Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗлтлетсе куҫакан пунктирсем евӗр ҫӑлтӑр ҫутӑсем Мускав шывӗ тӑрӑх чӑлпар сапаланчӗҫ, шыв тӗкӗрӗ ҫине ӳксе, тавралӑха ҫутатрӗҫ.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл, Нансен пекех, куҫакан пӑрсемпе ытларах та ытларах ҫурҫӗрелле каясшӑн, унтан йытӑсемпе полюса ҫитесшӗн пулнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Фармаци сферинчен ПК спикерӗн пуканӗ ҫине куҫакан Валерий Филимонов вара хӑй председателе суйлансан ӗҫре тӑнӑҫлӑхпа килӗшӗве, демократие тӗпе хума шантарчӗ.
Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Анчах тӗрӗссипех йывӑҫ сире «пулӑшма хатӗррине» пӗлме ятарлӑ меслет пур: фольга татӑкне ал тупанӗсен хушшине тытса сӑтӑрмалла (унта «куҫакан» хӑват тӑрӑх йывӑҫ ҫынна «палласа» илме) та фольгана йывӑҫ вулли ҫывӑхне тытмалла.
Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Ҫакӑ веҫех, манӑн шухӑшпа, юн урлӑ куҫакан вӑй.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Хӗрсемпе хӗрарӑмсен йӑхран йӑха куҫакан ҫи-пуҫӗ те ҫар ҫыннин паллисемпе пуян.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
1. Турӑ ҫинчен пӗлмен ҫынсем пурте чӑннипех ниме тӑмаҫҫӗ: Пуррине вӗсем куҫа курӑнакан аслӑ пулӑмсенчен те пӗлеймен, ӗҫӗсене курсассӑн та Сӑлтавне пӗлсе ҫитеймен, 2. тӗнчене тытса тӑракан турӑсем тесе вӗсем е вут-ҫулӑма, е ҫиле, е куҫакан сывлӑша, е ҫӑлтӑр ункине, е шарлаклӑ шыва, е тӳпери ҫутӑсене пуҫҫапнӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вара кӑҫал ялсене ӗҫлеме куҫакан врачсен шучӗ 60 таран пулӗ.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- Пӗлетпӗр, хӑш-пӗр вӗчӗрхенӳллисемшӗн сирӗн ӳсӗм картлашки ҫӳлелле хӑвӑрт куҫакан эскалатор е лифт пекех туйӑннӑ...
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17