Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунран (тĕпĕ: кун) more information about the word form can be found here.
Ман ҫине куҫ айӗн пӑхса илчӗ те ҫав кунран пуҫласа вара талӑкра виҫӗ хутчен ҫитерме тытӑнчӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мӗнле илӗн-ха пире хӑв патна? — ыйтатӑп кунран.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав кунран пуҫласа кураймасть те ӗнтӗ Укапи Кӗлсулттан кинемее.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унерпинӗн кунран кун Улмашланать хӗрлӗ сӑн, Шухӑшпала шурӑ юн Тӗсне пӑсать, иҫмассӑн.

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шур Атӑлта сивӗ ҫил, Хаярланать кунран кун.

Help to translate

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тепӗр икӗ кунран отряд ҫула тухрӗ.

Help to translate

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Тепӗр тӑватӑ-пилӗк кунран юмахри пек капмар та хӑтлӑ, илемлӗ ҫурт ӳссе те ларчӗ кӳлӗ хӗрринче.

Help to translate

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Тепӗр темиҫе кунран каллех вӗҫтерсе ҫитрӗ хайхискер.

Help to translate

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Сисмесӗрех куҫ умне кунран кун малалла капашакан, чечекленсе вӑй илекен пӗтпӗлтӗк путене сассиллӗ, ылтӑн тырри-пулли тинӗс пек хумханакан тӑван ҫӗрӗм-шывӑм, куҫ тулли илемлӗ ҫилҫунат — Шупашкарӑм, Сарри-паттӑр чӗриллӗ, ылтӑн алӑллӑ ӗҫчен, хастар ентешӗмсем, Нарспирен те ырӑрах та хитререх савни тӗсленсе тухрӗҫ, хӑлхара «Асран кайми аки-сухи» янӑраса кайрӗ…

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кунран сирӗн малашлӑхри хӑтлӑх мӗнле пуласси килӗ.

От этого будет зависеть ваше будущее благополучие.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратмаҫҫӗ, кураймаҫҫӗ ултавпа та хурахла ҫаратса пухнӑ мул, «сарӑ шуйттан» хуҫисем хӗрлӗ ҫӑлтӑра та, ҫурлапа мӑлатука та; кунран кун тӗрекленсе ураланакан чӑн-чӑн халӑх влаҫне вӗчӗрхенеҫҫӗ; тӗрӗсмарлӑх, танмарлӑх тӗнчине хавшатасран, ишӗлтересрен, тӗпренех аркатасран сехӗрленеҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗтӗмпех ҫак кунран пуҫланчӗ те.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Мучин сывлӑхӗ кунран кун юсанса пычӗ.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Чирӗн инкубаци тапхӑрӗ 1 кунран пуҫласа 7 куна ҫитиччен тӑсӑлать, хӑш-пӗр чухне 21 куна та ҫитет.

Help to translate

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Директор ҫак кунран пуҫласа кухньӑна тӗрӗслесе тӑма вӗренекенсене хӑйсене хушать.

Директор отныне поручал контроль на кухне самим учащимся.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Манӑн ята эсир паянхи кунран пуҫласа манӑр.

А имя мое вы с сегодняшнего дня забудьте.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑрах иккӗленмелле мар - килӗшӗр, кунран тупӑш кӑна пулӗ.

Не нужно долго сомневаться – соглашайтесь на всё, вы от этого только выиграете.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Виҫ-тӑват кунран вара пуралама тытӑнатпӑр, — илтӗнчӗ каллех малтанхи сасӑ.

Help to translate

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Ҫак кунран пуҫласа вара правлени членӗсем йӑлтах аптӑраса ӳкрӗҫ.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Тепӗр виҫӗ кунран Йӑкӑнат патӗнчен дружинниксемпе правлени членӗсем пӗр лав юман, ӑвӑс тиесе тухрӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed