Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куланай the word is in our database.
куланай (тĕпĕ: куланай) more information about the word form can be found here.
Куланай йӗркине вуҫех пӗтерме ҫук, унсӑрӑн патшалӑх хысни те пушанса юлӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Жандармери, полици, куланай тата ыттисем — пурте ҫаплах юлмалла, патши кӑна ан пултӑр?!

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Акӑ вырӑссем шӑнкӑравсемпе шанкӑртаттарса килсен, куланай ӑҫтан тупса парӑпӑр-ха.

Как русские явятся, зазвенят колокольцами, чем подать станешь платить?

I // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Евлен пеккисемшӗн пурте паллӑ: куланай кирлӗ мар, улпутсен ҫӗрӗсене туртса илмелле те хресченсене памалла, уретниксем пулмалла мар — ҫапла тусан, ҫӑмӑллӑх хӑех килет иккен.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӗнерпуҫӗнче пысӑк пуху пулса иртнӗччӗ, приговор та йышӑннӑччӗ ун чухне: патшана сирпӗтмелле, улпутсен ҫӗрӗсене хресченсене памалла, куланай тӳлемелли закона улӑштармалла, — тесе ҫынсем хытӑ кӑшкӑрнӑччӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куланай пулмасть, пӗтеретпӗр.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Манран куланай пуҫтарасси те пулаймӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Либераллӑ шухӑшлӑскер, вӑл чухӑн халӑх выҫӑ ларнине, вӗсем, ӗнесӗр-лашасӑр асапланса пурӑннине, ҫӗршӗн куланай тӳлеме те укҫа тупайманнине, ачисене вӗрентме шкулсем те ялсенче ҫуккине, чахоткӑпа трахома чирӗ халӑха хупласа илнине тата ыттине те лайӑх курнӑ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нушара пурӑннӑ хресченсем — «ҫӗрпе ирӗк» халӑхӑн пулмалла, куланай тӳлемелли йӗркене пӗтермелле, — тенине илтсен, патша саманине ишӗлтермешкӗн хӑйсен чунӗсене те хӗрхенмен: Тимофей Николаевич мӗн каланӑ — ҫавна тума хатӗр пулнӑ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗлӗк таврари чӑвашсем пурлӑ-ҫуклӑ тыррине сутса, куланай укҫи тӳлетчӗҫ, халь — чӑх-чӗп ӳстерсе, ытларах ҫӑмарта сутма пуҫларӗҫ, тыр хакӗ те ӳссе кайрӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа хресченсем кантурти ҫынсемпе килӗшсе пурӑнайман: куланай пирки те, ҫӗр ҫитмен пирки те — патша йыттисене юратман, ӑсла вӗрентекенсене ытларах килӗштернӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗншӗн тесен вӗсене Европӑна кӳме ҫул-йӗр пит вӑрӑм та йывӑр пулнӑ; Хӗвелтухӑҫӗнчен ҫак таварсене тиесе кӳрекен купцасем тӑвӑлпа вӑйлӑ ҫавраҫил инкекне лекме пултарнӑ, вӗсене тӗрлӗрен вӑрӑ-хурахсемпе пиратсем ҫаратнӑ, вӗлернӗ, тата вӗсем хӑйсем иртсе ҫӳрекен ют ҫӗршывсенче шутсӑр нумай куланай тӳле-тӳле хӑварнӑ.

Потому что путь до Европы был долог и труден; на этом пути купцам, везущим с Востока товары, грозили бури и смерчи; купцов убивали морские пираты и сухопутные разбойники; с них брали огромную дань правители стран, через которые приходилось проезжать.

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Аркадий Павлычӑн кӑмӑлӗ тӗппипех ҫаврӑнса кайрӗ, мана куланай илсе пурӑннин усси ҫинчен французла ӑнлантарса пама тытӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах помещикшӗн пулсан бирщина лайӑхрах, тесе асӑрхаттарчӗ, — анчах та мӗнле пулма пултараймасть!

— Аркадий Павлыч разнежился совершенно, пустился излагать мне на французском языке выгоды оброчного состоянья, причем, однако, заметил, что барщина для помещиков выгоднее, — да мало ли чего нет!..

Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.

— Тен, эсир пӗлместӗр, — терӗ вӑл малалла, икӗ ури ҫинче тайкаланса: — манӑн унти хресченсем куланай тӳлесе пурӑнаҫҫӗ вӗт.

— Ведь вы, может быть, не знаете, — продолжал он, покачиваясь на обеих ногах, — у меня там мужики на оброке.

Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.

Шутоломовӑри хресченсем куланай тӳлесе пурӑнаҫҫӗ, вӗсен помещике ют ҫӗршыва тухса кайнӑ, — кам кӗтӗр-ха ӗнтӗ вӗсен хутне, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха?

Шутоломовцы-то на оброке, помещик их за границу уехал — кому за них заступиться, сами посудите?

Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.

 — Мускав ҫывӑхӗнче пулсан юрать хӑть, вӑл пур кунта та куланай ҫине куҫарнӑ.

— Добро бы под Москвой, а то здесь на оброк посадил.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Вилес умӗн манӑн ывӑлӑм ҫулталӑка яхӑн чирлесе выртнӑ, вӑл хӑйшӗн те куланай тӳлесе татман…

Сын-то у меня перед смертию с год хворал, так и за себя оброку не взнес…

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Куланай тӳлесе пурӑнатпӑр ҫав.

— На оброке.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

— Халь эсир куланай тӳлесе пурӑнатӑр-и?

— Да разве вы теперь на оброке?

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Вӑл, — тесе пуҫларӗ старик малалла, кӑшт тӑхтанӑ хыҫҫӑн, — Мускавра лавҫӑра пурӑнатчӗ; тӗрӗссипе каласан, маншӑн куланай тӳлетчӗ.

Покойник, — прибавил мужик, помолчав, — у меня в Москве в извозчиках жил; за меня, признаться, и оброк взносил.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed