чириков.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унтах штабра ӗҫлекенсем, вестовойсем, темиҫе офицерпа ординарец-казаксем, атӑ кӗллисемпе таклаттарса, кӗшӗлтетеҫҫӗ.Тут же, постукивая каблуками, топтались штабные, вестовые, несколько офицеров и казаки-ординарцы.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫапӑҫун уйрӑм-уйрӑм тӗлӗсем Дарья куҫӗ умӗнче таткаланса пӗтнӗ тӗрлӗ тӗслӗ лӑнчашкасем евӗр мӗлтлетеҫҫӗ: чӗркуҫҫи ҫинче тӑракан Митька Коршунов хӑй умӗнчен чупса иртекен Сергей Платоновича тимӗр винтӑпала янлаттарса янине курчӗ вӑл, курчӗ те тӗлӗнмерӗ; лешӗ, хӑлаҫланса пыракан аллисене сарса ярса, тараса пӳлӗмнелле рак пек чакма пуҫларӗ; ӑна ура кӗллисемпе таптаҫҫӗ, айӑн-ҫийӗн йӑвалантараҫҫӗ…
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫӑварнире, чышкалла ҫапӑҫнӑ чух, Шамиль Алексейе хӗрхенмен иккен Митькӑн ҫамрӑк шӑлӗсене, пӗррех шӑлса илнӗ те ҫӑвар урлӑ, Митька ҫавӑнтах атӑ кӗллисемпе таптанса шӑйӑрӑлса пӗтнӗ симӗс пӑр ҫине икӗ урлӑ шӑл сурса кӑларса пӑрахнӑ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кун пек вӑрҫнисӗр пуҫне вӑл лашине айӑкран ура кӗллисемпе тапса, саламатпа ҫапса илчӗ.К этим резким выражениям были прибавлены толчки каблуков в бока и взмах плетки.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кровать урлӑ ҫурӑмпа выртса шуса, ура тупанӗсемпе ҫӗре перӗнчӗ те, ҫара уран, кӗллисемпе пӳлӗм тӑрӑх ҫатлаттарса, хӑех кӗтессе кайса тӑчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсем тӗрмери ҫынсен шӑлӗсене ҫапа-ҫапа хуҫатчӗҫ, куҫӗсене чиксе шӑтаратчӗҫ, атӑ кӗллисемпе пӗҫ хушшинчен тапатчӗҫ, пуҫсене ҫапса шӑтаратчӗҫ, никам та нихҫан курман хаярлӑхпа хӗнесе вӗлеретчӗҫ, — ҫаксем пурте пӗр вӗсен тискерлӗхӗнчен ҫеҫ килнӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
- 1
- 2