Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ҫын та, пӗр урапа та ҫук, ванчӑк урапа кустӑрми те пӑрахса хӑварман Кутузов ҫул ҫине.Ни одного человека, ни одной повозки, даже ломаного колеса не оставил Кутузов в пути.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Икӗ кустӑрми гусеницӑсене хускатса малалла илсе пыма, иккӗшӗ гусеницӑсене ӑҫталла пӑрас тенӗ ҫӗре пӑрма кирлӗ пулнӑ.
Малтанхи танксем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
«Кулӑш кустӑрми» те ҫынсене тӳрех мар — ҫаврӑну хӑвӑртлӑхӗ ӳссе ҫитсен тин ывтӑнтарма пултарать.
Ҫӗр ҫинче мӗншӗн кунпа ҫӗр пулать? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Культура паркӗсенче «кулӑш кустӑрми» пулать; пӳлӗмри урай хӑвӑрт ҫаврӑнать, ун ҫинче тӑракан ҫынсене аяккалла — куҫӑмсӑр урайне — ывтӑнтарса ярать.
Ҫӗр ҫинче мӗншӗн кунпа ҫӗр пулать? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Мана хамӑр малалла шуни майӗпе чарӑнса пынӑ пек, вӑл пачах чарӑнса ларас самант ҫав тери ҫывӑх пек туйӑнать, — вара пароход мӑкӑртатма, унӑн кустӑрми ҫунаттисемпе ҫӑра шыва ҫапса пыма чарӑнать, пур сасӑсем те йывӑҫ ҫинчен ҫулҫӑсем тӑкӑннӑ пек тӑкӑнса пӗтеҫҫӗ, пурпа ҫырса хуни шӑлӑннӑ пекех ним палӑрми пулаҫҫӗ те мана ним хускалман сывлӑш, шӑплӑх хӑватлӑн ҫавӑрса илмелле пек туйӑнать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл хӗпӗртерӗ, ҫемҫе, лайӑх кресло ҫине шалах, тайӑнса ларса, тӗлӗнмелле инструментсемпе тӑракан кӗленчеллӗ шкаф ҫине, сылтӑмра, алӑк патӗнчи сӗтел ҫинче выртакан гипсран тунӑ ҫын янахӗ ҫине, ҫӑмӑл та хускалмасӑр ларакан бормашинӑн кустӑрми ҫине вӗҫкӗнленсерех пӑхкаларӗ.
V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Бауман доктор кабинечӗн алӑкӗ патӗнчех ларакан Григорий Васильевича пӳлӗм урлӑ сӑмах хушрӗ; алӑк хыҫӗнче бормашина кустӑрми шавлать: доктор хӑй патӗнче чирлӗ ҫынпа аппаланнӑ пек ӗҫленӗ пулмалла.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Акӑ ӗнтӗ халь вӗсене ҫӳлти вӗҫӗнчен урапа кустӑрми ҫыхса хунӑ тараса кашти кӑна пӗлӗтелле кӑнтарса тӑни тӑлӑххӑн курӑнать, юлашкинчен вӗсем килне тӳрем вырӑн, аякран сӑрт пек курӑнакан пулса, мӗнпурне йӑлтах хупласа лартрӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унӑн сулахай енчи кустӑрми снаряд ӳкнипе сапаланнӑ кӑпӑш тӑпра купи тӑрӑх кусса кайрӗ.Левое колесо пробежало по куче рыхлой земли — её выбросило из воронки снарядом.
7. Тӑшманпа пуҫласа тӗл пултӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Пӑр варрине пысӑках мар юпа ҫапса лартатпӑр, ун ҫине урапа кустӑрми тӑхӑнтартатпӑр, кустӑрма ҫине вӑрӑм шерте ҫирӗплетсе хуратпӑр, шерте вӗҫне ҫунашка кӑкаратпӑр.
11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
— Анчах плуг кустӑрми ҫинче, пӗр кустӑрми ҫинче, номер пур, ҫав номер плугӗ ҫинчи номерпа пӗрешкел.— А колесико с плуга, одно колесико, номерок имеет, а номерок тот сходится с корпусом.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Хватов пӗчӗк урапа кустӑрми ҫине пусса тӑчӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Тӳп-тӳр каякан машина кустӑрми кашни хут ҫаврӑнмассеренех халиччен машинӑсем ҫӳренӗ ҫултан ытларах та ытларах тухса пычӗ, сылтӑм еннелле, ҫул хӗрринелле, ту хушӑкӗ патнелле сулӑнчӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл, кустӑрми айӗнчен пӗчӗк чулсене сирпӗтсе, пӑрлӑ кӳлленчӗксем ҫийӗн кӑчӑртаттарса, сӑрталла хӑпарать.Она поднималась в гору, выбрасывая из-под колес мелкие камешки и похрустывая по ледяным лужицам.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫапла шухӑшлатӑп; атте тавлашӑва килӗшсе татӑлнипе пӗтерме сӗннине пӑхмасӑр, Петр Васильевич, хӑй чапа тухассине амӑшӗнчен парнене кӳнӗрен, атте унашкалли ним те туманран, салху та ҫиллес пулнӑ, ӑна ним те тӗлӗнтерме пултарайман; атте, ҫак салхулӑха асӑрхаман пек, сапаланчӑк кӑмӑллӑ, хаваслӑ пулнӑ тата унпа тӗлӗнмелле мыскараҫӑпа калаҫнӑ пек калаҫнӑ; ҫавӑн пек тунӑшӑн хӑшпӗр чухне Петр Васильевич аттене кӳрентерчӗ, тепӗр чух вара кӑмӑлӗ ҫук ҫӗртенех атте кустӑрми ҫине ларатчӗ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тахҫан эсӗ историн чаплӑ кустӑрми ҫинчен ҫынсенчен кӑна илтнӗ, халӗ эсӗ ӑна, паҫӑр Урал танкӗн гусеницине хыпашласа пӑхнӑ пек, хӑвӑн аллупах хыпашласа пӑхма пултаратӑн!
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Истори кустӑрми.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Унсӑр пуҫне тата манӑн урапа кустӑрми тӗнӗлтен туха-туха ӳкрӗ.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пичӗ вӗри те ҫамрӑк юнпа ҫунса тӑнине туять Черныш; тен, хӑй те вӑл, шинельпе витсе хунӑскер, часах ак лав ҫинче ҫавӑн пек выртӗ, каруцӑн йывӑҫ кустӑрми чул ҫине пырса тӑрӑнмассеренех ыратнипе, авкалана-авкалана илӗ.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Джеммӑн кӳме кустӑрми ҫине усӑнса аннӑ плащне тӳрлетнӗ вӑхӑтра Пӑван сасартӑк куҫӗсене ҫӗклерӗ те Джемма ҫине пӑхса илчӗ.Овод поспешил поправить платье Джеммы, свесившееся на колесо, и потом вдруг взглянул на Джемму.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.