Шырав
Шырав ĕçĕ:
кӑлармалла (тĕпĕ: кӑлар) more information about the word form can be found here.
Вӗсен шухӑшӗпе вырӑнти суту-илӳ тытӑмне хамӑр патри чӗртавара ытларах кӑлармалла, пыл ярмӑрккисем ирттермелле.
Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Сулахай урана чӗркуҫҫире хуҫлатмалла, алӑсемпе кӑкӑр патнелле туртмалла — сывласа илмелле, урана «ӳкермелле», алӑсене аялалла усмалла — сывласа кӑлармалла.
Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Алӑсене чавсара хуҫлатса лапписене хулпуҫҫисем ҫине хумалла — сывласа илмелле; каялла усмалла та лӑстӑр-лӑстӑр силлемелле — сывласа кӑлармалла.
Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен» 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2001, 42 №; 2002, 51 №; 2003, 53, 57 №-сем; 2005, 64 №; 2006, 69 №; 2010, 87 №; 2012, 94, 95 №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 11 №; 2015, 5 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 4 статьяра: а) 6-мӗш пунктра: пӗрремӗш абзацра «тӑратать» сӑмаха «тӑратма тивӗҫ» сӑмахсемпе улӑштарас, «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн тупӑш, пурлӑх тата пурлӑх евӗр обязательствӑсен чӑнлӑхне тӗрӗслес енӗпе ӗҫлекен комиссине» сӑмахсем хыҫҫӑн «(малалла ҫавӑн пекех – комисси)» сӑмахсем хушса хурас; иккӗмӗш абзацра «тӑратать» сӑмаха «тӑратма тивӗҫ»сӑмахсемпе улӑштарас; ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 61-мӗш пункт хушса хурас: «61. Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн саккунсем кӑларакан (представительлӗ) тата ӗҫ тӑвакан органӗсене йӗркелемелли пӗтӗмӗшле принципсем ҫинчен» 1999 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 184-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ хӑйӗн полномочийӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Федерацин «Коррупципе кӗрешесси ҫинчен» 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ палӑртакан сӑлтавсем пур чухне тата йӗркепе комиссие пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.»; 2) 41 статьян 1-мӗш пунктӗнче «(малалла ҫавӑн пекех – комисси)» сӑмахсене кӑларса пӑрахас; 3) 42 статьян 1-мӗш пунктӗнче: а) пӗрремӗш абзацра «, пырса кӗнӗ укҫа-тенкӗ ҫӑл куҫӗсем ҫинчен сведенисем» сӑмахсене кӑларса пӑрахас, «паракан» сӑмаха «памалли» сӑмахпа улӑштарас; ӑ) «в» ҫум пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас; 4) 7 статьян 5-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса предложенисем хушса хурас: «Патшалӑх Канашӗн Председателӗн этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене тата тивӗҫӗсене пырса тивекен нормативлӑ пӗлтерӗшлӗ хушӑвӗсене, патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ пулса тӑракан сведенисемлӗ е вӑрттӑнлӑхра тытмалли сведенисемлӗ хушусемсӗр е вӗсен уйрӑм положенийӗсемсӗр пуҫне, официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑлармалла Патшалӑх Канашӗн Председателӗн хушӑвӗн тулли текстне Патшалӑх Канашӗн «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетӗнчи официаллӑ сайтне (www.gs.cap.ru) вырнаҫтарнине (пичетленине) ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларни тесе шутлаҫҫӗ.»; 5) 14 статьяна ҫакӑн пек ҫырса 31-мӗш пункт хушса хурас: «31. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫине Патшалӑх Канашӗн Председателӗ хӑйӗн полномочийӗсен срокӗ чухлӗ ӗҫлеме тӑратнӑ тӑрӑххӑн Патшалӑх Канашӗ должноҫа уйӑрса лартать тата должноҫран хӑтарать. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫи хӑйӗн тивӗҫӗсен шайӗнчи ыйтусем тӑрӑх хушусем кӑларать. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫин этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене тата тивӗҫӗсене пырса тивекен нормативлӑ пӗлтерӗшлӗ хушӑвӗсене, патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ пулса тӑракан сведенисемлӗ е вӑрттӑнлӑхра тытмалли сведенисемлӗ хушусемсӗр е вӗсен уйрӑм положенийӗсемсӗр пуҫне, официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑлармалла. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫин хушӑвӗн тулли текстне Патшалӑх Канашӗн »Интернет« информаципе телекоммуникаци сетӗнчи официаллӑ сайтне (www.gs.cap.ru) вырнаҫтарнине (пичетленине) ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларни тесе шутлаҫҫӗ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№