Шырав
Шырав ĕçĕ:
Енчен те эсир, хӑвӑрӑн пӗлес килнипе, алӑкран шалалла пӑхсан, вӑл сӗтел хушшинче пуҫне аллисем ҫине тӗрентерсе ларнине куратӑр.
«Флинк» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах Дубровскийӗ илтеймерӗ те ку сӑмахсене, суранӗ ыратнипе тата хытӑ пӑлханнӑ пирки чунӗ тӑвӑрланса килнипе вӑл вӑйсӑрланса ҫитрӗ.Но Дубровский уже ее не слышал, боль раны и сильные волнения души лишили его силы.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кирила Петровича палласа илчӗ те вӑл, ӑшчикӗ пӑлханса килнипе, унӑн сӑн-пичӗ хӑрушшӑн улшӑнса кайрӗ, ахаль чухне шуранкарах пулнӑ питҫӑмартийӗсем хӗремесленсе кайрӗҫ, куҫӗсем ялтӑртатрӗҫ, нимӗн ӑнланмалла мар сасӑпа сӑмахлама пуҫларӗ.
IV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тарма та пикенеҫҫӗ, анчах пӗлесси килнипе каялла таврӑнаҫҫӗ: мӗнле упа-ха вӑл, кун пек йӑванса пыраканскер? теҫҫӗ.Они было тягу, да любопытство их повернуло: что за медведь за такой, почему катится?
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр-икӗ кашӑк сыпсанах, ҫиес килнипе унӑн вар-хырӑм вӑтӑрӑнса ыратса кайрӗ, анчах та Алексей мӗн-пурӗ те вунӑ кашӑк ҫеҫ сыпрӗ тата темиҫе чӗрпӗл ҫемҫе те шурӑ аш ҫирӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей хӗвел тухсанах, сивӗрен шӑнса чӗтренипе тата ӑшран вӗрилентерсе килнипе, вӑранса кайрӗ.Алексей проснулся с первыми лучами солнца, дрожа от холода и внутреннего озноба.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Саккӑр та хӗрӗх» пит те паллӑ ҫын пулни, хӑй ӗҫӗнче профессор вырӑнӗнче шутланни, хӑй кунта килнипе пысӑк чыс туни тӳрех паллӑ пулчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫанталӑк ҫумӑрласа килнипе вӑл кунне эпир каҫ пуласса кӗтмесӗрех ҫапма пӑрахрӑмӑр.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
Ҫӗрле вӗсен сулли ҫухалнӑ, ӑна пӗр-пӗр шыв юхӑмӗ ӑнсӑртран шыв тулса килнипе юхтарса кайнӑ пулас.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том та хӑйӗн ыратакан чӗри ҫинчен мансах, халӑх хыҫҫӑн утрӗ — вӑл хӑйӗн каяс килнипе каймарӗ: ун шучӗпе, халӗ ҫакӑнтан пӗр пин миля аякра пулнӑ пулсан, лайӑхрахчӗ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Чӑнах та, вӑл хытӑ тӑрӑшса вӗренме тапратрӗ, хӑйне ик енчен пуссах тӑнипе — мӗн парассине пӗлес килнипе тата усӑ курасса кӗтсе — Том урокне шутсӑр лайӑх вӗренчӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
30-40 пин тенкӗ илсе килнипе аякка каятӑн-и? Ҫапах та ыррине шанмалла, пуҫа усмасӑр пурин те малалла утмалла.
Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Кӗтмен хӑнасем килнипе ыттисем те хыпӑнса ӳкрӗҫ: вырӑнӗсене майларӗҫ, малти пӳлӗме ҫуса тухрӗҫ, васкаса ҫӑвӑнчӗҫ, хырӑнчӗҫ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Ӑна тата «Пятидесятница» тесе каланӑ (Мӑнкунран 50-мӗш кунра килнипе).Его называли "Пятидесятницей" (потому что приходил на 50 день после Пасхи).
Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
6. Йӑвашшисене лӑплантаракан Турӑ пире Тит килсе ҫитнипе лӑплантарчӗ, 7. Тит килнипе ҫеҫ мар-ха, эсир ӑна лӑплантарса янипе те лӑплантӑмӑр эпир: вӑл пире эсир маншӑн тунсӑхлани ҫинчен, маншӑн мӗнле пӑшӑрханни ҫинчен, эсир мана хӑюллӑн хӳтӗлени ҫинчен каласа пачӗ те, вара эпӗ тата ытларах савӑнтӑм.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл пӗрех хӑйӗн мӑнаҫлӑхне нимӗн чухлӗ те чакарман, тата ытларах каппайса кайнӑ, иудейсем ҫине ҫилли тум-хаяррӑн каплана-каплана килнипе ҫула хӑвӑртлатма хистенӗ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн 20-мӗш ҫуралнӑ кунне пӗрле уявлас килнипе укҫа-тенкӗ шеллемесӗр Уссурийска самолетпа вӗҫрӗм.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Пиллӗкмӗш хут иртекен турнир район пуҫлӑхӗсем килнипе ҫеҫ мар, сакӑр команда тытӑҫнипе те паллӑ пулчӗ.
Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№