Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫса (тĕпĕ: каҫ) more information about the word form can be found here.
Эсӗ юхан-шыв урлӑ каҫса кайсан, шыв тӗлӗнче пулӑ пулса, Вычегда урлӑ сан еннелле ишсе каҫас килетчӗ.

Help to translate

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уҫӑлмалла ҫирӗк леш енне те каҫса кайсан, эсӗ ҫилленместӗн-и? — хуняма карчӑк ҫава ярса тытать, ӑна лапаткалать, ал тупанӗсене сурса йӗпетенҫи туса чашлаттарма тапратать.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗрисем, каҫса кайсах, шкулта вӗрентмелле тесе кӑшкӑраҫҫӗ.

Help to translate

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

«Лаша шырани» юмах евӗрли хампа та пӗрре пулса иртнӗччӗ — пӗррехинче каҫса кайсах алӑри телефона шырарӑм (кунта пурнӑҫа вӗрентни ҫук ӗнтӗ, анчах юмах сюжетне чӑн пурнӑҫран илни куҫ кӗрет)…

Help to translate

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Темле улшуҫла япала пирки пуплетпӗр каҫса кайса.

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кайӑксем каҫса кайса чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Help to translate

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Салтак арӑмӗ, пӑшӑлтатса: «Аҫу вилнӗ», — тени, Хурӑнкассинчи йывӑр шӑплӑха хускатса, чан ҫапнӑн янӑраса, юр йывӑрлӑхӗ айне пулнӑ улӑм тӑрӑллӑ ҫуртсем урлӑ куян пек сике-сике каҫса, часах мӗнпур киле пырса кӗрет.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӗрре «тапранса» кайнӑ халапҫӑ ҫичӗ тинӗс леш енне каҫса ҫичӗ ту хушшине те пырса ҫитет, темле ухмах Йӑвансене ҫичӗ пуҫлӑ ҫӗленсемпе те аҫтахасемпе ҫапӑҫтарать…

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫӑлкуҫ пирки чи малтан 1839 ҫулта «Америкӑри тир компанийӗн» сунарҫӑсен ушкӑнӗ пӗлнӗ, вӗсем Гейзерсен вӑтам бассейнӗ урлӑ каҫса 91 м диаметрлӑ «вӗресе тӑракан кӳлӗ» ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

Первые сведения об источнике поступили в 1839 году от группы охотников из «Американской меховой компании», которые пересекли Средний бассейн гейзеров и сделали записи о «кипящем озере» диаметром 91 м.

Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 1%83%D2%AB

Ҫамрӑк чух ыранхи часах ҫитессӗн туйӑнмасть, ҫавӑнпа пуласлӑх ҫинчен каҫса кайса тенӗ пек калаҫатпӑр; ватӑласпа вара ҫынсен калаҫӑвӗнче час-часах: «эпир астӑвасса» сӑмах сиксе тухать.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Виҫӗ ҫын ҫырма урлӑ каҫса тӑкӑрлӑкран урама тухрӗҫ.

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Лешсем карта урлӑ каҫса ун патне пычӗҫ.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫырма урлӑ каҫса сукмакпа пӗр ҫын хӑпарать.

Help to translate

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Яла илсе ҫитерекен кукӑр-макӑр сукмак, чукун ҫул хӗрринчен пуҫланнӑскер, уй-уй тӑрӑх, ҫырма-ҫатра урлӑ каҫса вӗтлӗх ката пуҫӗпе иртет.

Help to translate

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пуканесем вылянине каҫса кайсах пӑхатчӗҫ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Униче карти урлӑ каҫса кӗрер-ха, кур, паллаш пирӗн ял ачисемпе.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Хӳме урлӑ каҫса пӑхар мар-и?..

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял каччисем сиссе юличчен вӑрӑсем Ӑх шывӗ урлӑ каҫса та кайнӑччӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫырма урлӑ каҫса, улӑха ҫитсе кӗретчӗ хайхи Мария Тимофеевна.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳсеймерӗ Откан, камне пӗлес тесе, хӗвелҫаврӑнӑш ани урлӑ каҫса, ҫул ҫине тухрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed