Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килограмм the word is in our database.
килограмм (тĕпĕ: килограмм) more information about the word form can be found here.
10 килограмм кӑмпана 500 грамм тӑвар кирлӗ.

На 10 килограммов грибов необходимо 500 граммов соли.

Кӑмпа тӑварлатпӑр // В.Иванова. «Тӑван Ен», 2008.10.25, 121–125(9564–9568)№, 19 с.

Сӑра валли 20 литр ҫӑл шывӗ илмелле, 500 грамм хӑмла (унӑн калӑпӑшӗ сӑра тутине витӗм кӳрӗ, ҫавӑнпа та ытларах е сахалтарах илесси кил хуҫи арӑмӗнчен килет), 2 килограмм салат, 50 грамм ҫӗпре (ӗлӗкхи вӑхӑтра вӑл шӗвӗ пулнӑ, ӑна пӗр-пӗринчен кивҫен кайса илнӗ), 500 грамм пыл е сахӑр.

Help to translate

Наци продукчӗ туристсен кӑмӑлне кайма тивӗҫ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/18/%d0%bd%d0% ... %82%d0%b8/

Асӑннӑ ферма районта кӑтартуллӑ ӗҫлесе пыраканнисенчен пӗри, унта 200 ӗне тытаҫҫӗ, тӑхӑр уйӑхра кашни ӗне пуҫне вӑтамран 5388 килограмм сӗт сунӑ пулнӑ.

Help to translate

Выльӑх-чӗрлӗхе хӑтлӑ витесенче тутӑ хӗл каҫарасчӗ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d0%b2%d1% ... %b0%d1%80/

Анчах чи кирлине асра тытать: кашни килограмм йывӑрӑш ҫине ҫичӗ — вӑтӑр калори тӑкаклани кирлӗ.

Но основное в памяти твердо: расход двадцать семь — тридцать калории в день на килограмм веса.

XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Кулленхи нормӑна — 30-шар килограмм кантӑра — тылласа сывлӑха нумай хавшатнӑ С.Нигметуллова.

Обрабатывая ежедневную норму — по 30 килограммов конопли — здоровье С.Нигметулловой сильно ослабло.

Ҫӗр те пӗр ҫулти Семига аппа // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.08.27, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=885&text=news-publikacii

— Пилӗк килограмм та пулать, унтан пӗрре те кая мар.

— Килограммов пять будет, не меньше.

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Ҫапла калатӑп та эпӗ: вунӑ килограмм ытла, тетӗп.

— Так я и говорю: больше десяти.

VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Вара мӗн, пӑтра миҫе килограмм пулать?

— Ну что ж, а пуд сколько килограммов?

VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫупахсем вуншар килограмм таяканнисем пурри ҫинчен кӗнеке ҫинче эпӗ хам та вуланӑ.

Я сам в книжке читал: лещи бывают больше десяти килограммов.

VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

«Вӑхӑчӗ ҫавӑн пекчӗ: виҫҫӗр килограмм ҫӗркӑмрӑкӗ ҫырса лараҫҫӗ те, хуть пӑхса пурӑн ун ҫиле, хуть пӗр уйӑх хушшине ҫунтарса яр.

«Время такое стояло: угля по триста кило выпишут — хошь смотри на него, хошь за месяц сожги.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пӗркунне васканипе пӗр килограмм колбасипе ҫур литр эрех часрах парса яма ыйтрӑм та, вӑрҫса пӗтерчӗ.

Help to translate

Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.

Унтан вӑл ман урлӑ сикме вӗренчӗ Унпа аппаланма ҫӑмӑлах марччӗ, мӗншӗн тесен вӑл вуникӗ килограмм таятчӗ.

Потом он прыгал через меня Возиться с ним было нелегко — в нём было около двенадцати килограммов.

Мимуспа карлик // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Декабрь пуҫланнӑ тӗле ачасем нимӗҫсенне 15 автомат, 80 винтовка, 300 граната, 10 пистолет, 15 пин патрон, 65 килограмм сирпӗтсе ватмалли япаласем, тата темиҫе ҫӗр метр бикфорд шнурне тупса хунӑ-мӗн.

К началу декабря ребята добыли за счёт немцев 15 автоматов, 80 винтовок, 300 гранат, 10 пистолетов, 15 тысяч патронов, 65 килограммов взрывчатки и несколько сот метров бикфордова шнура.

Пурте — пӗриншӗн, пӗри — пуриншӗн те // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Юлашкинчен Прохор Палыч таврӑнчӗ те пӗтӗмпе те ҫирӗм килограмм алюмини ҫеҫ илсе килчӗ.

Наконец прибыл Прохор Палыч и привез только двадцать килограммов алюминия.

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Виҫҫӗн формӑламалли тӑм илме кайрӗҫ, виҫҫӗн кашӑксем шӑратмалли ещӗк-станоксем тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлерӗҫ, виҫҫӗн экспериментальнӑй ӗҫсем турӗҫ, алӑра пилӗк килограмм аллюмини пулнипе ҫав аллюминие пушӑ ҫӗртен пушӑ вырӑна шӑратса ячӗҫ, юлашки виҫҫӗшӗ вӗркӗче урӑхлатрӗҫ.

Трое поехали в командировку за формовочной глиной, трое работали над ящиками-станками для отливки ложек, трое вели экспериментальные работы, имея под руками пять килограммов алюминия, и переливали алюминий из пустого в порожнее, а остальные трое переоборудовали горн и мехи.

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Унтан пӳрнине ҫамки тӗлӗнче ҫавӑркаласа, мӑйрака пек туса кӑтартса, тата ачашраххӑн, тарӑннӑн сывласа ярса калать: «Бе-бе — тӑваттӑ» (ку: така какайӗ — тӑватӑ килограмм, тенине пӗлтерет).

Затем покрутит пальцами около лба, завивая рожки, и говорит еще ласковее, со вздохом: «Бе-бе — четыре» (это означает — четыре килограмма баранины).

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Кунне тӑват-пилӗк литр тулӑ вӑрласа каясси — нимӗн те мар, анчах та вӑл сахалтан та тӑватӑ килограмм тырӑ пулать.

Четыре-пять литров зерна за день — пустяк утащить, а в них, почитай, четыре килограмма пшеницы.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Анчах та вӑл ҫынни ҫавӑн пек — хӑйне валли сӑптӑрса илмесӗр нихҫан та ирттерсе ямасть, ҫакӑнта та, паллах ӗнтӗ, тӳссе тӑрайман: пӗчӗк хутаҫ ӑшне пӗр килограмм та ҫурӑ тулӑ тултарнӑ та, ваткӑллӑ йӗм айне пиҫиххипе ҫыхса ҫакнӑ.

Никогда он не упустит, чтобы не хапнуть, и тут, ясно дело, не утерпел — насыпал пшеницы в кулек, килограмма полтора, и привязал пояском под ватные порты, сбоку.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Ҫырса хурар эппин: кашни пӑрушӑн ҫӗр килограмм тырӑ тата ҫӗр тенкӗ укҫа.

Запишем: сто килограммов зерна и сто рублей денег за теленка.

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Хама валли ӗмӗрлӗх норма палӑртса хуратӑп, кашни кун икшер килограмм ӗне какайӗ ҫимелле, — ӗмӗтленсе каларӗ Никола.

И пожизненную пенсию себе назначаю в два кило мяса ежедневно, — говорил Никола.

6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed