Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пророк тарҫи ун пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнӑ та ӑна каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: «сана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши, Израиль патши, пулма ҫу сӗретӗп, 7. эсӗ Ахавӑн, хӑвӑн хуҫун, килне пӗтерӗн, Эпӗ ҫапла Иезавель вӗлернӗ Хамӑн чурасен, пророксен, юнӗшӗн тата Ҫӳлхуҫа чурисенӗн юнӗшӗн тавӑрӑп, 8. Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ, Эпӗ Ахав килӗнчи пӗтӗм арҫынна — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — тӗп тӑвӑп, 9. Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне тата Ахия ывӑлӗн Ваасанӑн килне тӗп тунӑ пек, Ахав килне те тӗп тӑвӑп; 10. Иезавеле вара Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, ӑна никам та пытармӗ» тет, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каяр, патша килне пӗлтерер, тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сӑрт патне ҫитсессӗн, Гиезий вӗсенчен михӗсене илнӗ те килне кӗрсе пытарса хунӑ.24. Когда он пришел к холму, то взял из рук их и спрятал дома.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Елисей ӑна каланӑ: эсӗ халь килне кай, пушӑ савӑтсем пуҫтар, вӗсене кӳршӳсенчен те ил; нумайрах пуҫтар, 4. вара хӑв хыҫҫӑн, ывӑлусем хыҫҫӑн алӑка питӗр те ҫав мӗнпур савӑта ҫу тултар; туп-тулли тултарса ларт, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа: пуҫлӑх ҫук вӗсен, ӗнтӗ лӑпланса кашнийӗ хӑй килне таврӑнтӑр, терӗ, тенӗ.И сказал Господь: нет у них начальника, пусть возвращаются с миром каждый в свой дом.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Ҫӳлхуҫа ҫапла калать:] акӑ Эпӗ сан ҫине хӗн-хур яратӑп, сан хыҫҫӑн шӑлса тухӑп та Ахавӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп; 22. Мана ҫиллентернӗшӗн, Мана вӗчӗрхентернӗшӗн, Израиль халӑхне ҫылӑха кӗртнӗшӗн Эпӗ сан килне Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнинех, Ахия ывӑлӗн Ваасан килне мӗн кӑтартнинех кӑтартӑп, тет.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Изреель ҫынни Навуфей ҫапла «аттемӗрсен ҫӗрне памастӑп сана» тенипе Ахав ӗнтӗ килне ҫилленсе те пӑшӑрханса таврӑннӑ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Замврий ӗнтӗ Ваасан пӗтӗм килне Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Вааса ҫинчен Иуй пророк урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пӗтерсе тӑкнӑ; 13. ҫакӑ вӑл Ваасан мӗнпур ҫылӑхӗшӗн, ун ывӑлӗ Ила ҫылӑхӗсемшӗн ҫапла пулнӑ: ҫав ҫылӑхсене вӗсем хӑйсем те тунӑ, Израиле те ҫылӑха кӗртнӗ, хӑйсен йӗрӗхӗсене туса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Патша пулса тӑрса Илан аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, Замврий ӗнтӗ Ваасан пӗтӗм килне пӗр тӑванӗ, пӗр тусӗ, пӗр арҫын юлмиччен пӗтерсе тӑкнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вааса ҫинчен Иуя, Ананий ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Эпӗ сана, тӑпра-тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе, Израиль халӑхӑмӑн ҫулпуҫӗ туса лартрӑм, эсӗ пур — Иеровоам ҫулӗпе кайрӑн, Израиль халӑхӑм Мана хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе ҫиллентерсе тӑтӑр тесе, ӑна ҫылӑха кӗртрӗн, 3. ҫавӑнпа Эпӗ Вааса килне, ун йӑхӗн килне те пӑрахӑҫа кӑларатӑп; Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнӑ, санӑн килне те ҫавнах кӑтартӑп; 4. Вааса кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ, тенӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патшана ларсассӑн, Вааса Иеровоам килне пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ӑна тӗппипех пӗтернӗ, Иеровоам ӑрӑвӗнче пӗр чӗрӗ чун та хӑварман.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Ҫӳлхуҫа Израиле ҫӗнӗ патша лартса парӗ, лешӗ ӗнтӗ ҫав кунах Иеровоам килне пӗтерсе тӑкӗ; час-и? часах.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Халӗ ӗнтӗ килне кай; хулана ҫитсе ура ярса пусӑн ҫеҫ, ачу вилсе выртӗ; 13. ӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӳхлесе пытарӗ; Иеровоам кил-йышӗнчен пӗр ҫавӑ анчах тупӑклӑха кӗрӗ: Иеровоам килӗнчи ҫынсенчен пӗр унра ҫеҫ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче темӗн ырри тупӑннӑ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иеровоам арӑмӗ ҫапла тунӑ та: Силома кайнӑ та Ахия килне пынӑ.4. Жена Иеровоама так и сделала: встала, пошла в Силом и пришла в дом Ахии.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫакӑ Иеровоам килне ҫылӑх патне, пӗтесси патне, хӑйне ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе пӑрахасси патне илсе ҫитернӗ.34. Это вело дом Иеровоамов ко греху и к погибели и к истреблению его с лица земли.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вефильти пророк ӑна каланӑ: эпӗ те сан пек пророках, ҫавӑнпа Ангел мана Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе: «ӑна хӑвӑн килне илсе кил; вӑл ҫӑкӑр ҫитӗр, тӑраниччен шыв ӗҫтӗр» тесе каларӗ, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иеровоам хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: патшалӑх каллех Давид килне куҫма пултарать; 27. ҫак халӑх Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парне кӳме Иерусалима ҫӳреме тытӑнсассӑн, унӑн чӗри хӑйӗн патши, Иудея патши Ровоам, еннелле ҫаврӑнӗ, вара вӗсем мана вӗлерӗҫ те Иудея патши Ровоам патне таврӑнӗҫ, тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иерусалима ҫитсессӗн, Ровоам пӗтӗм Иуда килӗпе Вениамин йӑхӗнчен ҫӗр сакӑрвунӑ пин чи вӑйпитти ҫар ҫынни пухнӑ; ҫакна вӑл Израиль килне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухса патшалӑха Соломон ывӑлне Ровоама тавӑрса парас тесе тунӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Соломон вара Хирам килне апат-ҫимӗҫ валли ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм кор чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ панӑ: Соломон Хирама ҫулсерен ҫавӑн чухлӗ парса тӑнӑ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Соломон килне кунсерен ҫакӑн чухлӗ апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ: тулӑ ҫӑнӑхӗ — вӑтӑр кор, ытти йышши ҫӑнӑх — утмӑл кор, 23. пӑлансемпе ту качакисемсӗр, сайгаксемсӗр, самӑртнӑ кайӑк-кӗшӗксӗр пуҫне тата вунӑ самӑртнӑ вӑкӑр, кӗтӳлӗхрен илсе килнӗ ҫирӗм вӑкӑр, ҫӗр сурӑх; 24. Соломон вӑл Евфрат шывӗн ку енчи пӗтӗм ҫӗре, Типсах хулипе Газа хули хутлӑхне, шыв ку енчи мӗнпур патшана тытса тӑнӑ, тата унӑн таврари пур ҫӗршывпа та килӗшӳ пулнӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.