Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунтах (тĕпĕ: кунтӑ) more information about the word form can be found here.
— Эсир, арҫынсем, — тет, — иккӗн тан эхразлатма пусларӑр пулсан, кунтах юлмалла ӗнтӗ манӑн та.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ну, ачам, кала аннӳне: эх, раз, эх, два, — кунтах юлатпӑр те.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунтах юлатпӑр, Тамара, ниҫта та каймастпӑр.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тахӑшӗн плащне сарса хунӑ та ял ҫыннисем ҫимелли-ӗҫмелли хатӗрлеҫҫӗ: пӗри симӗс сухан тасаткаласа хурать; тепри мойва пулӑ банкине ҫӗҫӗпе касса уҫма хӑтланать, ҫӗҫҫи мӑка, касмасть; эрех кӗленчин хӑлхине шӑлпа ҫыртса пӑраканни те кунтах; шофер, хӑйне ҫӗр патши пек мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, шӑлӗ хушшине курӑк вӗҫӗпе чакаласа выртать, урисене лӑс-лӑс силлесе, пушмакне хывса перет, пӗрре Маруҫ ҫине, тепре Левен ҫине темлерех пӑхса илет.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пирӗн вара кунтах кунпа ҫӗре ирттерсе пурӑнмалла.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пуху пуҫламӑшӗнче пит патвар ларать Узурпаттӑр; Алмазов та кунтах ларнӑран, ун енне вӑл сиввӗн чӑлтӑртаттара-чӑлтӑртаттара пӑхса илет.

Help to translate

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Ӑнсӑртран ыран чӑн-чӑн анне килсе сасартӑк вӑратас пулсан, — пылран та пылак ӗмӗт хавхалантаратчӗ ӑна ҫывӑрса кайичченех, — васканипе япаласенчен хӑшне-пӗрне кунтах манса хӑварма та пултаратӑп-иҫ…»

Help to translate

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кунтах Лемез-Тамак ял вулавӑшӗ те вырнаҫнӑ.

Здесь же разместилась Лемез-Тамакская сельская библиотека.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

— Санӑн арӑму Лидия Алексеевна та кунтах.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Джон Рид та кунтах.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кунтах юлӑр, — чарчӗ вӗсене Светлана.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хуркайӑксем, апрель ҫывхарнӑҫемӗн, Кунтах килеҫҫӗ йӑвасем тума, Мана пӗр ӑсатсан, кӗтсе илеймӗн…

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кунтах ӗҫлетчӗ, анчах вӑл халь пенсие тухнӑ, — каласа пачӗ хӗрарӑм.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах кунтах каласа хӑварас килет: лайӑххисенчен начарри нумайрах, пирӗн шуррине хури хуплассинчен сыхланас пулать.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Илпек Микулайӗн (пӗрре асӑннӑ май кунтах каласа хӑварар) «Хура ҫӑкӑр» романӗн иккӗмӗш кӗнеки, илемлӗх тӗлӗшӗнчен, чӗлхе енчен илсен, малтанхинчен пайтах ҫӳлте тӑрать.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн ертӳҫин лавне кӳлӗниччен тӑван хуҫалӑхра яваплӑ вырӑнсенче тӑрӑшнӑ, кунтах ҫуралнӑ, кунтах пурӑнать, ял ҫыннисене хумхантаракан, канӑҫ паман ыйтусене те лайӑх пӗлет.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Кунтах ятарлӑ шлем тата куҫлӑх тӑхӑнса виртуаллӑ чӑнлӑха та лекме пултаратӑн.

Help to translate

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Тина та кунтах.

Help to translate

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл кунтах, кайман ав, пуканесемпе аппаланать.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Фома Фомич турттӑр чӗлӗмне кунтах!

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed