Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хресченсенчен пӗри пуртӑ ҫӗкленӗ, теприн аллинче — пӑхӑр хуран, виҫҫӗмӗшӗнче — пӑхӑр опрыскиватель (пӑхӑртан тунӑ япаласене нимӗҫсем яланах тытса илеҫҫӗ), тӑваттӑмӗшӗ хулпуҫҫи ҫине ут таврашӗсем ҫакса янӑ; пӗрин умӗнче, юр ҫинче, тӗтӗмпе ӑшаласа типӗтнӗ сало выртать, теприн умӗнче ҫу тултарнӑ бидон ларать, темле яш ача чӗркуҫҫи ҫине Шумадире тӑхӑнакан кӑвак пустав костюмпа праҫникре тӑхӑнмалли хӳхӗм шлепкене хунӑ; платна хӗрарӑм аллинче шурӑ ҫӑм ҫип ҫӑмхи пур; хӗрсем хӑйсен парнисене — кӗпесем, нускисем, кавирсем илсе килнӗ; ача-пӑчасӑр хӗрарӑмсен аллисенче ҫатмасем, ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ турилккесем, сӑрпа эрешлентернӗ кӑвак тимӗр чӳлмексемпе кил-ҫуртри ытти япаласем курӑнаҫҫӗ, кунта урамсемпе килкартисенче пеме пуҫласан илсе тухнӑ ал айне, куҫ умне лекнӗ хатӗр-хӗтӗрсемпе ытти вак-тӗвек япаласем выртаҫҫӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Малалла кайнӑҫемӗн вӗсен кӳлеписем япӑхрах палӑракан пулаҫҫӗ; вӗсене темӗнле кӑвакрах янкар карса илет, вӗсем кӑшт ҫеҫ палӑракан тӗтре ӑшне путаҫҫӗ те юлашкинчен кӑвак тӳпепе хутшӑнса каяҫҫӗ.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫавра сӗтел патне таврӑнтӑм та кӑвак мулкач ӳкерсе хутӑм; унтан кӑвак мулкачран тӗм тумалла пек туйӑнчӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халӑх калаҫнине, лашасем тӑпӑртаттарса пынине тата урапасем кӑлтӑртатнине, путенесем хаваслӑн авӑтнине, сывлӑшра ниҫталла куҫмасӑр ушкӑнӑн-ушкӑнӑн явӑшса тӑракан ӳпре-пӑван сӗрленине, армутипе улӑм тата лаша тарӗ шӑршине, ҫутӑ сарӑ хӑмӑл ҫине, инҫетри кӑвак вӑрман тата шупкарах хӑмӑр кӑвак пӗлӗтсем ҫине хытӑ хӗртекен хӗвел сапса тӑракан пин-пин тӗрлӗ тӗссене тата мӗлкесене, сывлӑшра вӗҫекен е хӑмӑл ҫине карӑнакан шурӑ эрешмен картисене — ҫаксене пурне те куртӑм эпӗ, илтрӗм, туйрӑм та.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунта, вагон ҫинчи пек кӑвак тӗс кӳрекен лампа ҫук пулин те, ун сӑнӗ темле кӑвак тӗслӗ курӑнать.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кӑвак ҫутӑ ӳкнипе юр пек шурӑ сахӑр та, кӗмӗл тӗслӗ ҫекӗл те, симӗс китель те, Андрей Никитич пичӗ-куҫӗ те — пурте кӑвак сӑнлӑ курӑнаҫҫӗ.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кӑвак чечек тӗслӗ кӑвак тӳпе тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫӑлтӑрсемпе ялтӑртатать.Синее, словно васильковый цвет, небо сверкает россыпью звезд.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Эпӗ пиншак, кӑвак брюки, ботинка, кепка тата кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑнса, пилӗке тӗрӗллӗ пиҫиххи ҫыхрӑм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Баширов хӑй кинжалне йӗннинчен туртса кӑларчӗ те ун ҫивчӗшӗпе кӑвак каранташне шӗвӗртме тытӑнчӗ, унӑн пӳрни ҫине кӑранташӑн кӑвак краски тӗпренсе юлать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хутран-ситрен урлӑ-пирлӗ йӗрлесе пӗтернӗ кӑвак юр ҫийӗн унта та кунта сасартӑк снаряд ҫурӑлни аслати пек кӗрлесе каять, тӑпра хура фонтан евӗр сирпӗнсе тухать, пӗлӗтсӗр кӑвак тӳпере вара нумайччен пысӑк кӑмпа пек ҫакӑнса тӑрать.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Малта тусем хыҫӗнчен кӑвак ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫывхарни курӑнать; каҫӑ леш енчи ҫул ҫӳлтен ҫӳле хӑпарать, ҫавӑн пирки вӗсем умӗнче ҫумӑр пӗлӗчӗ мар, кӑвак та ҫӳлӗ ту сарӑлса выртнӑ евӗр туйӑнать, ҫав ту ҫине улӑхма та май пур пек.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑрман хушшинчи ҫутӑ лапамсем те, синька пекех кӑвак тӳпе те, хӗрлӗ те хӑмӑр кӑвак чулсене ҫапӑнакан хумсен кӑпӑкӗсем те ӑна килӗшрӗҫ.
