Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та вӑл вырӑн ҫинчен тӑрӗ, тейӗпӗр-ха, анчах мӗнле пытӑр вӑл ҫав вырӑна, хӑйӗн витӗр курайми тӑшманӗ пуррине пӗле-тӑркача?
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫавӑншӑнах вӑл, май килнӗ таран ҫав хӑй юратакан, халь ӗнтӗ курайми те пулса тӑнӑ ҫынна, унпа пӗрлех хӑйӗн юратуне пӳлекен телейлӗ хӗрарӑма тавӑрма шут тытрӗ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Рим патрицийӗ, чи путсӗр, чи курайми гладиаторсен йӑхӗпе туслӑ!— Римский патриций удостаивает своей дружбой низкую и презренную породу гладиаторов!
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Халь ӗнтӗ вӑл ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен чип-чипер йӗркеллӗ ҫынах пулса ҫитрӗ, анчах апат ҫинӗ хушӑра вӑл ҫак ҫынсене пурне те курайми пулчӗ.Он был в здравом уме, но чувствовал ненависть ко всем сидевшим за столом.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Романта пурте тӗлӗнмелле простӑ та уҫҫӑн курӑнса тӑратчӗ, йӗркесем хушшине пытарса хунӑ пӗр темле ҫутӑ ыррипе усаллине ҫутатса тӑрса, юратма тата курайми пулма пулӑшнӑн туйӑнатчӗ, пӗр ҫӗрте таччӑн арканса тӑракан ҫынсен пурӑнӑҫне пит хытӑ астутарса тӑнӑ пекчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тыткӑна илнӗ ҫӗре яхӑн четниксене пушшех те курайми пулчӗҫ, вӗсем ҫине тата хытӑрах тарӑхрӗҫ, йӗрӗнчӗҫ.К пленным четникам они испытывали какую-то необычную ненависть и презрение.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тен, пачах урӑхла та пулма пултарать: Грончак хӑйӗн хуҫисем этемлӗхе хирӗҫ ӗҫленине ӑнланса илнӗ пуль, вӗсене курайми пулнӑ пуль, вӗсен аллинче ӗҫлесшӗн пулман пуль.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫынсене comme il faut пулаканнисем тата comme il faut пулманнисем ҫине уйӑрни енчен илсе пӑхсан, вӗсем ахӑртнех, иккӗмӗш ушкӑна кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем мана хӑйсенчен йӗрӗнтереҫҫӗ ҫеҫ те мар, пӑртак курайми те тӑваҫҫӗ, манра ҫавнашкал туйӑм ҫурални вӗсем comme il faut ҫыннисем пулмасӑрах мана хӑйсемпе пӗр тана хунинчен, ырӑ кӑмӑлпа ман хута кӗнинчен килет.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Француз сӑмахӗсене тӗрӗс калайман ҫынна эпӗ темшӗн часах курайми пулаттӑм.Человек, дурно выговаривавший по-французски, тотчас же возбуждал во мне чувство ненависти.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑн пек шухӑшсемпе эпӗ пилӗк минута яхӑн ирттертӗм, ҫав вӑхӑтра Дубкова темшӗн ытларах та ытларах курайми пултӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сен-Жером манпа кӑмӑллӑ, мана мухтать, эпӗ ӑна курайми пулма пӑрахрӑм ҫеҫ мар, вӑл хӑшпӗр чухне ман пултарулӑхпа, ман ӑспа ӑна е кӑна тумасан намӑс тесе каланӑ вӑхӑтра эпӗ ӑна юратнӑ пекех туйӑнать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ сасартӑк хӗрарӑмсене, уйрӑмах Соньӑна, курайми пулса ҫитрӗм; эпӗ хама: ку вӑйӑсенче нимӗнле савӑнӑҫ та ҫук, вӗсем хӗрачасене кӑна килӗшӳллӗ, тесе ӗнентерме тӑрӑшрӑм, манӑн ҫав тери ашкӑнассӑм килчӗ, мӗн те пулин пурне те тӗлӗнтермелли тӑвасшӑн пултӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ Соньӑна курайми пулса тӑтӑм, пурпӗрех ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхрӑм; вӑйӑ пӗтсен, ҫак ултавҫӑ хӗр, Сережӑпа Катенька, виҫҫӗш пӗрле, кӗтесселле кайрӗҫ те тем ҫинчен вӑрттӑн калаҫа пуҫларӗҫ.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӗрене хуйхӑ кӑна тултарса тӑманнипе эпӗ хама курайми пултӑм, ытти туйӑмсене пытарма тӑрӑшрӑм; ҫакна пула эпӗ чӑнласа мар, ячӗшӗн ҫеҫ хуйхӑрнӑ пек пулса тухрӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Коммунистсем, ватӑ, лайӑх коммунистсем, пӗр-пӗринпе килӗшме пултараймаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, тен, пӗр-пӗрне курайми те пулаҫҫӗ, тесе вӑл ниепле те шутлама пултарайман.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тинех пӗтрӗм хайхи: Саша мана курайми пулать ӗнтӗ.
Эпӗ поэт пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Анчах халӗ, юлашкинчен, эпӗ вӑл курайми ҫын пулма пултарасса пӗлтӗм.А сейчас, по крайней мере, я уверен, что он умеет ненавидеть.
45 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Шахтерсем ӑна мӗн тери курайми пулни ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Володя ӑна курайми пулать.
Юлташ пул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.