Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫутӑ сенкер куҫӗсем те, ӑшшӑн кулакан сӑнӗ те ҫавсемех, тӑпӑл-тӑпӑл тӳрӗ сӑмси те, пӗчӗкҫӗ ҫӑварӗ те ҫавсемех, кӗрен тӗслӗ тап-таса питҫӑмартийӗсем ҫинчи пысӑк мар путӑксем те ҫавсемех, чиперкке шап-шурӑ аллисем те ҫавсемех… ӑна ӗлӗкхиллех тап-таса хӗрача тени те темшӗн ҫав-ҫавах килӗшет.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пысӑк та яштака пӳ, вӗтӗ утӑмсемпе хӑйне манер утни, хулпуҫҫисене сиктеркелес йӑла, яланах йӑл-йӑл кулакан пӗчӗк куҫсем, пысӑк курпун сӑмса, темӗнле майсӑррӑн, ҫапах тӑпӑл-тӑпӑл хупӑнакан тӗрӗсех мар тутасем, калаҫӑвӗнчи ҫитменлӗх — пӑшӑлтатарах калаҫасси, ҫап-ҫутӑ кукша пуҫ — акӑ ман аттен сӑнӗ-пичӗ эп астӑвасса, — ҫак сӑн-питпе ӗнтӗ вӑл ырӑ ят сарма тата телейлӗ этем вырӑнӗнче шутланма кӑна мар, пурне те пӗр сиктермесӗр (мӗнпур сийсенчи кирек мӗнле ятпа-пурлӑхпа пурӑнакан ҫынсене), уйрӑмах хӑй юрама шутланисене, килӗшме те пӗлнӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан вӑл мана хӑйӗнчен аяккарах тӗртет те кулакан сасӑпа калать:
67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫулӑм ҫакӑншӑн савӑннӑ пекех вӑйланса каять, тӗттӗмлӗх чакать, эпир кӑвайт йӗри-тавра тӑратпӑр, кулакан ачасен пичӗсем ҫинче хӗрлӗ ҫутӑ ташлать.
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Королӗн ялан чеен кулакан куҫӗсем путса ларчӗҫ, вӗсем айӗнче кӑвак йӗрсем пулса тӑчӗҫ, питҫӑмартисем туртӑнчӗҫ.Озорные рыжие глаза Короля ввалились, под ними легли синяки, щеки втянулись.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Мӗнле хӗрлӗ шарфсем кусем сирӗн кӑкӑрсем ҫинче? — ыйтрӗ вӑл, пӗрре Чочой ҫинелле, тепре Кэукай ҫинелле пӑхса илсе; унӑн йӑл кулакан куҫӗсем таврашӗнче ҫип-ҫинҫе те ҫепӗҫ пӗрӗнчӗк пайӑркисем курӑнса кайрӗҫ.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл хӑй патнелле пӑлханса кайнӑ халӑх ушкӑнӗ ҫывхарнине курчӗ; йӑл-ял кулакан хаваслӑ ҫамрӑксем хушшинче хӑй ывӑлӗн питне уйӑрса илме хӑтланса пӑхрӗ.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Уяв тумӗ тӑхӑннӑ вӑл, пӑлханать хӑй, йӑл кулакан куҫӗсем шывланнӑ, халӗ вӑл темле, пит ҫамрӑк пек курӑнать.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӑюллӑ сунарҫӑсемпе ырма пӗлмесӗр пӑлан ӗрчетекен ҫынсем халь хӑйсен ҫилпе те сивӗпе пиҫӗхнӗ пичӗсене хӗвел пайӑркисем еннелле ҫавӑрса йӑл-йӑл кулакан куҫӗсене хӗсеҫҫӗ, ҫурхи хӗвел килнӗ ятпа ҫӗнӗ телей пулатех, ӗҫ ӑнатех, тесе шухӑшлаҫҫӗ: пӑлан усракансен — пӑлан пӑрӑвӗсем йышлӑрах пулаҫҫӗ, сунарҫӑсен — тинӗсри тупӑшӗ пысӑк пулать.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл хӑйне хыпашласа пӑхрӗ те йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ; тӗлӗкӗнче кулакан Кэукай сӑнне курсан ҫеҫ вара, ҫӑмӑллӑн сывласа илсе, хӑй те кулса ячӗ.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эпӗ те тенкел ҫинчен ҫӗклентӗм: пирӗн паталла йӑл кулакан Разумов чупса пычӗ.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кулакан хӗр ҫине тек пӑхмасть вӑл.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Гриша ун ҫине хӑйӗн кулакан куҫӗсемпе тимлӗн пӑхса илчӗ:Гриша внимательно посмотрел на него своими смеющимися глазами:
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн кулакан куҫӗсем пӗрремӗш хут мӑн ҫыннӑнни пек пӑхрӗҫ.И его смеющиеся глаза впервые стали по-взрослому внимательными и серьезными.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ун хыҫҫӑн кӑмӑллӑн кулакан Галя курӑнать.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ман алла лекнӗ, унтан, пур ачасем те пӑхма тытӑннӑ ӳкерчӗк ҫинче — кӑмӑллӑн кулакан икӗ ача, Володя Зореньпе Ваня Зайченко.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑш чухне, тытӑҫса кӗрешнӗ вӑхӑтра, хӑйӗн суранланса пӗтнӗ кулакан тутисемпе Ривэрӑн хӑлхисенчен йӗркесӗр кӳренӳллӗ сӑмахсем каласа ҫухӑрнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
— Сыхлан, Мексикӑри йӗке-хӳре чӗппи, — тесе хунӑ Денни, кулакан тутисем витӗр, — эпӗ санӑн мӗнпур шӑнӑрусене кӑларса илӗп!
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Деннин кулакан пичӗсем унӑн патнех ҫывхарнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Тавыль кулакан ачасем ҫине куҫ айӗн пӑхса илчӗ те кайма тытӑнса пӑхрӗ.Тавыль исподлобья посмотрел на хохочущих школьников и попытался уйти.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.