Юпасем ҫинчи пӗчӗк пӳрт // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Крайком секретарӗпе Государство Оборона Комитечӗн уполномоченнӑйӗ иккӗшӗ те пӗр пек кӑвак каракультен тунӑ ҫухаллӑ симӗс тумтир, кӑвак каракультен ҫӗлетнӗ папахӑсем тӑхӑннӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сад кӑвакрах, нӳрӗ сывлӑшпа тулнӑ; беседка умӗнче, пуҫӗсене пӗр-пӗрин мӑйӗсем ҫине хурса икӗ лаша — пӗри кӑвак, тепри хурарахскер тӑнӑ; вӗсем хыҫӗнчи сак ҫинче шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ ҫын пысӑк вӗрен ҫыххине сӳтсе ларнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пуринчен ытла ӑна «юрлакан чун» тенӗ сӑмахсем килӗшнӗ, вӑл сӑмахсене темле пит те тӗрӗс, хурлӑхлӑ япала пулнӑ, вӗсем ҫакӑн пек картинӑпа пӗтӗҫсе тӑнӑ: шӑрӑх кун Дрёмов хулин ҫӳп-ҫаплӑ урамӗнче ҫӳллӗ, кӑвак сухаллӑ, вилӗм пек ырхан старик тӑрать, вӑл шарманка аврине ывӑнчӑклӑн ҫавӑрать, шарманка умӗнче лӳчӗркенсе пӗтнӗ кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ пӗр вуник ҫулхи хӗрача, пуҫне ҫӗклесе, куҫӗсене хупса, пӗтӗм вӑйне пухса, чӗтрекен сасӑпа юрлать:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн ҫӗнӗ кӑвак сӑхманӗ курпунӗ ҫинчен ӗнси ҫинелле кулӑшла хӑпарса кайнӑ, чарӑлса кайнӑ кӑвак куҫӗсем Наталья ҫине ҫав тери тинкерсе пӑхаҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Йӑмӑх кӑвак тӗслӗскерсем майӗпен кӗрен тӗслӗ, унтан шупка кӑвак тӗслӗ, юлашкинчен вӗсем шупка хӗрлӗ пулса тӑчӗҫ.Из густосиних они постепенно становятся фиолетовыми, потом голубыми, наконец, розовыми.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Уяв ячӗпе вӑл илемлӗ тумланнӑ: ҫӗнӗ кӑвак костюм, кӑвак джемпер, унӑн айӗнчен шап-шурӑ кӗпипе пурҫӑн галстукӗ курӑнать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кӑвак костюм тӑхӑннӑ, кӑвак пурҫӑн кӗпин икӗ тӳмине вӗҫертсе йӳле янӑ.Серый костюм, свежая, расстегнутая на две пуговицы, серая шелковая сорочка.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тусанпа тӗтӗм пӗрле хутшӑнса, хӗрлӗармейцӑсене те, кӑвак пӗлӗте те, хӗвеле те кӑвак пӗркенчӗкпе витӗнтерчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.