Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Сана хир курӑкне ӗрчетнӗ пек ӗрчетрӗм; эсӗ ӳсрӗн, ҫитӗнтӗн, ытарма ҫук хӳхӗм пулса ҫитрӗн: кӑкӑру чӑмӑртанчӗ, ҫӳҫӳ ӳсрӗ, вӑрӑмланчӗ; анчах эсӗ ҫап-ҫараччӗ, тумтирсӗр ҫӳреттӗн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара моавсем Мадиан пуҫлӑхӗсене ҫапла каланӑ: вӑкӑр хир курӑкне ҫисе пӗтернӗ евӗр, ку халӑх пирӗн таврарине пӗтӗмпе пӗтерет, тенӗ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
100 грамм чӗрӗ шӗпӗн курӑкне /чистотел/ сивӗ шывпа лайӑх ҫумалла та вӗрекен шывпа чӳхесе илмелле.
Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
2 апат кашӑкӗ куҫ курӑкне тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, ҫӗр каҫа лартмалла.
Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
1 апат кашӑкӗ куҫ курӑкне /очанка/ тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла.
Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Пӗр виҫепе илнӗ аслати курӑкне /фиалка трехцветная/, чикен курӑкне /герань луговая/, илепере /донник/, ӳт илен курӑка /лабазник/, шур тӑрӑллӑ хыт курӑка /тысячелистник/, шапа пӑттине /ряска/ хутӑштармалла.
Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
1 чей кашӑкӗ шӗпӗн курӑкне /чистотел/ тин вӗренӗ 200 миллилитр шыва ярса 4 сехет лартмалла.
Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№