Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах тӑваттӑмӗш кунне Ильинскисем патне пырса кӗме лайӑх мар пек туйӑнчӗ ӑна, вӑл вара Ильинскисен ҫурчӗ таврашӗнче уткаласа ҫӳрерӗ те хуйхӑрса киле таврӑнчӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунта ӗнтӗ Ольгӑна кунне виҫшер хут кураймастӑн, кунта ун патне, Захара та пилӗк ҫухрӑма ҫити ҫыру леҫме яма ҫук.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр кунне вӑл хулана, малтан палатӑна кӗмелле кайрӗ, каясса ирӗксӗртереххӗн кайрӗ, ҫул ҫинче анасласа, енчен енне пӑхкаласа пычӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫаплах, — терӗ Ольга: — эпӗ шӑнӑп та — вӗрилетсе пӑрахӗ; эсӗ кунта килӗн — эпӗ пулмӑп, пирӗн пата кайӑн — чирлӗ, тесе калӗҫ; тепӗр кунне каллех ҫавӑн пек пулӗ; чӳрече хупписем питӗрӗнсе тӑрӗҫ манӑн; тухтӑр пуҫне пӑркалӗ; Катя сан патна чӗрне вӗҫҫӗн утса, макӑрса тухӗ те: чирлӗ, вилет, тейӗ пӑшӑлтатса.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран, виҫҫӗмӗш кунне, хӑйсем кая юлса таврӑннӑ хыҫҫӑн, инкӗшӗ вӗсем ҫине, уйрӑммӑнах ун ҫине ытлашши ӑслӑн пӑхса илчӗ, унтан хӑйӗн пысӑк та кӑштах тӑртаннӑ куҫхупаххисене усрӗ, куҫӗсем куҫ хӑрпӑкӗсем витӗрех пӑхнӑ пек туйӑнчӗҫ; вӑл пӗр минута яхӑн шухӑша кайса спирт шӑршларӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр кунне Обломов Ольгӑн сывлӑхӗ ҫинчен пӗлме ячӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗнер ӗмӗтлентӗн, чӗререн, халтан кайичченех кӑмӑлу туртнине паян алла илетӗн, тепӗр кунне вара ҫавна ӗмӗтленнишӗн хӗрелетӗн, унтан мӗншӗн пурнӑҫланчӗ тесе, пурнӑҫа ылханатӑн, — акӑ мӗн пулса тухать вӗт пурнӑҫра ху тӗллӗн те чӑрсӑррӑн ярса пуснинчен, ху ирӗкӳпе ӗмӗтленнинчен; хыпашласа утас пулать, нумайӑшне курсан та, куҫа хупмалла тата телейпе суйланмалла мар, телей вӗҫерӗнес пулсан та, ӳпкелешмелле мар, — ку пурнӑҫ!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов та, Ольга та ҫав сасӑсене итленӗ, вӗсене ӑнкарса ыран урӑх сасӑсем, урӑх ҫулӑмсем пуласса пӗр-пӗрин умӗнче нимӗн шухӑшламасӑр тата тепӗр кунне ӗнер урӑх ҫутӑ пулнине манса, кашниех хӑй илтнине юрлама васканӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр кунне, вуннӑмӗш сехетре, Обломов тӑнӑччӗ кӑна, чей панӑ вӑхӑтра, Захар ӑна хӑй булочнӑйне кайнӑ чухне пикене хирӗҫ пулни ҫинчен каларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах Обломов французла япӑхрах калаҫнине вӑл ҫийӗнчех сисрӗ те иккӗмӗш кунне унпа вырӑсла калаҫма пуҫларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ывӑлӗ тухса каяс кунне Иван Богданович ӑна ҫӗр тенкӗ хут укҫа панӑ.В день отъезда Иван Богданович дал сыну сто рублей ассигнациями.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр кунне Андрея хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче лӑпкӑн ҫывӑрнӑ чухне тупнӑ, кровать айӗнче такам пӑшалӗ, пӗр кӗренкке тар тата вӗтӗ пулькӑсем выртнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юлашкинчен чӑтса тӑраймарӗҫ, тӑваттӑмӗш кунне вара ушкӑнпа пуҫтарӑнса, именчӗклӗн, ҫырӑва уҫрӗҫ.Наконец не вытерпели, и на четвертый день, собравшись толпой, с смущением распечатали.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр кунне те, чей ӗҫне чухне, ҫыру ҫинчен калаҫрӗҫ.За чаем и на другой день у всех только и разговора было что о письме.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ыран е тепӗр кунне те ӗлкӗретӗн — вӑл санран ниҫта та тармасть.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ыранхи кун паянхи евӗрлӗ, тепӗр кунне ыранхи евӗрлӗ пурнӑҫ пулмасан, вӗсене кичемлӗх тертлентерсе ҫитернӗ пулӗччӗ.Их загрызет тоска, если завтра не будет похоже на сегодня, а послезавтра на завтра.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнине вӗсем праҫниксем тӑрӑх, ҫулталӑк вӑхӑчӗ тӑрӑх, ҫемьере е кил-ҫуртра пулса иртнӗ тӗрлӗ ӗҫсем тӑрӑх шута илсе пыраҫҫӗ, нихҫан та хӑш уйӑхне те, хӑш кунне те асӑнмаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫимӗк кунне те кӗтсе тӑмарӗ, — тӳрлетет ӑна арӑмӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн арӑмӗ те ҫав тери ӗҫлӗ: вӑл виҫӗ сехет хушши ӗнтӗ ҫӗвӗҫ Аверкипе пӗрле упӑшкин фуфайкинчен Илюшӑна пиншак ҫӗлесе парасси ҫинчен сӳтсе явать, хӑех пурӑпа йӗрлет, Аверки пустава вӑрласран сӑнаса тӑрать; унтан, хӗрсен пӳлӗмне кӗрсе, кунне мӗн чухлӗ чӗнтӗр ҫыхмаллине кашни хӗрнех хушса хӑварать; унтан Настасья Ивановнӑна е Степанида Агаповӑна, е хӑйне ҫывӑх хӗрарӑмсенчен кама та пулин хӑйпе пӗрле ертсе сад пахчине ӗҫпе ҫӳреме каять: панулмисем мӗнле пиҫеҫҫӗ, ӗнерхи, пулса ҫитнӗ панулми ҫӗре ӳкмен-и, ҫавсене пӑхмалла; кунта турат сыпмалла, лере турат иртмелле тата ытти те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Аслатиллӗ ҫумӑрсем хӑрушӑ мар унта, усӑллӑ ҫеҫ: яланах палӑртса хунӑ вӑхӑтра пулаҫҫӗ вӗсем, халӑх хушшинче ҫӳрекен сӑмаха мантарасшӑн пулман евӗрлӗ, юри тенӗ пекех, Илен кунне манмаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956