Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларасшӑн (тĕпĕ: кӑлар) more information about the word form can be found here.
Сахар, шӑрши аван мар тесе, сысна тислӗкне картишне кӑларасшӑн пулман, витен пахча енне пысӑк мар чӳрече каснӑ.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ мӗншӗн халӑха кӑларасшӑн пулнӑ вӑл!

Help to translate

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ачине хут вӗрентсе, улпута кӑларасшӑн, хӗрне — майра тӑвасшӑн.

Help to translate

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ма хӗр пӳлӗмрен кӑларасшӑн мар ӑна?

почему девушка не хочет его отпускать?

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн чакаласа кӑларасшӑн эс?

Чего ты еще копаешься, что хочешь выудить?

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унчченхи тарҫипе ман аккана атте уйӑрса кӑларасшӑн.

Прежнего работника и мою сестру отец собирается отделить.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шахрун Ухтивана уя кӑларасшӑн.

Шахрун хочет выгнать Ухтивана в открытое поле.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсем: «Кӗлетне сӳтес!» — тесе кашкӑраҫҫӗ, теприсем ҫӗр чавса кӑларасшӑн.

— Придется амбар порушить, — предложил кто-то в толпе, другие предлагают сделать подкоп.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑларасшӑн Тӳрре, куратӑн, хӑвна ху.

Help to translate

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Асту, Левентей, вӑл сан хӗрне ҫавӑрчӗ, сан телейне тытса илчӗ, халӗ сана пуҫлӑхран кӑларасшӑн.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир кӗске мӑйӑхӗ айӗн кулса илчӗ: кунта пурӑннӑран Липа йӑлтах Тутаркас ҫынни пулса кайрӗ, «эпир» те «пиртен» тесе ҫеҫ калаҫать, ӑмӑртура та тутаркассене мала кӑларасшӑн.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫу-ук, — старик куртӑр тесе ҫӗҫҫине часрах йӗннинчен кӑларасшӑн пулчӗ Карачӑм, унтан ӑна аври таранах ҫӗр ҫине тӑрӑнтарса лартрӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем пире лерен, вир енчен, тымарӗпех туртса кӑларасшӑн.

Help to translate

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса ун патне чупса пырса урахамаха ҫилхинчен туртрӗ, йӗвенсӗрех алӑкран кӑларасшӑн пулчӗ.

Help to translate

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шигалей мана Василь-Новгородрах ирӗке кӑларасшӑн пулчӗ, Шуйский князь яхӑнне те ямарӗ, пире Мускава ҫитиччен сӗтӗрсе кайрӗ.

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Крымра пӗр тӑван Гирейсем хушшинче харкашу пуҫланнӑ. Шӑллӗсем Мухаммед-Гирее вырӑнтан кӑларасшӑн».

Help to translate

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, килти хурлӑха ял ҫине кӑларасшӑн мар пулӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Чухӑнсен сасси» хаҫат халӗ эрнере икӗ хут кӑна тухать, виҫӗ хут кӑларасшӑн, анчах тӑлмачӑсем ҫитмеҫҫӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Миша мазурка кӗввипе сике-сике ташласа илчӗ, Польӑна хӑйпе пӗрле кӑларасшӑн пулчӗ, анчах Баландина ташлама пӗлмен.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Велосипедӑн шалт аптӑранӑ хуҫи машинине ӑҫта лартас-ши тенӗн пӑхкалать, ирӗкленсе, ахӑртнех, хӑйӗн ҫиллине кӑларасшӑн, анчах полисмен ҫапӑҫтармарӗ.

Остолбеневший хозяин велосипеда уже начал оглядываться, куда прислонить машину, чтобы, освободясь, дать выход своему гневу, но полисмен не допустил драки.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed