Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗшмелле (тĕпĕ: килӗш) more information about the word form can be found here.
Ольга, пӗтӗм апатлану Обломова килӗшмелле пултӑрччӗ, тесе питӗ ӑста хатӗрленчӗ.

Ольга как-то искусно умела весь обед устроить по вкусу Обломова.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ пӗр пилӗк каҫ ҫывӑраймастӑп ҫӗнӗ вырӑнта; тунсӑхласа пӗтетӗп, тӑрсанах, ҫав ҫакӑнса тӑракан токарь вывески вырӑнне урӑх мӗнле те пулин килӗшмелле маррине куратӑп пулсан, е кӑнтӑрлахи апат умӗн ав ҫав кантӑкран ҫӳҫне кастарнӑ карчӑк пӑхмасть пулсан, мана кичем те…

Да я ночей пять не усну на новом месте; меня тоска загрызет, как встану да увижу вон вместо этой вывески токаря другое что-нибудь, напротив, или вон ежели из окна не выглянет эта стриженая старуха перед обедом, так мне и скучно…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ: «Йӗлтӗрпе кайсан лайӑхрах пулмӗ-ши?» текелесе хирӗҫлесшӗн те пултӑм, анчах та Володя хӑйӗн йыттисене илменшӗн кӑмӑлсӑр пулчӗ, вара ирӗксӗрех килӗшмелле пулчӗ.

Я было возразил, что не лучше ли всё-таки на лыжах, но Володя обиделся за своих собак, и пришлось согласиться.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак вӑхӑтра унӑн пит-куҫӗ ытла та килӗшмелле курӑнчӗ.

Она, впрочем, очень идет к ее подвижной физиономии.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫакна та каласа хӑварас тата: сӑнарӗ унӑн начар мар, унӑн илемлӗ сӑн-пичӗ уйрӑммӑнах хӗрарӑмсене килӗшмелле.

Скажу в заключение, что он был вообще очень недурен и имел одну из тех оригинальных физиономий, которые особенно нравятся женщинам светским.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл хӑйне хӑй шӑпах хӗрарӑмсене килӗшмелле тыткаланӑ: вӑл тирпейлӗ, сӑнавлӑ, шӑрчах мар, шараҫланмасӑр кулакан ҫын пулнӑ.

Он имел именно тот ум, который нравится женщинам: ум приличия и наблюдения, безо всяких притязаний и беспечно насмешливый.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Яланах обществӑра пулма хӑнӑхнипе вӑл хӑйне ҫынна килӗшмелле, уйрӑмах хӗрарӑмсем кӑмӑлламалла тыткаланӑ.

А привычка быть всегда в обществе придавала ему некоторую любезность, особенно с женщинами.

XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Уява кашни ҫын кӑмӑлне тыткӑнламалла тата килӗшмелле ирттерес тӗллевпе йӗркелӳҫӗсем программӑна кашни ҫул ҫӗнӗ сӗм кӗртме тӑрӑшни куҫ умӗнче.

Help to translate

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

20. Ун вырӑнне Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ангел апачӗпе тӑрантарнӑ, вӗсене, ӗҫлеменскерсене, тӳперен хатӗр ҫӑкӑр — кирек кама та килӗшмелле ҫӑкӑр — ярса панӑ.

20. Вместо того народ Твой Ты питал пищею ангельскою и послал им, нетрудящимся, с неба готовый хлеб, имевший всякую приятность по вкусу каждого.

Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

- Килӗшмелле.

- Надо согласиться.

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed