Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларчӗ (тĕпĕ: кӑлар) more information about the word form can be found here.
Пӗлетӗр-и?.. — Кӑкӑр умӗнчи кӗсьерен симӗс хуплашкаллӑ пысӑк мар блокнот тата шариклӑ кӗске ручка кӑларчӗ те сӑмса айӗн мӑкӑртата-мӑкӑртата ҫырчӗ:

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Куштан иккен кӗрхи шӑна, Йӑлтах кӑларчӗ ман тӑна: Ӑҫтан сисет! — ларать, ҫыртать, Тытма тӑрсан — вӗлт! ҫеҫ тарать.

Help to translate

Кӗрхи шӑна // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 19 с.

Ыйхӑ пуснине кура Ульха вырӑн сарма шутларӗ, ҫӳпҫе тӗпӗнчен халиччен тытман вырӑн ҫиттине кӑларчӗ.

Help to translate

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Чӗлӗмне паклаттарса тӗтӗм унки кӑларчӗ те Безбородов хушса хучӗ:

Help to translate

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сятров эрех туртса кӑларчӗ.

Help to translate

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Директорпа мастер пырса тӑрсанах вӑл хашш сывласа ячӗ те кӗсйинчен пирус туртса кӑларчӗ.

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫулӑхса тӑнран кӑларчӗ мана.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрӗн ҫунса таракан куҫӗнчен пӑрӑнчӗ те вӑл шӑл витӗр темиҫе сӑмах аран-аран сӑрхӑнтарса кӑларчӗ: «Тамара, пӗлетӗн-и, эпӗ… пурпӗрех сана…»

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мана карчӑк парса янӑччӗ те, — сумкинчен бидон кӑларчӗ турат иртекен Хӗлӗх Хӗлимунӗ.

Help to translate

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Капитоновичӑн сӑмах-юмах ваклама питех юратман арӑмӗ, Нинук инке, ухватпа кӑмакара ҫӗр каҫнӑ чугуна туртса кӑларчӗ.

Help to translate

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Гитлер ҫинчен-и эсӗ? — хӑйӑлти сассине пӑшӑлтатса хӗссе кӑларчӗ подполковник.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗнтерӳ пирки пӗлтерчӗҫ, савӑнмалла ҫеҫ, — пырса ларчӗ Ермолай унӑн ҫумне, хутшӑнас тӗллевпе чӗлӗмне тата махорка енчӗкне кӑларчӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫу-у-у-ук! — йывӑррӑн хӗссе кӑларчӗ салтак арӑмӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫак листовкӑсене эсӗ ҫырнӑ-и? — вӑл портфельтен паллакан листасене кӑларчӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ну, тавтапуҫ, — кӑшт тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн тарӑннӑн сывласа илсе хӗссе кӑларчӗ мӗскӗн, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах хӑваларӗ лашине хӑйӗн чунӗнчи пекех тӗксӗм урам тӑрӑх.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кил хуҫи упӑшкине вӑрҫӑран кӗтсе илме хатӗрленӗ кӗленчине кӑларчӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Турӑ умӗнче тархаслатӑп, — кашни сӑмаха йывӑррӑн вӗрсе кӑларчӗ вӑл.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрлӗ кӗтесе тенкел лартрӗ те ун ҫине хӑпарса турӑшсен хыҫӗнчен пӗчӗк тӗрке кӑларчӗ, сӑмса тутрине салтрӗ:

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Акӑ, ил… илӗр… — пальтовӗн шалти кӗсйинчен вӑл чечеклӗ тутӑр туртса кӑларчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл ҫыруҫа чӗнсе илчӗ те лешӗ мана хут ҫырса пачӗ, — Ванюш кӗсйинчен тӑватта хутлатнӑ шурӑ ҫӑлӑнчӑка кӑларчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed