Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫнӑ (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Вӑл общежитие пурӑнма куҫнӑ кун вӗсен пӳлӗмне пырса кӗнӗ кӑн-кӑвак куҫлӑ каччӑна палласа илчӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Общежитие пурӑнма куҫнӑ ятпа саламлатпӑр сана, С-сима.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Елчӗкри «Радуга» лавкка пулнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ Олеся Мясникова уйрӑм предпринимателӗн 2015 ҫулта уҫӑлнӑ «Пчелка» ООО ҫӗвӗ производство предприятине (ку вырӑна вӑл иртнӗ ҫулта куҫнӑ) пырса кӗрсенех кунта ӗҫ вӗресе тӑни тӳрех куҫ умне пулчӗ.

Help to translate

Ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫ вӗрет // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/10/ce%d0%b2e-% ... %b5%d1%82/

Уйӑх ҫутин тепӗр пайӑрки аялти нарсен хӗррипе куҫнӑ май самантлӑха Фретичӑн Урсэкие хулпуҫҫийӗ ҫинчи аллине ҫутатрӗ.

Другой луч скользнул по «подвалу», выхватив на мгновение из темноты руку Фретича на плече Урсэкие.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Массӑллӑ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшу ӗҫӗсене электронлӑ майпа парасси ҫине куҫнӑ.

Осуществлен перевод массовых социально значимых услуг в электронный вид.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫапла май вара Сухати пуххи Иккассине куҫнӑ.

Help to translate

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Пултарулӑх ашшӗнченех куҫнӑ.

Help to translate

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Хӑйӗн вӗрентекенӗ, хавхалантараканӗ пирки Кирук Уйкас учителӗнчен ыйтса пӗлчӗ: Пазухин Муркаш шкулне ӗҫлеме куҫнӑ иккен, ку еннелле килсе ҫӳреймест…

Help to translate

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Великие Луки патӗнче пысӑк ҫапӑҫусем пулнӑ, пирӗннисем малалла куҫнӑ!..

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Совет ҫарӗ нимӗҫсене малалла аркатса пырать, Мускав облаҫне пӗтӗмпех тӑшмантан тасатнӑ, хӑш-пӗр вырӑнта пирӗн чаҫсем тӑватӑ ҫӗр ҫухрӑм таран анӑҫалла куҫнӑ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Атте купӑс калатчӗ, анне юрлама юратнӑ. Атте хӑй те юрра ӑстаччӗ. Мана та ҫынсене савӑнтарасси вӗсенчен куҫнӑ пуль», — аса илет Надежда Петровна.

Help to translate

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Ял Совечӗ Ларионов ҫуртне куҫнӑ.

Help to translate

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеров ас тунӑ тӑрӑх, 1909 ҫулта Раҫҫейри ҫур миллион ытла хресчен ҫемйи ҫав хуторсене пурӑнма куҫнӑ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Палӑртма кӑмӑллӑ, кооператива патшалӑх енчен те чылай тӗрев куҫнӑ, федераци тата республика хыснисенчен субсиди мелӗпе 18,2 млн тенкӗ куҫарса панӑ.

Help to translate

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

— Ҫук, вырӑс чӗлхине вӑл арабсенчен куҫнӑ.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан Хирпуҫ шкулӗнче ӗҫленӗ, унтан Вӑрнара куҫнӑ.

Help to translate

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Тӗрӗс тунӑ чӑвашсем, Тукай та тӗрӗс тунӑ — вырӑссем енне куҫнӑ.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кала ӗнтӗ тӳрех: хамӑр енне куҫнӑ чӑвашсемпе ҫармӑссене ҫаратма тытӑнмалла пулать те.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗрекеҫӗсен кӑмӑлне пулатӑр Ту енчи мӑрсасене хирӗҫ сӗтел хушшине Хусана иличченех вырӑссем енне куҫнӑ Камай мӑрсапа Юнкӑ тӑрӑхӗнче хаким пулнӑ Бурнашӑн аслӑ ывӑлӗ Енибек кӗрсе ларчӗҫ.

Help to translate

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавал хӗррине куҫнӑ хыҫҫӑн Тукай таврари ҫынсем валли ҫӗнӗ япала шутласа кӑларчӗ — кантӑрпа курӑс хутнӑшӑн тата пулӑ тытнӑшӑн кашни ялтан хырҫӑ пуҫтарать.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed