Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ольга ун аллине хытӑ чӑмӑртать, ун ҫине хаваслӑн, ним хуйхӑсӑр пӑхать, ҫак телейлӗ самантпа ним пытармасӑр киленет; Обломов хӑй ҫавнашкал вылянчӑк кӑмӑллӑ пулмантан кӗвӗҫе те пуҫларӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл каллех шухӑшлӑн пӑшӑлтатрӗ: хӑй Ольгӑпа текех курнӑҫмалла мар тесен, Ольга малтанах хурланса ӳкет; кайран вӑл ӑна именчӗклӗн хӑйӗн шухӑшӗсене каласа парать, анчах унччен унӑн шухӑшӗсене тӗпчесе пӗлет, вӑл вӑтаннипе киленет, кайран вара…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц та унпа, ытарма ҫук чипер хӗрпе, хапсӑнмасӑр киленет, унӑн ӑс-пуҫӗпе шухӑш-кӑмӑлӗ чӗрӗ пулнишӗн савӑнать.Штольц тоже любовался ею бескорыстно, как чудесным созданием, с благоухающею свежестью ума и чувств.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Савӑнӑҫӗпе те вӑл ҫул хӗрринче татнӑ чечекпе алӑрах шанса кайиччен киленнӗ пек ҫеҫ киленет, кирек мӗнле киленӳ хыҫҫӑн та килсе ҫитекен инкек-синкеке вӗҫне ҫитиех тӳсме тӑрӑшмасть.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тем пысӑкӑш кукӑль пӗҫереҫҫӗ, ӑна господасем хӑйсем тепӗр кунне те ҫиеҫҫӗ; виҫҫӗмӗш кунне кукӑле хӗрсен пӳлӗмне леҫеҫҫӗ; кукӑль эрнекунччен пырать, вара хытса кайнӑскер, типӗ, ӑшӗсӗр-мӗнсӗр юлнӑскер, уйрӑммӑн кӑмалласа панӑ парне вырӑнне Антипа лекет; вӑл вара сӑх-сӑхса илсе, чулланса кайнӑ ҫак тутлӑ япалана ҫатӑртаттарса ҫисе ярать, археолог пин ҫул каяллахи мӗнле те пулин савӑт ванчӑкӗнчен япӑх эрехе киленсе ӗҫнӗ пек, вӑл та, кукӑльне ҫининчен ытларах, ку господасен кукӑлӗ пулнине пӗлсе тӑнипе киленет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Тепри» халат та нихҫан та тӑхӑнмасть, — теприн пирки шухӑшларӗ вӑл: — «тепри…» — ҫак тӗлте вӑл анасларӗ… «пачах ҫывӑрмасть темелле… «тепри» пурнӑҫпа киленет, таҫта та ҫитет, йӑлт пӗлет, йӑлтах тӑвать…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ вӑл ҫуллахи каҫ веранда ҫинче, сулхӑнра, чей ӗҫмелли сӗтел хушшинче, ларать пек, ун аллинче вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗм; вӑл ӳркевлӗн чӗлӗм туртса, умӗнчи ҫутҫанталӑк илемӗпе, уҫӑ сывлӑшпа, шӑплӑхпа киленет; инҫетре сарӑ уй курӑнать, палланӑ хурӑнлӑх хыҫне анса ларакан хӗвел тӗкӗр пек тикӗс пӗве ҫине хӗрлӗ тӗс ӳкерет; сулхӑн ҫапать, каҫ пулса килет; хресченсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хиртен кӗреҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата пултаруллӑ хӗрарӑм ташӑ-юрӑпа киленет - вунӑ ҫул ӗнтӗ ялти «Сурпан» юрӑ ансамбльне ертсе пырать.
Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24
Хӗрарӑм канӑва тухсан та ахаль лармасть, чӑлха-нуски ҫыхать, выльӑх-чӗрлӗх тытать, ҫӗр ӗҫӗпе киленет.Женщина и на пенсии не сидит без дела: вяжет носки, держит скотину, наслаждается работой на земле.
Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06
Нумайӑшӗ тахҫанах ҫак каналсене курса киленет пуль, теприсем вара юлашки кунчченех тӑрӗҫ.Многие наверно давно наслаждаются просмотром этих каналов, другие же будут тянуть до последнего дня.
Цифрӑллӑ телекурав ҫине куҫатпӑр // Н. КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2019/04/09/%d1%86%d0%b ... bfa%d1%80/
Урӑхла каласан, йӗри-тавра питӗ хитре чухне ҫын тулаш тӗнчере пурӑнать, илемпе киленет.Говоря по другому, если кругом все красиво, то человек живет во внешней среде, наслаждаясь красотой.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Петюк вара ун ҫине пӗлӗтсем ҫийӗн пӑхса киленет, ачалӑхри ӗмӗтне аса илет.А Петюк любуется ею пролетая над облаками, вспоминает детскую мечту.
Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Унӑн вилӗмсӗр произведенийӗсене чӑваш кӑна мар, вырӑс, тутар, ют ҫӗршыв ҫынни те вуласа киленет.
Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Пушӑ вӑхӑтра Валерия юратнӑ хаҫатне вуласа киленет: «Тантӑшра» ачасен пултарулӑхӗпе паллашма, тавракурӑма аталантаракан материалсене шӗкӗлчеме килӗшет ӑна.
Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№