Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫарса (тĕпĕ: куҫар) more information about the word form can be found here.
— Сана вырӑсларан чӑвашла куҫарса паратӑп, эпӗ шкула кайсан вырӑсла вӗренетӗп вӗт.

Help to translate

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Отчетлӑ тапхӑрта НДФЛ тӳлеме тивӗҫлӗ 2132 агент саккунпа пӑхнӑ чухлӗ куҫарса паман.

Help to translate

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Уйрӑм ӗҫсен чиновникӗ Гарткевич Етӗрне уесӗнчи темиҫе вулӑса кӗрсе тухнӑ, пуп куҫарса панипе «айӑпа кӗнӗ» чӑвашсене чӗнтере-чӗнтере ятланӑ, пурӑнма вӗрентсе хӑварнӑ.

Чиновник по особым делам Гарткевич побывал в нескольких волостях Ядринского уезда, где приглашал для взбучки указанных попом смутьянов, поучал, как надо правильно жить.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Куҫарса ҫырма киле илнӗрен калатни?

— Это ты потому говоришь, что я работу на дом беру, да?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантурсем тиркесех каймаҫҫӗ эп куҫарса ҫырнине…

Начальство было мной довольно, как я переписываю.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Укҫа тӑвас тесе ҫӗрлесенче эс кантур валли ӗҫ хучӗсене куҫарса ҫыратӑн пуль-ҫке?

— Ты небось по ночам бумаги переписываешь, чтоб заработать немного?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ вӑл арӑмӗ илсе килекен ӗҫ хучӗсене ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе килте куҫарса ҫырса ларать.

Сейчас он прирабатывает тем, что переписывает по ночам бумаги, которые приносит жена.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешӗ умӗнчи тулли эрех черккине сӗтел варринерех куҫарса лартрӗ.

Тот молча передвинул наполненную рюмку на середину стола.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йӑнӑш тусан тепӗр хут куҫарса ҫырма киле парса яраҫҫӗ.

При обнаружении ошибки заставляют повторно переписать дома.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Манӑн пӗтӗм ӗҫӗм те — аслӑраххисем хӑртаса тултарнине таса хут ҫине куҫарса ҫырасси кӑна.

Вся моя работа — перенести на чистую бумагу то, что старшие намудрили.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паллӑ ыйтӑва туллин пурнӑҫа кӗртсе пырас тесессӗн, патшалӑх енчен куҫарса паракан тӗрлӗ пулӑшусемпе те усӑ курса пыма пӗлмелле тенӗ сӑмаха ҫавӑрса канашлӑва пухӑннӑ ертӳҫӗсем.

Help to translate

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

«Чувашинформ» сайтран куҫарса хатӗрленӗ.

Help to translate

Тулли мар мобилизаци камсене пырса тивет? // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%82%d1%8 ... b0-%d1%82/

Ивук куҫарса парать.

Ивук переводит.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пуҫлатпӑр, эсӗ вӗсене чӑвашла куҫарса пар», — тет Ивука округ начальникӗн помощникӗ картишнелле пӑхса.

— Начнем, ты им переводи на чувашский лад, — приказал помощник Ивуку, кивнув на двор.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Киреметне кайран урӑх вырӑна куҫарса кайнӑ.

Киреметь перенесли в другое место.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӗтелпе тӗпелти вӑрӑм сакка куҫарса лартнӑ, кутник хӑмисене илсе кӑмака ҫине купаласа хунӑ.

Стол и лавка сдвинуты со своего места, нары разобраны и свалены на печь.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халь вӑл хӑратӑр, Ҫук, тарҫӑ пулмӑпӑр текех: Паян-ыран, ак, император Ҫитсе кӑларӗ ирӗке. Вулар-ха акӑ васкамасӑр, Йӗркеллӗ, тӗплӗн, чарӑнса, — Никам ан юлтӑр ӑнланмасӑр, — Тӳрех эп парӑп куҫарса».

Help to translate

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл сире мӗн чухлӗ тивӗҫнине те илӗ, сутса укҫине хӑвӑра куҫарса парӗ.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви ҫак сӑмахсене шултра саспаллисемпе тап-тасан тепӗр хут куҫарса ҫырчӗ:

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем вара мӗнпур илнӗ тата илес тыррине тӗплӗн шутларӗҫ, ӑна укҫа ҫине куҫарса пӑхрӗҫ.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed