Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Санӑн куҫу манӑн чӗрӗ тӗввӗме курнӑ; эпӗ пӗр кун пурӑничченех мана пӳрнӗ пӗтӗм куна Хӑвӑн кӗнекӳ ҫине ҫырса хунӑ.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санӑн куҫу умӗнче пин ҫул та — иртсе кайнӑ ӗнерхи кун евӗр анчах, ҫӗрлехи темиҫе сехет евӗр анчах.4. Ибо пред очами Твоими тысяча лет, как день вчерашний, когда он прошел, и как стража в ночи.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. ху вара Эпӗ вӗрентнине кураймастӑн, Ман сӑмахӑмсене хыҫна пӑрахатӑн; 18. вӑрра курсассӑн, унпа килӗштеретӗн, аскӑн ҫынсемпе хутшӑнатӑн; 19. ҫӑварна усал сӑмах калаҫма каратӑн, чӗлхӳ ултавлӑ хавха тӗвӗлет; 20. тӑванна ҫисе калаҫса ларатӑн, аннӳ ывӑлӗ ҫинчен элек саратӑн; 21. ҫавӑн пек турӑн эсӗ, Эпӗ чӗнмен пулсассӑн эсӗ Мана ху пек тесе шухӑшлаттӑн. Тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑп сана, [ҫылӑхусене] куҫу умне тӑратӑп. 22. Эй Турра манакансем, ӑнласа илӗр ҫакна, Манӑн сире пӗтерсе тӑкмалла ан пултӑр — хӑтаракан пулмӗ. 23. Мана кам мухтав парнийӗ кӳрет, Мана ҫавӑ хисеплет, кам хӑй ҫул-йӗрне астуса пырать, ҫавна Эпӗ Турӑ ҫӑлнине кӑтартӑп» тет.
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аптӑраса ҫитнӗ вӑхӑтра шухӑшларӑм: «мана Хӑвӑн куҫу умӗнчен сиртӗн иккен» терӗм; анчах Сана тархасларӑм та — Эсӗ манӑн кӗллӗм сассине илтрӗн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Маншӑн Санӑн суту ҫиттӗр; Санӑн куҫу тӗрӗслӗхе куртӑр.2. От Твоего лица суд мне да изыдет; да воззрят очи Твои на правоту.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа! манӑн сассӑма ирех илтсемччӗ, — эпӗ ир-ирех Сан умна пырса кӗтсе тӑрӑп: 5. Эсӗ — йӗркесӗр ӗҫе юратман Турӑ; усалли Сан патна вырӑнаҫаймӗ; 6. йӗркесӗр ҫынсем Санӑн куҫу умӗнче тӑраймӗҫ: Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те кураймастӑн; 7. Эсӗ суя калаҫакансене пӗтеретӗн; Ҫӳлхуҫа юн тӑкаканран, ултавҫӑран йӗрӗнет.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мӗншӗн-ха пирӗн хамӑра выльӑх вырӑнне хурас, санӑн куҫу умӗнче мӑшкӑл курас?3. Зачем считаться нам за животных и быть униженными в собственных глазах ваших?
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санӑн куҫу этем куҫӗ-им, Эсӗ ҫын пӑхнӑ пек пӑхатӑн-им?4. Разве у Тебя плотские очи, и Ты смотришь, как смотрит человек?
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патша майри Эсфирь ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: патша, эпӗ санӑн куҫу умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, патшаран ыйтма юрать пулсассӑн, манӑн пурӑнӑҫа сыхласа хӑварччӑр — эпӗ ҫакӑн ҫинчен ыйтатӑп!
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ пирӗн хуласем, унта пурӑнакансем вара — санӑн чурусем; куҫу мӗн кӑмӑллать, вӗсене ҫавӑн пек ту.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кай та ман валли вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрне ярса ил: сана хӑй ирӗккӗн парӑннисене ан вӗлер, питлес кун ҫитиччен вӗсене чӗрӗ халлӗн хӑвар; 11. пӑхӑнманнисене вара куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: вӗсене пӗтӗм ҫӗрӳ талккӑшпе вӗлерсе, ҫаратса тух.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлле илтмешкӗн Санӑн хӑлху тимлӗ пулинччӗ, куҫу уҫӑ пулинччӗ: эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн Санӑн умӑнта Израиль ывӑлӗсемшӗн, Хӑвӑн чурусемшӗн кӗлтӑватӑп, Израиль ывӑлӗсенӗн ҫылӑхӗсене каҫарма тархаслатӑп — эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпӗ те, ман аттем килӗ те ҫылӑха кӗтӗмӗр.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Эй Туррӑмҫӑм! ҫак вырӑнти кӗлӗшӗн Санӑн куҫу уҫӑ тӑтӑр, Санӑн хӑлху тимлӗ пултӑр.40. Боже мой! да будут очи Твои отверсты и уши Твои внимательны к молитве на месте сем.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫакӑ та сахал пек курӑннӑ-ҫке Санӑн куҫу умӗнче, Туррӑмҫӑм; Эсӗ тата Хӑвӑн чурун килӗн малашлӑхне те пӗлтерсе хуратӑн, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ман ҫине аслӑ ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн!
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. [Санӑн хӑлхупа] Санӑн куҫу Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлӗшӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗ тӑвакан кӗлӗшӗн уҫӑ тӑччӑр: Сана тархасласа чӗннӗ чухне вӗсене яланах илтмелле пултӑр: 53. Эсӗ вӗсене, Ху Моисей чуру урлӑ каланӑ пек, пирӗн аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑхсен хушшичен Хӑв валли еткерлӗхе уйӑрса илнӗ, эй Ҫӳлхуҫа Патшамӑр! тенӗ Соломон.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫак Ҫурт ҫинчен Эсӗ: «Манӑн ятӑм унта пулӗ» тенӗ, апла Санӑн куҫу ӑна кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗ; Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта туса тӑрас кӗлле илтсе тӑрсамччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иоав ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ та патшана мухтаса ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм, халӗ ӗнтӗ сан чуру санӑн куҫу умӗнче хӑй ырӑ ятлӑ пулнине пӗлет, мӗншӗн тесессӗн патша хӑйӗн чури каланӑ пек турӗ, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла калать Ҫӳлхуҫа: акӑ Эпӗ сан ҫине хӑвӑн килӳнтенех усаллӑх ярӑп, хӑвӑн куҫу умӗнчех арӑмусене илӗп те вӗсене хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна парӑп, вӑл вара санӑн арӑмусемпе ҫак хӗвел умӗнчех ҫывӑрӗ; 12. эсӗ вӑрттӑн турӑн, Эпӗ вара ҫакна пӗтӗм Израиль умӗнче, хӗвел умӗнче тӑвӑп, тет.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, ҫакӑ та сахал пек курӑннӑ-ҫке Санӑн куҫу умӗнче; Эсӗ тата Хӑвӑн чурун килӗн малашлӑхне те пӗлтерсе хутӑн.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид Анхуса ҫапла каланӑ: санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, мана пӗр пӗчӗк хулара вырӑн паринччӗҫ те, эпӗ ҫавӑнта пурӑнӑттӑм; мӗншӗн-ха санӑн чурун санпа пӗрле патша хулинче пурӑнмалла? тенӗ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.