Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

культурӑпа (тĕпĕ: культура) more information about the word form can be found here.
Вырӑс халӑхӗ экономикӑпа та, культурӑпа та хӑватлӑ пулсан, Российӑри инородецсем ун влиянийӗпе улшӑнса каясси — паллах вӗт.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Нацилле музыка театрӗ ӗҫлеме пуҫлани хамӑрӑн авалтан музыкӑллӑ пулнӑ халӑх культурӑпа эстетика енӗпе мӗн тери ӳснине нимрен те ытларах кӑтартса парать, ҫавӑнпа пӗрлех халӑха ҫывӑх совет искусстви ҫинчен, халӑхра ҫыравҫӑсемпе художниксем вӗрентсе ҫитӗнтересси ҫинчен, нацилле искусствӑна аталантарас ӗҫре социализмлӑ идейӑсем хӑватлӑ пулни ҫинчен аслӑ Ленин каласа хӑварнисем пирӗн вӑхӑтра ытларах та ытларах пурнӑҫа кӗрсе пынине ҫирӗплетет.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Килес ҫул культурӑпа ҫутӗҫ шкулне хӑй тӗллӗн вӗренме кӗресшӗн.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Клуба ӗҫе вырнаҫсан вӑл культурӑпа ҫутӗҫ шкулӗнче хӑй тӗллӗн вӗренме ӗмӗтленет.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Культурӑпа ҫутӗҫ шкулӗнчен вӗренсе тухсан сире Канаш ҫывӑхӗнчи пӗр яла янӑ, унтанах эсир ҫара кайнӑ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Культурӑпа ҫутӗҫ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ специалист пулсан аванччӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Йӑмӑк сан ҫинчен пӗлтернӗ-пӗлтерменех эп кунта, культурӑпа кану паркне, чупса килтӗм — эс ҫав-ҫавах «иккӗленетӗп» тетӗн.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫав вӑхӑтра культурӑпа кану паркне йӗритавралла кӑн-кан пӑхкаласа кӗрен плащ тӑхӑннӑ тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм хыпаланса кӗчӗ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ӑна пур енчен те ҫирӗпленсе ҫитнӗ ҫын темелле, анчах унӑн чун-чӗринче, кӑмӑлӗнче хӑй ку таранччен сисмен темле ачашлӑх пур пулас: ӗлӗкхи савнийӗ культурӑпа кану паркне ҫаплах килменнине кура ӳт-пӗвӗ пӗҫерекен пуличченех пӑлханса ӳкрӗ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Умлӑн-хыҫлӑн икӗ пирус туртнӑ хыҫҫӑн чӑматанне йывӑррӑн ҫӗклесе вӑл хула хӗрринчи культурӑпа кану паркне кайрӗ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Культурӑпа кану паркӗнче эсир аппапа иксӗр хӑвӑра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ палламан-пӗлмен ҫынсем пек тыткалама пултаратӑр.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Акӑ мӗн: халь эсир хула хӗрринчи культурӑпа кану паркне каятӑр, ҫур сехетрен Ира та унта пырӗ, ӑна эпӗ сирӗн ҫинчен телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерӗп.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Наци библиотеки хӑйӗн культурӑпа ҫутӗҫ тивӗҫӗсене пурнӑҫласа кӗнеке вулассине анлӑ сарас ӗҫре ӑслӑлӑхпа культура учрежденийӗсен, творчествӑлла союзсемпе обществӑлла пӗрлешӳсен вӑйӗсене пӗрлештерет.

Help to translate

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Библиотекӑн краеведени коллекцине Чӑваш енӗн ҫутҫанталӑкӗ, культурӑпа истори, наукӑпа техника аталанӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ, республикӑра е унӑн тулашӗнче пичетленсе тухнӑ тӗрлӗ чӗлхепе ҫырнӑ документсем кӗреҫҫӗ.

Help to translate

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Паянхи кун муниципалитет округӗнче культурӑн муниципаллӑ икӗ бюджетлӑ учрежденийӗ ӗҫлет, вӗсем 25 культурӑпа кану учрежденине, 18 библиотекӑна тата 3 музее пӗрлештерсе тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Бюджетлӑ сферӑра, педагогика, культурӑпа медицинӑра ӗҫлекенсен вӑтам шалӑвӗ те хушӑннӑ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Муниципаллӑ округ территорийӗнче пӗр пуҫлӑх, халӑх суйлакан орган - депутатсен пухӑвӗ, пӗр администраци, территорин пӗрлехи пӗр бюджечӗ тата планӗ, экономикӑпа, социаллӑ пурнӑҫпа, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗрентӳпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса паракан пӗр центр пулни ӗҫ тухӑҫне ӳстерме пулӑшӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa

Культурӑпа искусствӑна чунтан парӑнса ӗҫленӗшӗн, пултарулӑх вӑй-халӗшӗн тата хавхаланулӑхӑршӑн пурсӑра та тав тӑватӑп.

Благодарю вас за преданное служение культуре и искусству, творческую энергию и вдохновение.

Олег Николаев Культура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/25/gla ... aet-c-dnem

Культурӑпа кану паркӗнче киленсе, хама лӑш ярса ҫӳрерӗм, кунтах йӗркеленӗ шахматпа шашка турнирӗнче Чапайланса хастарлантӑм, юлашкинчен, сапӑрланса, сапӑр Атӑл ҫыранне те ҫитсе ҫаврӑнтӑм.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Мӗн вӑл йытӑ кун-ҫулӗ ҫак «культурӑпа» танлаштарсан?..

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed