Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартнӑ (тĕпĕ: кӑтарт) more information about the word form can be found here.
Ильмир Борисович ачасене пушар машини шалтан мӗнле курӑннине, шыв тулакан бак ӑҫтине, пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе усӑ курнине, пушар сӳнтернӗ чухне кирлӗ ытти хатӗрсемпе мӗнле усӑ курнине кӑтартнӑ.

Help to translate

Ача сачӗн воспитанникӗсем пушар чаҫӗнче хӑнара пулнӑ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ln-3771403

Унта Чӑваш Енӗн пур кӗтесӗнчи алӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ, хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ.

Help to translate

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

Министерствӑсемпе федераци службисен тытӑмне ҫырса кӑтартнӑ указ ҫумне хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн федерацин техника тата экспорт тӗрӗслевӗ енӗпе ӗҫлекен служби кӑна юлать.

Help to translate

Путин Раҫҫей правительствин тытӑмне палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3762923

Пирӗн паянхи тивӗҫ — вӑрҫӑра кӑтартнӑ паттӑрлӑха асра тытса паянхи ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва хисеплеме, юратма вӗрентесси.

Help to translate

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

— Вӑт кунта пӗри дюральрен робот-этем ӑсталани ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ статья пур.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсем пулас пулсан-и, картунта та ток пулӑшнипе телевизор пичӗ хавассӑн ҫуталса лармалла, кӗпе ҫумалли машина хӑйӗн мӑрӑлти юррине кӑмӑллӑн юрла-юрла кӑтартмалла; хулари троллейбус пек, утюг, чашлатса та пӑшлатса, сӗтел ҫинче хӑйне кӑтартнӑ маршрутпа каллӗ-маллӗ хавассӑн чупмалла.

Help to translate

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сяо Кун пулас финансистсене хӑйӗн бизнесӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Help to translate

Китайри усламҫӑпа тӗл пулнӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%ba%d0 ... bb%d0%bda/

Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче вӗсем бал ташшисене ташлас ӑсталӑха кӑтартнӑ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш хут иртнӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d0%b ... %bd%d3%97/

Апрелӗн 26-мӗшӗнчен майӑн 5-мӗшӗччен Патӑрьел муниципаллӑ округӗ хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсене кӑтартнӑ.

Help to translate

Хӑнасене кӗтеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%85%d3%9 ... %ab%d3%97/

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Help to translate

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Асӑннӑ ҫӑлкуҫсенче миссие иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш шайра хутшӑннӑ космонавтсен ятӗнче вӗҫеври статусӑн ятне (командирсӑр пуҫне) палӑртнӑ чухне пӗр тытӑма пӑхӑнни ҫук, ҫавӑнпа та таблицӑри ҫав юпара ӑна «экипаж членӗ» тесе кӑтартнӑ.

Во всех указанных источниках нет единства в названии статуса в полёте (кроме «командир») вторых и третьих участников миссии, поэтому в таблице в соответствующем столбце используется понятие «член экипажа».

Китай космонавчӗсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B8%D ... 0%BA%D3%97

«Мисси, кун» юпара космос станцийӗн ячӗ хыҫҫӑн хӑлӑпсенче экспедици номерне кӑтартнӑ.

В столбце «Миссия, даты» в скобках после названия космической станции указан номер экспедиции к ней.

Китай космонавчӗсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B8%D ... 0%BA%D3%97

Аяларах тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе курнӑ китай космонавчӗсен (тайконавтсен) списокне таблицӑра кӑтартнӑ.

Ниже представлена таблица со списком китайских космонавтов (тайконавтов), участвовавших в космических полётах.

Китай космонавчӗсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B8%D ... 0%BA%D3%97

1877 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Миланра Форланини пӑспа ӗҫлекен вертолёт модельне кӑтартнӑ.

15 апреля 1877 года Форланини продемонстрировал в Милане модель вертолёта с паровым двигателем.

Энрико Форланини // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BD%D ... 0%BD%D0%B8

Франсуа Дало чавса тупни сӗм авалхи ҫӗр хӑвӑлӗнчи чи малтанхи ӑслӑлӑх тӗпчевӗсенчен пӗри пулнӑ, вӑл археологи сийӗсене майӗпен-майӗпен хӑйпӑта-хӑйпӑта мӗнпур тупса палӑртнине ҫырса кӑтартнӑ.

Раскопки Франсуа Дало были одни из первых научных раскопок доисторической пещеры с постепенным освобождением археологических слоёв и описанием всех найденных остатков.

Пер-нон-Пер ҫӗр хӑвӑлӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B5%D ... 0%BB%D3%97

Геннадий Леонидович чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Help to translate

Иван Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхне кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38019.html

Аркдавӑч, Абаева сыхласа хӑварас тесе, хӑй итленӗ пек каласа кӑтартнӑ сире.

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӑван ашшӗ-амӑшӗсемпе те вӗсем циркулярта кӑтартнӑ пек ҫеҫ калаҫаҫҫӗ:

Help to translate

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кӗнекере кӑтартнӑ япаласенчен чылайӑшӗ тӗрлӗ музейре упранаҫҫӗ.

Help to translate

Ют ҫӗршыв музейӗсенчи чӑваш тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хӗр тумӗн пайӗсем сӑпайлӑхпа тасалӑха кӑтартнӑ, пӳ-си ӗлккенлӗхне ӳстернӗ, «сыхчӑ» тайӑнне пурнӑҫланӑ.

Help to translate

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed