Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑвакарса хытнӑ сухалӗ, тутисемпе тем мӑкӑртатнӑ май, шӳтлӗн хускалкалать, куҫӗсем мӑч-мӑч туса хупӑнчӗҫ…
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Унӑн пӑт-пат кӑвакарса чӑпарланнӑ хура вӑрӑм ҫӳҫне анӑҫран вӗрекен вичкӗн нӳрӗ ҫил чӑрсӑррӑн арпаштарать.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Ҫитмӗл те ҫичӗ кӑвакарса тухакан шурӑмпуҫ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унӑн пичӗ вараланса пӗтнӗ, куҫӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр йӗнипе кӑвакарса, шыҫӑнса кайнӑ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хура куҫран хуралса тухса кайтӑр, чакӑр куҫран чарӑлса тухса кайтӑр, кӑвак куҫран кӑвакарса тухса кайтӑр.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кирук пӗр патрон гильзине илсе пӑхрӗ: вӑл кӑвакарса тутӑхма ӗлкӗрнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ун ҫывӑхӗнче ахаль ҫӗрте, кӑн-кӑвак кӑвакарса кайнӑ хӗрарӑм тӑрать.
Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Уйрӑмах Горбачевпа Ельцина, Тӑван ҫӗршыв сутӑнчӑкӗсем тесе, чӗтреве ерсе, кӑвакарса кайса, «пиҫӗ хулӑпа ӑшалатчӗ, тапкӑ-ҫупкӑ та паркалатчӗ» ҫакскер.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Ҫӑмарти те, кӑвакарса, тӑпӑрчӑлансах кайнӑ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Ҫамрӑк хыр делянки те, хутӑш вӑрман та йӑсӑрланса-пӑсӑрланса тӑракан тӗтре витӗр ватӑ чӑрӑш вулли ҫинчи кӑвакарса мӑкланнӑ кӗсен-хупӑ тӗслӗн сӗмленекенскерсем, чӗмсӗррӗн сӗнксе, ӗнтӗркесе лараҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Урапа ҫинчи хӗрарӑм, хӑранипе кӑн-кӑваках кӑвакарса кайнӑскер, шари-и! ҫухӑрса ячӗ те питне аллипе хупласа лартрӗ.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Унӑн куҫӗсем хупӑ, тута хӗрри кӗл тӗслӗ кӑвакарса кайнӑ, питӗнче те пӗр кӗрен тӗс ҫук.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫул ҫинче Ваня юлташ хута салтрӗ те тин кӑна кӑвакарса килекен шуҫӑм ҫутинче амӑшӗ хунӑ темиҫе конфета курчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пирӗн Федораш, сивӗпе кӑвакарса кайнӑскер, ҫав самантрах полицейски ури патне хырӑмӗпе шуса пычӗ те, хӑйне ҫӗклеме ыйтса, ун еннелле пӗчӗкҫӗ аллине тӑсрӗ.А Федораш наш, синий весь от холода, подполз к ногам полицейского, поднял ручонки и просится к нему.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Макар кӑвакарса кайрӗ, черккене шалт! лартрӗ те сиксе тӑчӗ, сӗтеле майсӑр сӗртӗнчӗ — черкке тӳнчӗ, эрехӗ тӑкӑнса кайрӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ытла хытӑ тарӑхнӑ самантсенче Поля кӑвакарса, илемсӗрленсе каять, чӗтреме ерет, урама илтӗнмелле тискер сасӑла кӑшкӑрать:
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Койка ҫинче ларакан Макар ялт! сиксе тӑчӗ, унӑн ҫур пӑт пуканӗ пысӑкӑш чышкисем хӑйсемех чӑмӑртанчӗҫ, пичӗ кӑвакарса кайрӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Шӑнкӑрч кӑвакарса кайрӗ, тутипе мӑк-мак тукаларӗ, унтан пӑрӑнса утрӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Тути пӗтӗмпех кӑвакарса кайнӑ, пичӗ пурӑ пек шуралнӑ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Пуп сӑнӗпе кӑвакарса кайрӗ, куҫ харшисем вӗттӗн сиккелеме пуҫларӗҫ.
Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.